Чăваш Ен аграрисене ял хуçалăх техники илсе тăкакланнă çур миллиард тенкĕне каялла тавăрса парать.
Патшалăх пулăшăвĕ «Ял хуçалăх продукцийĕн хăрушсăрлăхне технологипе тивĕçтересси» çĕнĕ наци проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă.
Техника паркне çĕнетес тĕллевпе оборудовани туянма, лизинг килĕшĕвне алă пуснă май пĕрремĕш тÿлеве хывнă укçан 35-50 процентне каялла тавăрассишĕн ирттерекен конкурс Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуçланнă.
Чăваш Республикин вице-премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çапла палăртать: «регион ертÿçи тата депутатсем тĕревленипе регионти ял хуçалăхне аталантарма 2025 çулта 3,3 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Субсидипе тивĕçтерессин чылай енĕсене упраса хăварнă, хуçалăха тытса тăмалли пур мелсене те кĕртнĕ. Техника çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă республика программи вара хальхинче те малти вырăнта пулĕ. Ăна валли бюджетра 568,1 млн тенкĕ пăхса хунă».
Бюджет
