Ватлăх хисепе юратать

Пирĕн тăрăхра вăрăм ĕмĕрлисем сахал мар. Ял тăрăх пуçлăхĕпе ветерансен канашĕн йышăнăвĕпе сумлă ватăсене, 80, 85, 90, 95, 100 çул тултарнисене, килсерен çÿресе парнесемпе хавхалантарма тăрăшатпăр. Кăçал та пухăва пуçтарăннисен хушшинче çак çулсен урлă каçнисем пулчĕç.

Вĕсене халăх умĕнче саламлама май пулчĕ. Ватăсем пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулманнипе çакăн пек пухусенче калаçмалли тупăнатех. Уява килменнисене килĕсене пырса савăнтартăмăр. Вĕсем, вăрçă ачисем, нушине сахал мар курнă. Çĕршывшăн йывăр вăхăтсенче япăх çи-пуçран ытлашши тăхăнса курмасăр колхозсене, фермăсене çĕкленĕ.

Хальхи вăхăтра ваттисен çурчĕсем Янăш, Кăшавăш ял тăрăхĕсенче пур. Ишекри ваттисен çурчĕн алăкĕ çине мăн çăраççи çакнă текен сас-хурана та илтнĕччĕ… Пирĕн ял тăрăхĕнчи ваттисен çуртĕнче виçĕ ватă пур. Шел те, вăрăм ĕмĕрлисен хушшинче арçынсем сахалрах. 2015 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юлашки участникĕ пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Тимой ялĕнче 100 çултан иртнĕ пĕр ватă, Татьяна Иванова пурăнать. Ăна ывăлĕпе кинĕ хисеплесе пăхса пурăнаççĕ. Кинемей калаçма ÿркенмест, чылай çынна ятран паллать. Колхозрах ĕçлесе пурăннăскер нумай пулăма паян та ас тăвать.

ВАЛЕНТИН СИНЕЛЬНИКОВ, ЧĂРĂШКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости