Çĕ​нет​нĕ зал – çĕ​нĕ çул пар​ни

Ноябрь уйă​хĕн​че пĕр​ле​хи ин​фор​ма​ци ку​нĕ ирт​нĕ вă​хăт​ра Атай​кас​си шку​лĕн спорт​зал​не кĕр​се кур​нăч​чĕ, ун​та юсав пы​рат​чĕ. «Ĕçсе​не çĕ​нĕ çулч​чен вĕçле​мел​ле», – хы​пар​ла​рĕ ун чух​не шкул ди​рек​то​рĕ В.Д. Сте​па​нов.

Ю​сав ĕçĕ​се​не кĕс​ке вă​хăт​ра вĕç­ле​нĕ ик​кен, ирт​нĕ эр​не​ре ăна уç­ма РФ Пат​ша​лăх Ду​мин де​пу​та​чĕ А.И. Ар​ши​но​ва, ЧР вĕ​рен​тÿ ми​нист​рĕ В.Н. Ива​нов, ра​йад​ми​нист​ра​ци пуçлă​хĕ Г.И. Его​ров та​та ыт​ти​сем хут​шăн​чĕç. Хĕр​лĕ хă​йă​ва кас​са хă​на​сем çĕ​нĕ те хит​ре спорт​за​ла кĕ​чĕç.

– Ача​се​не физ​куль​ту​рă​па, спорт​па тус​лаш​ма май​сем ту​са па​ни пи​тĕ пĕл​те​рĕш​лĕ. Ша​на​тăп, çак спорт​зал​тах пу​лас чем​пион​сем спорт​ра пи​çĕх​се çи​тĕ​нĕç, – ача​се​не, вĕ​рен​те​кен​се​не савă​нăçлă пу​лăм​па са​лам​ла​са сă​мах ил​чĕ Але​на Иго​рев​на.

Геор​гий Ива​но​вич ра​йон​та физ​куль​ту​рă​па спор​та ата​лан​та​рас​си çи​не пы​сăк тим​лĕх уйăр​ни​не па​лăрт​рĕ. Ра​йон бюд​же​тĕн​чен асăн​нă сфе​рă​на ук​çа-​тен​кĕ уйă​рас​си çул​ран-​çул ÿс​се пы​рать. Сă​мах​ран, кă​çал кă​на ра​йон​та 3 хок​кей ко​роб​ки выр​наçтар​нă, чы​лай спорт​за​ла çĕ​нет​нĕ. Ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ ача​се​не спорт​па тус​лаш​ма, япăх йă​ла​сен​чен аяк​ра тă​ма чĕн​се ка​ла​рĕ.

Çĕ​нĕ çул умĕн çа​кăн пек пар​не​не ти​вĕç­нĕ​шĕн вĕ​ре​не​кен​сем, пал​лах, хĕ​пĕр​те​рĕç. Ахаль​тен мар ĕн​тĕ вĕ​сем пĕр ха​рăс​сăн: «Та​вах!» – те​се хыт​тăн ху​рав​ла​рĕç. Хăй​сем сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не пă​хăн​ма ха​тĕр​ри​не па​лăрт​са ва​ра пу​хăн​ни​се​не та​шă​па са​вăн​тар​чĕç.

А​са ил​те​рет​пĕр: Атай​кас​си шку​лĕн​чи спорт​за​ла юсас ый​ту​па шкул​та пĕ​лÿ пу​ха​кан, спорт​па тус​лă ача амă​шĕ кĕр​кун​не ЧР Пуçлă​хĕ па​тĕн​че йы​шă​ну​ра пул​нă. Рес​пуб​ли​ка Пуçлă​хĕ ун чух​не ый​тă​ва тат​са па​ма шан​тар​нă.

ЛЮ​БОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости