Ĕненме йывăр, манма май çук

Татьяна Савичева дневникĕ… Çак сăмахсем вулакана мĕн çинчен те пулсан калаççĕ-ши? Хăрушă чăнлăха пĕлтерекен тăхăр хут листи Нюрнберг процесĕнче тĕп айăплав докуменчĕсем пулса тăнă. Вутлă унка лекнĕ Ленинградра çемйипе пурăннă пĕчĕк хĕрача – кун кĕнекин хуçи – хăй те суккăрланса юлнă, кайран ухмаха тухса эвакуацире пурнăçран уйрăлнă. Çакăн пек хăрушă хакпа – ачасен пурнăçĕн хакĕпе – çитнĕ пирĕн пата Çĕнтерÿ. Çавăнпа та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кашни истори чĕптĕмне упрасси – пархатарлă тивĕç.

Çакăн пек хăрушă чăнлăх ахрăмĕ çичĕ теçетке çул каялла Шупашкар районĕнче те илтĕннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Енре уçăлнă 18 ача çуртĕнчен пĕри шăпах Ишекре вырнаçнă. Вăл Ленинград блокадинчен хăтăлнă 100 ытла ачана выçăпа сивĕрен тата тăшман тупписенчен çăлăнма май панă. Вĕсен пурнăçĕпе ялти çĕнĕ тусĕсен, усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕн шăпи пирки пĕлтерекен документсене пухнă май ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерстви пулăшнипе çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртес шухăш çуралчĕ. «Тупă сассиллĕ ачалăхран» – унăн ячĕ тÿрех хăйĕн пирки калать. Проект шайĕнче халĕ тăнлавĕсем шуралнă, Ленинградра юлнă амăшĕсемпе пиччĕшĕ-аппăшĕ пирки чуна çÿçентерекен аса илÿсене упракан «блокада ачисене» номертен-номере сăмах парăпăр, вĕсен çырăвĕсемпе паллаштарăпăр. Историе чĕртсе тăратас, çитĕнекен ăрăва паттăрсен хăюлăхĕпе мăнаçланма вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе кăшт та пулсан тÿпе хывсан тин эпир, журналистсем, кăçалхи Аслă çĕнтерĕвĕн юбилейлă çулталăкĕнче хамăр тивĕçе туллин пурнăçланă тейĕпĕр.

«Çав ачасен шăпи чуна çывăх пулчĕ…»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хăрушă аслати пек вăрăммăн тата чарăнма пĕлми кĕмсĕртетсе иртнĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ. Тамăклă çак тăватă çул хушшинче пуринчен ытла Ленинград хули шар курни çинчен историн нумай страници каласа кăтартать. Мĕн кăна тÿсмен çав хаяр çулсенче Нева çинчи хулара блокадăна лекнĕ çынсем! Çакăн çинчен илтни тăрăх мар, хăйсен куçĕпе курнисем пирĕн хушăра та пур. Çав йывăр тапхăрта Ленинград хутлăхĕнчен Чăваш Ене эвакуаципе 7 пин ытла çын килнĕ. Вăл шутра – тăватă Ача çурчĕн пепкисем. Пурĕ – 380-ăн.

1943 çулхи август уйăхĕнче пĕр Ача çурчĕн виçĕ воспитателĕпе 100 воспитанникĕ Шупашкар районĕнчи Ишек ялне килсе вырнаçаççĕ. Бомба-снаряд сассиллĕ тамăкран, выçлăх танатинчен хăтăлнă вырăс, çармăс, тутар, финн, нимĕç (!), еврей ывăл-хĕрĕ кунта тепĕр хут çуралнă тейĕн. Шăп вĕсене халалланă та Ишекре пурăнакан Галина Соловьева Аслă çĕнтерÿ умĕн чăн-чăн парне пулса тăнă «Вăрçă ачисем» («Дети войны») кĕнекине. Ялти шкулăн физика учительне мĕн хистенĕ-ха çак йывăр, çав вăхăтрах пархатарлă тивĕçе пурнăçлама, мĕншĕн вăл блокадăран хăтăлнă çав вăхăтри ачасен шăпине лăпкăн сăнайман – кăна автор хăй кăна каласа пама пултарать. Пĕр тĕвве пухассишĕн виçĕ теçетке çул ырми-канми тăрăшнă Галина Семеновнăпа çак сăлтавпа тĕл пултăмăр та.

«Блокадниксем» пирки çав тери пуян историллĕ кĕнеке кун çути курма хатĕрленни пуçласа кăçалхи февраль уйăхĕнче Литература çулталăкне халалланă мероприятире илтнĕччĕ. Залри халăх çак хыпара тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Эсир хăвăр мĕн тери пысăк ĕç туса ирттернине ăнланатăр-и?

– Майăн 6-мĕшĕнче Ишекри культура çуртĕнче çак кĕнекене халăх умне кăлартăм. Презентаци вăхăтĕнче, чăн та, çакăн пек ыйту паракан пулчĕ. Чыс-сум та пĕлтерĕшлĕ мар, салари музейре ĕçленĕ май пухнă информацие çухаласран упраса хăварас килчĕ.

– Ишекри музейре 16 çул хушши ĕçленĕ эсир, вĕсенчен вунă çулне – пĕр пуссăр. Вĕсене çак историе пухас ĕçе халалланă пекех туйăнать…

– Ишекри таврапĕлÿ музейĕ шăпах интернат вырнаçнă çуртра тĕпленнĕ те халĕ. Александр Костин купсан çурчĕ пулнă вăл. Пуян хăй кунта çемйипе пурăнман. Ленинградран эвакуаципе килнĕ ачасене çакăнта вырнаçтарнă. Аякран килнисемпе пĕрлех Ишекри тата унăн çывăхĕнчи пурнăçĕ йывăр çемьесенчи 20 ачана çапла хÿтлĕх панă. Выртса тăма кравать çитменрен ялти çынсем сарлака саксем туса панă. Çав сак халĕ музейре упранать. 1983 çулхи июнь уйăхĕнче уçăлчĕ вăл. Ленинград ачисене халалланă кĕтесре тăватă экспозици кăначчĕ. «Ишекри ача çуртĕнче пурăннă ытти çынсем халĕ ăçта-ши?», – ыйтатчĕç манран. Çакăн хыççăн вĕсене шырама пуçларăмăр. Пирвайхи «чĕкеçсене» пухма пуçланăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ – Аслă çĕнтерĕвĕн 40 çулхи юбилейĕ тĕлне 1985 çулта пĕрремĕш тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Унта 24-ăн пуçтарăнчĕç вĕсем. 1990 çулта иккĕмĕш тĕл пулăва 15-ĕн çитрĕç. 50 çулхи юбилей тĕлне вара Ленинград ачисене тĕл пулăва пухаймарăмăр. 1986 çулта вара вĕсем йыхравланипе Ленинграда совхоз делегацийĕпе хамăр çитсе килтĕмĕр. Вăрçă хыççăн чылай ачана ашшĕ-амăшĕ шыраса тупса Нева çинчи хулана каялла илсе кайнă. Ял çыннисем Ленинградран килнĕ хăр тăлăхсене усрава та илнĕ. Вĕсем халĕ Шупашкар районĕнче, тĕп хулара пурăнаççĕ.

– Сирĕн кĕнеке презентацине вăрçă вăхăтĕнче Ишекри ача çуртĕнче пурăннă Л. Сорокинăпа Р. Калинина та пынăччĕ. Вĕсемшĕн иккĕмĕш пурнăç панă Чăваш Енре хăйсен шăпипе кăсăкланакан кашни çын тăван пек ĕнтĕ. Ыттисемпе те халĕ те çыхăну тытатăр-и?

– Ку кĕнекере блокадниксен аса илĕвĕсемпе пĕрлех вĕсем çырнă çырусем те вырăн тупнă. Чылайăшĕ çак çыхăну теçеткешер çул иртсен те татăлманшăн тав тăвать. Вĕсене пĕр сăмах улăштармасăр пичетлесе кăларнă. Аса илÿсенче чи хăрушă самантсене кăна илмерĕм – вĕсене вулама пурте хал çитереймеççĕ пуль терĕм.

– Эсир – физика учителĕ, Ишекри тата Кăшавăшри шкулсенче ачасене вĕрентетĕр. Çак кĕнекене кăларма вара педагог пĕлĕвĕ кăна çителĕксĕртерех пулĕ тетĕп, сăмах ăсталăхĕ т. ыт. те кирлĕ…

– Ача çурчĕн директорĕ Василий Сорокин пичет кăларăмĕсемпе тачă çыхăну тытатчĕ. Вăл Раççейри Журналистсен союзĕн членĕ те пулнă. Пухнă пĕтĕм материала кĕнеке кăларма ăна парасшăнччĕ, анчах вăл çак кунччен пурăнаймарĕ. Унăн мăшăрĕ Людмила Дороненко (сăмах май, вăл ача çуртĕнчи воспитанниксен йышĕнчен) вара пĕтĕмпех архива кайса панă. Институтра вĕреннĕ чухне эпĕ Пичет çуртĕнче уçăлнă обществăлла корреспондентсен курсне çÿрекелерĕм. Пурнăçра çакă та кирлĕ пулчĕ. Кĕнеке вулама юрататтăм, пĕлÿ илессишĕн çунаттăм. Вĕсене уйăх çутипе шĕкĕлченине халĕ те ас тăватăп-ха…

– Çапах та ача çуртĕнче пурăнакансен шăпи мĕнпе çывăх пулчĕ-ха сирĕншĕн?

– Эпир питĕ йышлă çемьере çитĕннĕ. Йăмăк-шăллăма пăхмалла – вĕренесси пирки кил-йышра сăмах та пулман. Ялан ĕçленĕ. Вара ялти хĕр-тантăшпа Кÿкеçри ача çуртне кайса кĕтĕмĕр. Унсăрăн пĕлÿ илесси те, вутлă ункăран тухнă ачасен шăпине çакăн пек чуна çывăх йышăнса историе çырса хăварасси те пулмастчĕ пулĕ…

Историрен

Чăваш АССР Вĕрентÿ министерстви Ишекри ача çуртне 1943 çулхи август уйăхĕнче уçнă. Интернат валли ачасене тăванĕсемпе çыхăну тытма почта уйрăмĕ туса хунă, колхоз правленийĕ йĕркеленĕ Ишек ял ĕçтăвкомĕн тата ялти шкулăн кивелнĕ çурчĕсене уйăрнă. Ял халăхĕ ача çуртне кĕпе-тумтир, атă-пушмак, апат-çимĕç илсе пынă.

Ишлей районĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн 1943 çулхи июнь уйăхĕнчи хушăвĕпе ача çурчĕн директорне Ишекри вăтам шкул вĕрентекенне А. Арбатовăна çирĕплетеççĕ. Кăштахран унăн вырăнне А. Дивиткина йышăнать. 1944 çулхи март уйăхĕнчен 1948 çулхи августчен çак тивĕçе вăрçă хирĕнчен йывăр аманса таврăннă В.Сорокин офицер пурнăçлать. Çакăн хыççăн блокада ачисене пуçтарма Нева çинчи хула «Ленинград хăйĕн ачисене пухать!» клич ярать. Вара çак ачасене тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕ çемьене каялла тавăрма тытăнаççĕ. Вĕсене çухатнă ачасем вара Чăваш Енрех юлаççĕ – вĕсен ытти районти ача çурчĕсене вырнаçтараççĕ, усрава илеççĕ.

Таисия Кротова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости