Тăван Ен №31-32

Ăрусен çыхăнăвĕн палли

Кашни çулах Аслă çĕнтерÿ умĕн Георгий хăйăвне валеçесси ырă йăлана кĕчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тунă çавра дата тĕлне, 2005 çулта, пуçарнă ку акцие. Çак…

Академи ректорĕ: тивĕçе кам илĕ?

Паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ректора палăртаççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ суйлав валли «Агро-Инноваци» хысна учрежденийĕн директорĕн Николай Васильевăн кандидатурине ырласа йышăннă. Николай Иванович хăй те çак аслă шкула вĕренсе…

Сцена çинче – чи пултаруллисем

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче «Чăваш Ен ахах-мерченĕсем» республика фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта районтан 2 пултарулăх коллективĕ хутшăннă – Кÿкеçри «Ягодка» ача сачĕн «Задоринки» вокалпа хореографи коллективĕ тата Кÿкеçри…

Çумăр та кансĕрлемерĕ

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ те Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлипех кĕтсе илме хатĕрленет. Ялсенче субботниксем иртеççĕ. Тавралăх таса пулни пуриншĕн те лайăх-çке. Атăлъялта пурăнакансем çумăра пăхмасăрах, çак сăваплă ĕçрен аякра юлмарĕç, пĕр…

Ыйту – тÿрех хурав

Законсен кашни статйине çынсем пĕлсех пĕтермеççĕ, çавăнпа та вĕсене ăнлантарса пани вырăнлă. Çакна шута илсе иртнĕ эрнере район прокуратурин сотрудникĕсем тĕп библиотекăра право сехечĕ ирттернĕ. Тĕп тема çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх…

Виçĕ яла шыв илчĕ…

Апрелĕн 25-28-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕ йĕркелекен командăпа штаб вĕрентĕвне ытларикун Шупашкар районĕ те хутшăнчĕ. Ейÿ тата пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕсенче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухасси пирки пĕлсен оперативлă ушкăнсен халăха тата территорие хÿтĕлес…

Этемлĕхшĕн вăхăт сиплейми суран

1986 çул. Апрелĕн 26-мĕшĕ. 01 сехет те 24 минут. Взрыв! Чернобыльти атом электростанцийĕн 4-мĕш энергоблокĕ кисренсе каять… Реактора вăл пĕтĕмпех ĕçрен кăларнă, çавна пула тавралăха радиаци япалисем сапаланнă. Ку катастрофа…

Пачăшкă та, ватă кинемей те

Хăйне халăх театрĕнче тупнă 20 çул ытла халăх театрĕн сцени çинче тĕрлĕ сăнар калăпланă Тамара Егорова «Чăваш наци культурин халăх артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçесси çинчен шухăшламан та. Шăпах çак сумлă…

Хĕрĕсене халалланă

«Литературăллă Чăваш Ен: 2014-2015 çулсенчи чи лайăх вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕн шайĕнче районта пĕлтерĕшлĕ нумай-нумай мероприяти иртрĕ. Сарапакасси ял тăрăхĕ те акцирен аякра юлмарĕ. Марафона малалла тăсса Сарапакасси тата Шоркка…

Маттур кукаçи

Йывăç – тымарĕпе, çын несĕлĕпе вăйлă тесе ахальтен каламан пуль. Эпĕ паян кукаçи çинчен каласа парасшăн. Манăн кукаçи, Ардалион Андреевич Степанов, Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ ялти хресченсем…

Сообщить об опечатке

Текст, который будет отправлен нашим редакторам: