Çÿл­ти­кас­си çăл­ку­çĕ­сем

Ирт­нĕ шă­мат­кун, ию­лĕн 30-­мĕ­шĕн­че Вăр­ман-Çĕк­тер ял тă­рă­хĕн­чи Çÿл­ти­кас­си са­лин­че «Пур­нăç Çăл­ку­çĕ­сем» ят­па ял уя­вĕ ирт­рĕ. Ăна Ки­но та­та Ĕç çын­нин çул­та­лăк­не ха­лал­ла­рĕç.

Уяв ят­не ял хас­та­рĕ Алек­сандр Кри­вов шут­ла­са туп­нă. Ял ста­рос­ти Свет­ла­на Мартья­но­ва ерт­се пы­ни­пе Çÿл­ти­кас­си­сем уя­в валли сце­на ăс­та­ла­рĕç, Алев­ти­на Мартья­но­вă­па пĕр­ле уяв шÿр­пи пĕ­çер­се ха­тĕр­ле­рĕç. Çÿл­ти­кас­си клу­бĕ умĕн­чи ла­пам­ра пуç­та­рăн­чĕ ха­лăх. Авал­хи чă­ваш­сен йă­ли­пе, кар­та­лан­са уяв вăййи пуç­ла­рĕç. Вя­чес­лав Мыш­кин­па пĕр­ле сце­на çин­чен чă­ваш гим­не шă­ран­тар­нă хыç­çăн хă­на­се­не çав­ра çă­кăр­па, чĕ­рес сă­ра кур­ки­пе кĕт­се ил­чĕç.

Уя­ва Свет­ла­на Мартья­но­ва ерт­се пы­чĕ. Чи мал­та­нах 81 çул­ти Ви­та­лий Ефи­мов Çÿл­ти­кас­си са­лин ис­то­ри­йĕ­пе пал­лаш­тар­чĕ. Пу­хăн­ни­се­не ра­йад­ми­нист­ра­цин вĕ­рен­тÿ уп­рав­ле­ни­йĕн пуç­лă­хĕ Бо­рис Ро­ма­нов, Вăр­ман-Çĕк­тер ял тă­рăх пуç­лă­хĕ Олег Ер­ма­нов са­лам­ла­рĕç. Ра­йад­ми­нист­ра­цин тав ху­чĕ­сем­пе Алек­сандр Кри­во­ва та­та Свет­ла­нă­па В­ла­ди­мир Мартья­нов­се­не чыс­ла­рĕç. Олег Ер­ма­нов ял хас­та­рĕ­се­не – Ли­лия Бе­лоу­со­вă­на, Га­ли­на Снит­ки­нă­на, Алев­ти­на Мартья­но­вă­на, Ве­ра Толс­то­вă­на, Юрий Сме­ло­ва, Ве­не­ра Ефи­мо­вă­на та­та Свет­ла­на Толс­то­вă­на – тав ху­чĕ­сем па­чĕ. Тĕр­лĕ но­ми­на­цил­лĕ дип­лом­сем­пе пар­не­сем те ху­çи­се­не туп­рĕç. «Ха­лă­ха ти­вĕç­тер­нĕ­шĕн» ята ял­ти су­ту­çă­сем Ве­рă­па Свет­ла­на Толс­то­вă­сем ти­вĕç­рĕç. Ни­ко­лай­па Ли­дия Кол­ба­нов­сем  кă­çал хăй­сен ыл­тăн туй­не пал­лă ту­нă­шăн «Ыл­тăн туй» но­ми­на­ци­пе пар­не­не ил­се кай­рĕç. Уяв умĕн кă­на-­ха ял­та Ири­нă­па Ста­нис­лав Ер­ми­лов­сен çам­рăк çемйи чă­мăр­тан­нăч­чĕ. Чи пĕ­чĕк ял çын­ни Саве­лий Мартья­нов çу­рал­ни те 3 кун кă­на ик­кен. «Пур­нăç çăл­ку­çĕ» çа­кăн­тан пуç­ла­нать те. Конс­тан­тин Мартья­нов ывă­лĕ вал­ли туян­нă пĕр­ре­мĕш пар­не­не ял ха­лă­хĕ умĕн­че па­чĕ. Çÿл­ти­кас­си чир­кĕв­не ача­сем те юр­ла­ма çÿ­реç­çĕ. Ун­та Ла­ри­са Пет­ро­ва тă­рă­шать. Ял пур­нăç­не ви­део­ка­ме­рă­па ÿкер­се ха­лă­ха кă­тарт­нă­шăн Сер­гей Мо­ча­лов «Ки­не­ма­тог­раф» но­ми­на­ци пар­ни­не  ти­вĕç­рĕ. Куль­ту­ра çур­тĕн­чи пы­сăк эк­ран çин­че унăн 2009 çул­та ÿкер­нĕ «Вар­на­ва Мит­ро­по­лит Çÿл­ти­кас­си чир­кĕ­вĕ 200 çул тул­тар­нă ку­на пал­лă ту­ма кил­нĕ» до­ку­мент­лă филь­мĕ­пе пал­лаш­ма май пул­чĕ. Чи ас­лă çын­на, ну­май çул хуш­ши шкул­та пи­ре ма­те­ма­ти­кă­па вĕ­рент­се ти­вĕç­лĕ ка­нă­ва тух­нă 89 çулти Зоя Сме­ло­вă­на та ятар­лă но­ми­на­ци­ре па­лăрт­рĕç. Ар­çын­сен­чен чи ас­ли 83-­ри Алек­сандр Кры­лов пул­чĕ. «Я­ла­нах пу­лăш­ма ха­тĕр» но­ми­на­ци­сен­че Рауль Бе­лоу­сов­па Ва­ле­рий Ефи­мов ăс­та­сен ячĕ­се­не асăн­чĕç. Вĕ­сем сце­нă­на та, çăл пу­ри­не те пи­те илем­лĕ ăс­та­ла­нă.

Уяв прог­рам­ми­не Çÿл­ти­кас­син­чи В­ла­ди­мир Мартья­нов ерт­се пы­ра­кан «Па­лан», ача­сен «Ка­ли­нуш­ка» та­та Шу­паш­кар­кас­син­чи  Лео­нид За­ха­ров ерт­се пы­ра­кан «Шу­рăм­пуç», Мал­ти Ун­кă­пу­çĕн­чи «Ун­кă шев­ли­сем» уш­кăн­сем хăй­сен юр­ри таш­ши­пе пуян­лат­рĕç. «Ка­ли­нуш­ка» уш­кăн çак кун  10 пин тен­кĕ­лĕх пу­лă­шă­ва ти­вĕç­рĕ. Сце­на уя­вĕ çин­че чи пĕ­чĕк юрăç, 5 çул­ти По­ли­на Ива­но­ва «А­са­мат кĕ­пе­рĕ» юр­ра çăл­куç пек уçă сас­си­пе шă­ран­тар­са пу­рин кă­мăл­не те çа­вăр­чĕ. Ача­сем­пе ас­ли­сем во­лей­бол, тен­нис, арм­рес­линг ту­пă­шă­вĕ­сен­че хăй­се­не тĕ­рĕс­ле­рĕç. Алă вăй­не ви­çес­си­пе кĕ­çĕн­ни­сен­чен 8 çул­хи Ар­се­ний По­тя­нов çĕн­тер­чĕ, ас­лă­рах­хи­сен­чен – 24 çул­ти Ва­дим Толс­тов. Ло­те­рея вăййин­че ва­ра чи хак­лă пар­не­не – Смарт­фон ка­рас те­ле­фон­не – Мус­кав­ран тă­ва­нĕ­сем пат­не хă­на­на кил­нĕ 25 çул­ти Юлия Илья­со­ва вы­ля­са ил­чĕ. Унăн та, сце­на çи­не пар­не ил­ме ту­ха­кан ыт­ти çĕн­те­рÿ­çĕ пе­кех, хă­йĕн не­сĕ­лĕ пир­ки кĕс­кен ка­ла­са па­мал­ла пул­чĕ. Çа­кăн пек усăл­лă та кă­сăк­лă ирт­рĕ ял уя­вĕ.

  Ни­ко­лай Смир­нов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости