Анне укçа паман пулсан

Февралĕн 3-мĕшĕнче пичетленнĕ номерте Юрий Кирилловăн «38 çул иртсен» статйинчи («Кивĕ сăн ÿкерчĕк» рубрикăра) сăн ÿкерчĕкре палланă сăнсем куç умне пулчĕç.

2-мĕш ретре сулахай енчен 2-мĕш тăраканни – Анатолий Иванович Бычков. Вăл Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче 1935 çулхи ноябрьте çуралнă, Шомик шкулне пĕтерсен Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта тÿлевлĕ вĕреннĕ. «Анне 150 тенкĕ паман пулсан, эпĕ çавăн чухне малалла вĕренейместĕмччĕ, Чăваш ял хуçалăх институтне кĕрсе зоотехник профессине алла илейместĕмччĕ», – иртнине аса илсе çапла калатчĕ Анатолий Бычков.

1958 çулта алла диплом илсен вăл районти «Большевик», унтан «Ленинец» колхозсенче вăй хунă. Анатолий Иванович вăл вăхăтра авланса Шупашкаркасси ялĕнче пурăннă. 1969 çулта «Ленинец», «Волга», «XI лет Чувашии» хуçалăхсене пĕрлештерсе «Приволжский» совхоз туса хурсан унта зоотехникре ĕçлеме тытăннă. Çĕнĕ хуçалăх аталансах пынă. 1974 çулта Кайри Ункăпуç комплексне хута янă – хура-ула ăратлă ĕнесене Беларуç республикинченех илсе килнĕ. Сĕтлĕ выльăх 1100 пуçа çитнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме Тюмень облаçне, Ставрополь крайне çитиех кайнă, вакунĕ-вакунĕпе утă-улăм тюкĕсене тиесе килнĕ. Атăл тепĕр енчен хыр, чăрăш масси илсе килсе витаминлă çăнăх, гранула хатĕрленĕ. Ĕне фермисем Кипечкассинче, Станьял ялĕсенче те пулнă, унсăр пуçне фермăсенче сысна, сурăх, чăх-чĕп, лаша та ĕрчетнĕ. Теплицăсенчи хăярсене шăркалантарма вĕллесенче пыл хурчĕсем тытнă. 1982 çулта хуçалăхра 1076 пуç сумалли ĕне, 897 пуç самăртмалли выльăх пулнă. 1400 га тĕш тырă акнă, 225 га çĕр улми, 130 га купăста лартнă. 80 га выльăх кăшманĕ, 552 га нумай çул ÿсекен курăк, 310 га пĕр çул ÿсекен курăк акса-лартса çитĕнтернĕ. 3603 т тырă-пулă, 4423 т çĕр улми, 3269 т выльăх кăшманĕ, 342 утă, 3538 т силос, 727 т сенаж, 4370 т купăста-хăяр туса илнĕ. 172 т утă, 2386 т улăм аякра хатĕрлесе илсе килнĕ. 12 комбайн, 64 трактор, 47 автомашина, 853 çын ĕçленĕ. Пурне валли те ĕç тупăннă, çулла шкул ачисем ĕçпе кану лагерĕсенче пиçĕхнĕ.

Чуна парса, канма пĕлмесĕр, кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕшен А. Бычков 1979 çулта ЧАССР-ĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕн, 1985 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ зоотехникĕн, Ĕç ветеранĕн медальне тата нумай хисеп хутне тивĕçнĕ.

Любовь Кудряшова, Хыркасси

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости