Выльăх шучĕ тата тухăçлăх ÿсет

ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсемпе, республикăра сĕт суса илесси ÿссе пырать. Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2015 çулти 11 уйăхра республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХ-сенчи сăвăм 133,1 пин т танлашнă (ку пĕлтĕрхи тапхăртинчен 5,1% нумайрах).

Пĕр ĕнерен суса илекен сăвăм пĕлтĕрхи кăтартусенчен пысăкрах. Декабрĕн 25-мĕшĕнче республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХ-сенче пĕр ĕнерен суса илекен сĕт виçи 12,7 кг-па танлашнă, ку вăл пĕлтĕрхи асăннă тапхăр шайĕнче пăхсан 0,7 кг нумайрах. Пĕр ĕнерен сĕт суса илессипе чи пысăк кăтартусем – Шупашкар районĕнче (17,6 кг), Комсомольски, Елчĕк, Етĕрне, Элĕк районĕсенче çак кăтарту 13-15 кг-па танлашать.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн кăтартăвĕсемпе, район территорийĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче декабрĕн 25-мĕшĕ тĕлне сăвакан ĕнесен шучĕ 2850-па танлашнă. Пĕлтĕр асăннă тапхăрта 2780 выльăх пулнă, ку – 70 пуç сахалтарах. Тĕплĕнрех илес пулсан, Куйбышев ячĕллĕ СХПК-колхозра 40, «Прогресс» ЗАО-ра 101 пуç чакнă. «Атлашевский» СХК вара сăвакан ĕнесен шутне 175, «Чурачикское» ОАО 25, «Чебо Милк» ОАО 10 пуç ÿстернĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал пĕтĕмĕшле 50052 кг сĕт суса илнĕ (2014 ç асăннă тапхăрта 45126 кг), 47123 кг сутнă (2014 ç – 41995 кг). Пĕр ĕнерен кашни кун 17,6 кг (2014 ç – 16,2 кг) сĕт илеç​çĕ, ку вăл пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан 1,4 кг ытларах.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕ Георгий Миронов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 5 çулта мăйракаллă шултра выльăх, сысна, чăх-чĕп какайĕ тата сĕт туса илессипе районти ял хуçалăх предприятийĕсем ÿсĕмсем кăтартаç​çĕ. Тухăç​лăх та, выльăх-чĕрлĕх шучĕ те ÿсет. «2016 çулта Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз сăвакан ĕнесен йышне 5, «Приволжское» ОАО – 5, «Атлашевский» СХК – 15 пуç ÿстерме палăртать», – пĕлтерчĕ Георгий Васильевич.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости