НАГРАДА
Вырсарникун, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче, Владимир Путин Президент Кремльте Раççей Оборона министерствин тата Росгварди сотрудникĕсен ятарлă çар операцине хутшăннă ушкăнне патшалăх наградисене пачĕ. Раççей Геройĕн «Ылтăн Çăлтăр» орденне тивĕçнĕ çак йышра пирĕн ентеш те, Андрей Буйлов генерал-майор, пулчĕ.
Андрей Александрович Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿсни çинчен тунтикун ирхине Правительство çуртĕнче иртнĕ планеркăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ, ентеше пысăк награда илнĕ ятпа саламларĕ. Вăл каланă тăрăх, Андрей Буйлов халĕ служба тивĕçĕсене Самар облаçĕнче пурнăçлать, мотострелоксен Суворов орденĕллĕ 15-мĕш уйрăм гварди бригадине ертсе пырать. «Андрей Александрович пирĕн ентеш пулнипе мăнаçланатăп! – терĕ Олег Алексеевич. – Çакăн пек çынсем – çĕршывăмăрăн тĕревĕ тата шанăçĕ!»
Андрей Буйлов – пирĕн тепĕр Герой
