Ялта ача-пăча площадки çитмест-и, урамсене çутă кĕртмелле-и е тавралăха хăтлăрах, илемлĕрех тăвас ĕмĕт-шухăш канăç памасть-и – паян çак ĕçсене республикăн «Инициативлă бюджет» программине хутшăнса пурнăçлама май пур.
Асăннă программăн тĕллевĕ – вырăнти çынсен пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртесси. Кашни çын хăй пурăнакан вырăна хăтлăрах курасшăн. Ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме кăмăл пурри аван та, анчах çакна валли укçа-тенкĕ те кирлĕ. Вырăнти пуçарусене вăя кĕртме «Инициативлă бюджет» программа пулăшать те.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указне пурнăçласа вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктурăсен аталанăвĕн проекчĕсене аталантарас тĕллевпе республика бюджетĕнче кăçал 75 млн укçа-тенкĕ пăхса хунă, вĕсенчен 37,5 млн тенкине хула тата ял тăрăхĕсен, районсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме усă курĕç. Чăваш Ен ял хуçалăх министерствине конкурса пурĕ 85 проект тăратнă – 47 проекта суйласа илнĕ, вĕсене валли республика бюджетĕнчен 33,3 млн тенкĕ уйăрнă. Шел те, Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсем тăратнă 7 проектран пĕри те конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕ витĕр тухайман. Çапах та шанăç пур – республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрсан тепĕр 37 проект пурнăçа кĕмелле, çав шутра районти ял тăрăхĕсен проекчĕсем те.
Аса илтерер: Шупашкар районĕ инициативлă бюджет программине темиçе заявкăпа тухнăччĕ – Çĕньял ял тăрăхĕнчи Мошкасси ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк лартассипе, Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи Чăрăшкассинчи çамрăксен çурчĕн тăррине улăштарассипе, Атайкасси ял тăрăхĕн Атайкасси ялĕнчи «Хуторская» тата «Заводская» урамĕсенче шыв пăрăхĕсене, Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Шоркка ялĕнче, Ишек ял тăрăхĕнчи Ишек ялĕнче, Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи Пархикасси ялĕнче шыв башнисене юсассипе, Кăшавăш ял тăрăхĕнчи Мăнал салинчи «Школьная» урама хăтлăх кĕртессипе çыхăннă проектсемпе.
Ишек ял тăрăхĕнчи Ишек ялĕнчи шыв башнине юсамалли тата шыв пăрăхĕсене улăштармалли проект хакĕ акă 474 863,18 тенкĕпе танлашать. Проект конкурсăн 2-мĕш тапхăрĕ витĕр тухсан, республика бюджечĕ хушма укçа-тенкĕпе «пуянлансан», çак ĕçсене пурнăçлама 284 917,18 тенкĕ куçарма палăртаççĕ. Ыттине вара ял тăрăх бюджетĕнчен, предпринимательсемпе вырăнти çынсенчен пухмалла. Енчен те укçа-тенкĕ пухăнмасан проекта пурнăçлама йышăннă нухрата республика бюджетне каялла тавăрса пама тивет. Çавăнпа та ял-сала хăтлăхĕ кашнинчен килнине асра тытса укçа-тенке халех пухма пуçламалла. «Пĕр çын сурать – типсе ларать, халăх сурать – кÿлĕ пулать» каларăш вăхăт иртнĕçемĕн те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Авалхи чăвашсен пур ĕçе те ниме йăли-йĕркипе пурнăçланă, «Инициативлă бюджет» программа та ĕлĕкхи йăла-йĕркене чĕртсе тăратмалли чи лайăх меслет.
Тунтикун райадминистрацинче иртнĕ планеркăра та райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев проектсене пурнăçа кĕртес ыйтупа тăрăшуллăрах ĕçлеме, вырăнта укçа-тенке пухас ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлама сĕнчĕ. Патшалăх укçа-тенкĕ уйăрас ыйтăва вăраха ямĕ. Халăх хăйĕн енчен утăм туни – конкурс условийĕн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ.
ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ