Çар çапăçăвĕсен ветеранĕсем çар çапăçăвĕсен ветеранĕн пластик идентификаци картти пек удостоверенине Раççей Оборона министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçлекен банксенче – «ПСБ», «ВТБ», «Перекет банкĕ» ПАОсенче, «Газпромбанк» тата «Раççей» акционерсен банкĕ» АОсенче – илме пултараççĕ.
Çар çапăçăвĕсене хутшăннă ветеранăн электрон удостоверенийĕ хут удостоверение пăрахăçламасть, унăн хушăмĕ шутланать. Çар çапăçăвĕсен ветеранĕ пĕр электрон удостоверени кăна илме пултарать.
Электрон удостоверени памашкăн асăннă банксен уйрăмĕсенчен ыйтмалла, банкăн уйрăм кабинечĕ урлă е официаллă сайтĕнче заявка парса электрон удостоверени хатĕрлемелле, ăна хăш офиса илсе çитермеллине кăтартмалла.
ВБД ЭУ хатĕрлеме кирлĕ документсен шутне çаксем кĕреççĕ: Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕ, çар çапăçăвĕсене хутшăннă ветеранăн хут удостоверенийĕ е ятарлă çар операцине хутшăннине ĕнентерекен справка, СНИЛС.
Ветеранăн электрон удостоверени те пур
