2017 год

Ыр çын вилет – ят юлать

Çĕньялти Халăх театрĕн режиссерĕ пулнă, Чăваш халăх культурин тава тивĕçлĕ ĕçченне, Зинаида Петровăна, халалласа. Халĕ те куç умĕнчех, хăлхарах янăрать Зинаида Петрова чĕренех тивмелле витĕмлĕх панă «Çĕпĕр дивизионĕнчи» ывăлне вăрçăран…

Анне – çемье чунĕ, атте – çемье тĕрекĕ

Раççейре 2017 çула экологи çулĕ тесе пĕлтернĕ пулсан, Чăваш Республикинче ку çул – Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çемьери килĕшÿлĕх, ăшпиллĕх, туслăх нимĕнрен малтан амăшĕпе ашшĕнчен килет, çакă ачасене те тÿрĕ кăмăллă,…

Пĕр пус укçа пин чул айĕнче выртать

Мăшăр ялĕнче (кÿршĕ районта) çуллахи кун уй-хире тух кăна – çемйи-çемйипех пахча çимĕç ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Кăçал пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Хамăр та путвала купăстапа туп-туллиех тултартăмăр. «Эх, пĕр кг купăстана…

Афон сăртĕнчен – Апаша

Кăшарни – сăваплă шывра кĕрсе ÿте, чуна тасатмалли уяв. Яланхи пекех кăçал та шыва кĕрекен нумай пулчĕ, уйрăмах Апашри Пантелеймон çветтуй ячĕллĕ купельте. Чăмакансем кăна мар, таса шыв илме килекен…

Усăллă эрне

Пирĕн шкулта географи, биологи, хими предмечĕсен эрни иртрĕ. Унта ачасем çак предметсемпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Тăххăрмĕшсем географи диктанчĕ çырчĕç. Марина Михайлова, Семен Семенов тата Наташа Игнатьева пуринчен те нумай балл…

«Тĕтĕм кăларса» ташлаççĕ

«Хамăра хамăр савăнтармасан пире кам савăнтарĕ?» – теççĕ Шорчекасси ял клубĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем. Вĕсен сăмахĕсенче тĕрĕслĕх пурах. Туслă та ăста йыш Хăçан, кам пуçарнипе кун çути курнă…

Çĕнĕлĕхсем: кашни пĕлме тивĕç

Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕтсене кăна мар, закон улшăнăвĕсене те пĕрле илсе килчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Чи малтанах улшăну ОСАГО страхлакан полис хакланнипе çыхăннă. Малашне унăн…

Йытă ватăлчĕ

— Хваттерте пирĕнпе пĕрле нимĕç овчарки пурăнать. Вăл ватăлчĕ, 12 çулта ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра йытă апат япăх çиме пуçларĕ, куçĕсем начар курнăран сулăна-сулăна утать. Вăл чирлĕ мар-ши? Николай НОВИКОВ, Кÿкеç…

Суя эрехшĕн – 10 çул

— Юлашки вăхăтра суррогатлă спиртлă шĕвек, алкоголь продукцийĕн законла мар çаврăнăшĕ пирки нумай илтме пулать. Ăна сутакансем мĕнле явап тытма пултараççĕ? Кирилл ПЕТРОВ, Кÿкеç Илья ГАВРИЛОВ, район прокурорĕн пулăшуçи: –…

Сăмакун ан сут!

Алкоголь продукцийĕн законла мар çаврăнăшĕ пирки час-часах илтме тÿр килет: унта тивĕçлĕ документсемсĕрех алкоголь продукцине, кунта суя эрех сутнине тупса палăртнине пĕлтерсех тăраççĕ… Кунашкал хыпарсем çĕршывĕпех. Нумаях пулмасть Иркутск облаçĕнче…

Сообщить об опечатке

Текст, который будет отправлен нашим редакторам: