Апачĕ тутлă пулчĕ

КОНКУРС

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тутаркассинчи Н.Бичурин ячӗллĕ вăтам шкулта чăн-чăн уяв пулчĕ. Шупашкар округĕн вĕренÿ, спорт тата çамрăксен политикин управленийĕпе Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ кунта “Чăваш апачĕ пĕçерекенсен ăсталăхĕ” конкурс ирттерчĕç.
Çакă тата “Янра эс, чăваш сăмахĕ”, “Янра эс, юрă!” конкурссене чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен – наци конгресĕн уйрăмĕн пайташĕсен – пуçарăвĕпе Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнĕренпе, 2023 çултанпа, йĕркелеме пуçланă. Кашни конкурсшăн яваплисене çирĕплетнĕ. “Янра эс, чăваш сăмахĕ”сăвăсен конкурсне Çĕньял шкулĕнче вĕрентекен Галина Кузьмина, “Янра, эс, юрă!” конкурса Тренккасси шкулĕнче вĕрентекен Ираида Фомина йĕркелеççĕ. “Чăваш апачĕ пĕçерекенсен ăсталăхĕ” ăмăртушăн явапли вара – Тутаркасси шкулĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен, иртнĕ çул “Чăваш Республикин халăх учителĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ Альбина Ишова.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости