Ĕне чупасшăн мар

Ĕне пăруланăранпа 3 уйăх иртрĕ пулин те выльăх чупасшăн пулнине асăрхамарăмăр. Кĕтÿçсенчен те ыйткаласа пăхрăмăр, вĕсем те курман. Кун пек чухне мĕн тумалла-ши?

Раиса ИВАНОВА, Сархурăн

Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):

– Ĕне пăруласанах уйăх хушшинчех чупасшăн пулмарĕ пулсан хăраса ÿкмелле мар. Ку – йĕркеллĕ пулăм. 2-3 уйăх иртсе кайни вара шухăшлаттаратех. Тепĕр выльăх вара çулталăк иртсен те чупасшăн пулмасть. Сăлтавĕ тĕрлĕрен – выльăх организмĕнче япаласен ылмашăвĕ пăсăлни, амалăх органĕсем сиенленни тата ытти те.

Ĕне чуптарма пулăшакан ятарлă препарат пур, ăна ветеринари аптекисенче туянма пулать. Унпа укол тусан выльăх тепĕр 3 кунран чупасшăн. Анчах çакна ас тумалла, укол тăвиччен малтан ĕне пĕтĕ е пĕтĕ маррине тĕрĕслемелле. Пĕтĕ ĕнене çак препаратпа укол тума юрамасть, пăрушне пăрахма пултарать. Препарат хăш-пĕр выльăха витĕм кÿмесен те пултарать. Укол тунă хыççăн 3 кунран чупасшăн пулмарĕ тĕк тепĕр 10 кунран тепре укол тумалла. Ун чухне виççĕмĕш кунне чупасшăн пулмасан та вăкăр патне ертсе каймалла.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости