Çĕр лаптăкĕ – Çĕнĕ çул парни

Кÿкеç​ри вун-вун çемьешĕн телейлĕ самант çитрĕ

Статья ятне вуласан çĕр лаптăкĕ Çĕнĕ çул парни пулнине чăн та ĕненетĕн, тĕрĕссипе вара патшалăх пулăшăвĕ пирки сăмах пырать. Тепĕр тесен, пысăк уяв умĕн кунашкал пулăшу чăн парнерен мĕнпе кая?!

Закона пурнăçласа

Чăваш Республикинче, çавăн пекех Шупашкар районĕнче те нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕсемпе тивĕç​термелли закон темиçе çул ĕнтĕ ăнăç​лă пурнăç​ланать. Пытармасăр каласан, ку ыйтăва татса парассипе райадминистрацин йывăрлăхсем пулман мар. Уйрăмах, Кÿкеç ял тăрăхĕнче. Мĕншĕн тесен муниципаллă çĕрсем юлманпа пĕрех. Шăпах çакăн пирки асăнчĕ те иртнĕ эрнере тĕп культура çуртĕнче пухăннă нумай ачаллă çемьесене сертификатпа тивĕç​тернĕ чухне райадминистраци пуç​лăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова. Анчах та мĕнле кăткăс пулсан та ыйтăва татса параç​çĕ: пай çĕрсене туянса çемьесене валеçеç​çĕ. Хальхинче Кÿкеç ял тăрăхĕнчен черете тăнă нумай ачаллă 52 çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулчĕ. Вĕсен пайĕсем Апаш ял тăрăхĕнче вырнаç​нă. Закон вăя кĕнĕренпе (2011 çулхи апрель уйăхĕнчен) Шупашкар районĕнче асăннă статуслă 670 çемьене учета тăратнă, паянхи кун тĕлне вĕсенчен 508-шĕ участоксене тивĕç​нĕ ĕнтĕ. Кунта çакна та асăнса хăвармалла: вĕсен йышĕпе Шупашкар районĕ республикăра, тĕп хуламăр хыç​çăн, иккĕмĕш вырăнта.

Ыранхи кун – шанчăклă

Ку çемьесем пурте ыранхи куна шанчăклăн пăхаç​çĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çĕр участокĕсем пур. Çакнашкал пурлăх вара хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан та çухатмĕ, уйрăмах хуларан инçе вырнаç​ман пулсан. Кÿкеç​ре пурăнакан Сундуловсем Апаш çывăхĕнче панă 10 соткăпа питĕ кăмăллă. «Вырăна кайса куртăмăр ĕнтĕ, питĕ килĕшрĕ, ача сачĕ те, шкул та инçе мар», – кăмăл-туйăмне пĕлтерчĕ виçĕ ача ашшĕ Вадим Сундулов. Асăннă участок çинче шăп та лăп хăçан çурт çĕклессе мăшăр калаймасть пулин те вăл пĕлет – унта хăтлă кил-çурт пулатех, çемьере икĕ ывăл-ç​ке, аплă тăк çĕр лаптăкĕ пушă выртмĕ.

Владимировсем те çĕрлĕ пулнишĕн питĕ савăннă. Черетре вăрах тăман вĕсем, февральте килне виç​çĕмĕш «çĕнĕ кайăк» вĕç​се килнĕ, декабрьте ав çĕрлĕ те пулчĕç. Хваттерте пурăнакан Владимировсем малашлăхра çурт çĕклеме ĕмĕтленеç​çĕ.

Тăватă ачана ура çине çĕклекен Ивановсем те çак кун сертификата тивĕç​рĕç. Хваттерте тĕпленнĕ çемье яланах пÿрт тăвас ĕмĕтпе пурăннă. Халĕ вĕсен çĕр пур, апла тăк вăл пурнăç​ланатех. Çĕр лаптăкĕсене тивĕç​нисем пурте патшалăх пулăшăвне ырласа кăна йышăнчĕç.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости