Ĕçсĕр лармаççĕ

Мартăн 25-мĕшĕнче Наци библиотекинче иртнĕ Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн конференцийĕнче тĕрлĕ районтан 32 делегат хутшăнчĕ. Пухăва пĕрлĕх ертÿçи Сергей Сорокин тата унăн çумĕ Галина Соловьева ертсе пычĕç.

Тухса калаçакансен йышĕнче Виталий Станъял академик, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, Тутар Республикинчи Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Александр Семенов тата ыттисем пулчĕç.

Сергей Сорокин малтанах çулталăк хушшинче пурнăçланă ĕçсем, Станъялĕнчи «Чемен картинче» ирттернĕ уявсем çинчен каласа кăтартрĕ, Таврапĕлÿлĕхпе туризм центрĕнче йĕркелекен «Чăваш керем» проекчĕпе паллаштарчĕ. Унта хăна, апатлану, музей çурчĕсем, автомашинăсем лартмалли вырăнсем, футболпа кĕрешÿ вăййисен тÿремĕсем, беседкăсем пулмалла. Музейра арестантсене «хурăн çулĕпе» илсе кайнине сăнарлакан стендсем, ямшăксен кану пÿлĕмĕ, тимĕрçĕ лаççи, хурал башни, тĕрĕ, ал ăстисен çурчĕ, суту-илÿ лавкки, сăра тăвакансен тата почта ĕçченĕсен ĕçне çутатса паракан пÿлĕмсем те вырăн тупĕç. Йывăçран ăсталанă «Чăваш керемĕн» вăрăмăшĕ 24 метр, сарлакăшĕ 12 метр пулĕ, ачасемпе тĕрлĕрен ăмăрту ирттерме те вырăн çителĕклех. Ертÿçĕ июнĕн 10-12-мĕшĕнче Республика кунĕ тĕлне уçăлакан музея пырса курма чĕнчĕ.

Ывăнма пĕлмесĕр, хастаррăн тăрăшнă таврапĕлÿçĕсем ертÿçĕсен аллисенчен грамотăсене тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче Александр Трофимов, Лев Медведев, Галина Зотова, Николай Полозин, Валерий Романов пулчĕç. Валерий Ивановские вара Хисеп хутне «Чувашский народный календарь» 2 томлă кĕнекесене кăларнăшăн пачĕç. «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята
К. Иванов ячĕпе хисепленекен Литература музейĕнче ăслăлăх енĕпе ĕçлекен Галина Еливанова тивĕçрĕ.

Виталий Станъял Чăваш таврапĕлÿçисен энциклопедине тата Наци календарьне кăларас ыйтăва хускатрĕ. Вăл пулас календарĕн пĕр страницине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. Чăваш календарĕнче паллă çынсене, чăваш халăх апат-çимĕçне сăнласа парĕç.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости