Тăван Ен №1

Чуна ăшăтакан аса илÿсем

Ку сăн ÿкерчĕкре –1980 çулта Шемшерти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ ачасемпе учительсем. Юлашки шăнкăрав хыççăн ÿкерĕннĕскер вăл. Çав вăхăтра шкулсене кăмакапа хутатчĕç. Пĕр кăмаки икĕ класа тата коридора ăшăтатчĕ. Эпир…

Парнене сивлеççĕ-и?

«Эпир, Кÿкеçре «30 лет Победы» урамри 1Г çуртра пурăнакансем, картишсене илемлетессипе, хăтлăлатассипе поселокра иртнĕ конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Çавна май 20 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕмĕр, унпа килĕшÿллĕн пире ял тăрăх…

Çулталăк ырă хыпарпа пуçланчĕ

Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, обществăлла пурнăçра хастарлăх кăтартакан çамрăксемпе студентсене çулсерен ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантараççĕ. 2017 çулта ăна 994 çамрăк илсе тăрĕ – ку хушăва январĕн 5-мĕшĕнче Михаил Игнатьев алă…

Контейнерсем тулса тăкăнаççĕ

— «Шорчекассинчи «Молодежная» урамран тахçанах йăлари хытă каяшсене тиесе тухман. Контейнерсем тулса тăкăнаççĕ, çÿп-çап миххисене вара йытăсем сĕтĕрсе çураççĕ. Хăçан тасамарлăх пĕтĕ?» – ним тума аптăранă шорчекассисем çакнашкал хыпар пĕлтерчĕç…

Шуçăмччен, юлашки çăлтăрччен…

Анчах та хаçат вулакан патне çитетех! Республикăри пичет ĕçченĕсем ыран тĕп хулари филармони çуртĕнче професси уявне паллă тăваççĕ. Çак отрасльте нумай çул вăй хунă çынсене сулмаклă уяв умĕн районти пичет…

Тÿлев виçи улшăнмĕ

Шупашкар районĕнчи ача сачĕсенче кăçал ашшĕ-амăшĕн тÿлев виçи пысăкланмĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕнче вăл паянхи шайрах сыхланса юласси пирки пĕлтереççĕ. Хальхи вăхăтра тулли кунлă, 12 сехетлĕх, ушкăнсенче ку тÿлев пĕр ачашăн…

Путина курма ĕмĕтленнĕскер

Паллă уявсем хыçа юлчĕç пулин те чылайăшĕ вĕсене нумайччен аса илсе пурăнĕ, уйрăмах – ачасем. Кÿкеç лицейĕнче вĕренекен Нина Правдина вара кăçалхи Çĕнĕ çула нихăçан та манас çук. Чăн та,…

Ăмăртуран – çĕнтерÿпе

Январĕн 11-мĕшĕнче ЧР спорт министерствин самбопа дзюдо олимп резервĕн шкулĕнче самбо мелĕпе кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Вăрмар, Шупашкар тата Çĕрпÿ районĕсенчи 114 спортсмен хутшăннă.  Шупашкар…

Пахалăхлă, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ

Чăваш Енри 10 массăллă информаци хатĕрĕ «Прессăн ылтăн фончĕ-2015» хисеплĕ паллăна тивĕçрĕ. Вĕсен йышĕнче – «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ те. Коллектив виççĕмĕш çул ĕнтĕ çак паллăна вĕçертмест – вăл 2013…

Район пуласлăхĕ – çамрăксенче

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн райадминистраци пуçлăхĕ Г.И. Егоров шкул ачисемпе тĕл пулни пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, хальхинче хăш-пĕр ыйтăвĕ çинче чарăнса тăрăпăр. Тĕрĕссипе каласан, шкулта ăс пухакансем…

Сообщить об опечатке

Текст, который будет отправлен нашим редакторам: