Ĕнене сума юрать-и?

Хальччен ĕне пăрулаттарса курман, выльăх вара патне çитсе пыни курăнать. Паян-ыран пăруламалла, çилли тем пысăкăш. Ăна пăруличчен сума юрать-ши, мастит пуçланасран хăратăп.

Ольга НИКИФОРОВА, Юртукасси

Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):

– Ĕнене, паян-ыран çăмăлланма вăхăт çитнĕ пулсан та, пăруличчен сума сĕнмеççĕ. Пĕрремĕш хут сунă сĕте çут тĕнчене тин килнĕ пăрăва ĕçтерме тăрăшмалла. Çакă пĕчĕкскершĕн те усăллă пулĕ. Молозивăра усăллă япала питĕ нумай. Ĕне пăруланă хыççăн çилли шыçăнса тăни иртсе каймалла, иртмесен ыратнине ирттерекен ятарлă мазь сĕрмелле.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости