Тăван Ен №1

Чун ыйтнипе

Тутаркасси тăрăхĕнче пултаруллă та маттур хĕрарăм сахал мар. Вĕсенчен пĕри – вырăнти хĕрарăмсен Канашне 6 çула яхăн ертсе пыракан Любовь Петрушкина. Вăл ал ĕç­не те ăста – хушпу-масмак ăсталать, бисертан…

Чи хастар шкул корреспонденчĕсем

Çулталăк пуçламăшĕ – ĕç-хĕле, тĕрлĕ конкурса пĕтĕмлетмелли вăхăт. «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ те çак кунсенче çулталăк тăршшĕпех пынă «Шкул корреспонденчĕ» конкурса вĕçлерĕ. Пĕлтĕрхи 12 уйăхра районти шкулсенче ăс пухакан ачасем…

Çĕнĕ çул асамĕ

Çĕнĕ Çул! Мĕн пур-ши унран асамлăраххи? Çĕнĕ çула кашни ача чăтăмсăррăн кĕтет. Пирĕн шкул ачисем те уява тĕплĕ хатĕрленчĕç, уроксем хыççăн юлса хăйсен класĕсене илемлетрĕç, юр пĕрчисем касса чÿречесем çине…

Кашни чÿречере – уяв сĕмĕ

Кăçал район администрацийĕ ял тăрăхĕсен хушшинче çурт таврашĕнчи тата кану вырăнĕсене илемлетес енĕпе Çĕнĕ çул тата раштав уявĕсен ячĕпе ирттернĕ «Рождественское настроение» конкурсра Шĕнерпуç ял тăрăхĕ палăрчĕ. Конкурсра Çĕнĕ Тренккассинчи…

Шăнкăрав сасăллă пирĕшти

Кÿкеçри «Феерия» вокал студийĕ кун çути курнăранпа 5 çул çитрĕ. Кунта юрă ăсталăхне туптама çÿрекен ачасем хăйсен пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикăра, Раççейре палăрма ĕлкĕрчĕç. Чи маттуррисенчен пĕри – Кÿкеç…

Çын ырă ĕçĕпе курăмлă

«Хуçи мĕнле, хуçалăхĕ çапла», – теççĕ ваттисем. Кирпĕч капмар çурт, хуралтăсем  йĕркипе вырнаç­са тухнă. Йĕри-тавра çутă тимĕр карта, пахча алăкĕ те çавăн тĕслех. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп… Ют çын килнине…

Ыррипе юнашарах инкек те

Çĕнĕ çул уявĕсене пурте чăтăмсăррăн кĕтеç­çĕ: кашнин савăнăç­лă кăмăл-туйăм хуçаланать, анчах кашнинчех праç­никсем лайăхпа вĕçленмеççĕ. Ырă пулăмсемпе пĕрле инкек те юнашарах çÿрет çав. Çакнах статистика çирĕплетет. Чăваш Республикинчи Çĕнĕ çул…

Видеокамерăсен ырă витĕмĕ

Ытлари кун РФ Шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕн 2014 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Унта ЧР Шалти ĕçсен министерствин инспекци пуçлăхĕ Н.К. Ефремов, Шупашкар район пуçлăхĕ А.М. Исаева, райадминистраци пуçлăхĕ Г.И. Егоров,…

Патшалăх пулăшăвĕпе – ятран кĕтес

Халăхăн социаллă ушкăнне пулăшасси – влаç тытса пыракан тĕп çул-йĕр. Çак тĕллеве пурнăçлама Чăваш Республикинче пурнăçланакан çурт-йĕр программисен шайĕнче тĕрлĕ бюджетран 3,5 млрд тенкĕ усă курнă. Çакă 6,5 пин çемьене…

Счетчик бюджета перекетлет

2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшу тÿлевĕсем 2014 çулхи декабрь уйăхĕн шайĕнчех юлаççĕ. Январĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен…

Сообщить об опечатке

Текст, который будет отправлен нашим редакторам: