Ветерансем халĕ те хастар

АСЛĂ ÇĔНТЕРŸ – 80 çул
Округра Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалласа тыл ĕçченĕсене медальсем парса чысласси малалла пырать.
Çак паллă пулăм эпир вăрçăн синкерлĕ çулĕсенче хăйсен вăй-халне шеллемесĕр, ырми-канми ĕçлесе фронта пулăшнă, çĕнтерĕве туптанă ентешсене хисеплесе сума сунине палăртать.
Çак наградăсене вĕсем чăннипех те тивĕçлĕ. Вĕсем мирлĕ пурнăçшăн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пысăк тÿпе хывнă, ветерансен иксĕлми вăй-халĕ, чунри хастарлăхĕ пире кулленех хавхалантарса тăраççĕ.
Хисеплĕ ветерансене çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăх сунатпăр. Пурнăçăрти кашни самант савăнăçпа тултăр, çывăх çынсем вара хăйсен ăшăлăхĕпе хÿтлĕхĕнче усраччăр. Эсир – чăн-чăн паттăрсем, сирĕн пархатарлă ĕçĕр-хĕлĕр яланах пирĕн асра.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости