Астăвăм

Чăваш тĕррин музейĕнче «Ĕмĕр тăршшĕ тĕрĕ» ятлă курав уçăлчĕ. Ăна Чăваш Республикинчи халăхăн алĕç пултарулăхĕн ăстине, «Паха тĕрĕ» фабрикăн тĕп художникне Анастасия Андреевана халалланă.
Курав ÿнерçĕ ăсталăхĕн илемлĕ тĕнчипе паллаштрать. Кашни экспоначĕ вăл нумай çул чунне парса, тăрăшса ĕçленине, халăхăн алĕç пултарулăхне чĕререн юратнине палăртать. Анастасия Андрееван ĕçĕсем чеченлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ, вĕсене чăваш халăхĕн тĕрĕ тĕрлес вăрттăнлăхсене тĕпе хурса, йĕркине çирĕппĕн пăхăнса пурнăçланине кăтартса параççĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости