Ĕмĕр ирттересси – уй урлă каçасси мар

Тимой ялĕнчи кинемей 100-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ

Шăп та лăп пĕр ĕмĕр хыçа хăварасси е унран та иртесси пирки пурăннă чухне кам та пулин шухăшлать-ши? Чăрăшкасси тăрăхĕнчи Татьяна Ивановна Иванова та хăй çак çула çитесси пирки тĕлленмен-тĕр. Ĕненмелле мар та, çак кунсенче вăл шăпах 100-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ.

Юбилей ячĕпе Татьяна Ивановнăна саламлама райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров та çула тухрĕ. Çирĕп те тăн-тăн ларакан кил алăкĕнчен хăнасем кĕпĕрленсе кĕнине курсан менелнике паллă тăвакан кинеми кулкаласа та илчĕ. «Çураçма килмерĕç пуль?» – кăмăллăн шÿтлерĕ 100 çула çитсен те кулăш туйăмне çухатманскер.

Уйрăм пÿлĕмре пурăнаканскере ывăлĕпе кинĕ, тăванĕсем кустăрмаллă пукан çине лартса илсе тухрĕç. Татьяна Ивановна 97 çула çитиччен хăех кăштăртаткаласа çÿренĕ-ха, 3 çул каялла ÿксе урине амантнăранпа хăй тĕллĕн çÿреймест. Сĕтел пуçне лартнă кинемее çуралнă кун ячĕпе саламлама пуçтарăннă сумлă хăнасем – райадминистраци пуçлăхĕпе пĕрлех Чăрăшкасси ял тăрăх пуçлăхĕ Виталий Павлов, ку тăрăхри ветерансен канашĕн председателĕ Валентин Синельников, ял старости Прокопий Малышев – ăшă сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Георгий Иванович районта 100 çулхи ватăсем урăх çуккине палăртса çапла каларĕ: «Эпир темле пулсан та телейлĕ пурăнатпăр. Пирĕн ăру вăрçă курман, çĕтĕк тумтирпе çÿремен, выçă пурăнман. Аслăрах ăрăва питĕ йывăр килнĕ…» Вăл ватă çынна пăхса тăма çăмăл маррине палăртса çемйине, ачисене, тăванĕсене Татьяна Ивановнăна пурăнма вăй-хăват парса тăнăшăн тав турĕ.

Ĕмĕр тултарнине паллă тăвакан кинемейĕн ывăлĕ Владимир Пономарев амăшĕн çуралнă кунĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе чиркÿсенчи кĕнекесене те тĕпченĕ. Ишлей чиркĕвĕн кĕнекинче амăшне 1916 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче ят хунине кăтартнă. «Ĕлĕкрех уявсенче кăна ят хунă-çке. Тен, анне 2-3 уйăх маларах та çуралма пултарнă», – хăйĕн шухăшĕсене пайларĕ вăл пухăннисемпе.

Мишер ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Ивановнан пурнăçĕ çăмăл килмен. Унăн ашшĕ 1918 çулта вăрçăра вилнĕ, 3 ывăлпа 1 хĕре амăшĕ пĕчченех ура çине тăратнă. 1936 çулта 20 çулти хĕр Тимой ял каччипе пĕрлешнĕ, вĕсен ывăл çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мăшăрĕ те, ытти арçын пекех, çапăçу уйне лекет, унтан таврăнаймасть. Пурăна-киле Татьяна Ивановна тепĕр хут çемье çавăрать, тепĕр 2 хĕр çуралаççĕ. Паянхи куна 100 çула çитнĕ кинемейĕн 3 ача, 4 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук, вĕсен ачисем те пур.

Кинемей мĕн ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче колхозри пур йывăр ĕçе те хĕрарăмсемпе ача-пăчан пурнăçлама тивнине пурте пĕлеççĕ. Хĕрарăмсем лаша кÿлсе суха тунă. Тул çутăлсан уй-хире тухаканскерсем хĕвел тарса пытаниччен те кĕмен. Темле йывăр пулсан та çав вăхăтра суха туман, акман çĕр лаптăкĕ хăварман.

Сумлă ватă хăнасене хăйне хисеплесе килнĕшĕн, парнесемпе чысланăшăн, ăшă сăмахсемшĕн хĕпĕртенине пытармасăр тав турĕ.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости