Аслă ăрури ĕçченсене чысласа

УЯВ

 

Кăрлач уйăхĕнче Шоркка ялĕнчи халăх «Туслăх» фольклор ансамблĕ (ертÿçи Николай Сусарин) ĕлĕкхи Сурхури йăла-йĕркине Кÿкеçри ватăсен çуртĕнче пурăнакан асатте-асаннене кăтартса пачĕ. Унта ĕçлекенсем тата пурăнакансем питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Уява Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова уçрĕ, пурне те ăшшăн саламларĕ.

 – Асатте-асанне йăли-йĕркине тытса пыни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ, – тесе палăртрĕ министр.

Хуткупăс кĕввипе кинемисемпе мучисем сĕтел хушшинчен тухса ташă пуçларĕç. Хаваслă уяв пурне те килĕшрĕ. Ватăсен çурчĕн ертÿçи Гузель Иванова ăшă сăмахсем каласа «Туслăх» ансамбле Тав çырăвĕ парнелерĕ.

 

Людмила ПЛАТОНОВА, Светлана ТОЛСТОВА.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости