Вăхăт​ра пур​нăçла​ни пĕл​те​рĕш​лĕ

«Рес​пуб​ли​кă​ра ăнăç­лă ĕç­ле​се пы​ра​кан ял ху​çа​лăх предп​рия​ти​йĕ са​хал мар, вĕ​сен ер​тÿ​çи​сем ĕçе пĕл​се йĕр​ке​ле​се пы​ни пĕл​те​рĕш​лĕ. Хас​тар​ри​сен шут​не Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи Сер​гей Ми​хай​ло​в управляющие («Ат​ла​шевс​кий» СХК), Ев​ге​ний Ша​лее​в ертÿçе («Чу​ра​чикс​кое» ОАО) та​та ыт​ти​се​не кĕрт​ме пу​лать…» – пĕл​тер​чĕ ЧР ял ху​çа​лăх ми​нист​рĕ Сер​гей Пав​лов ирт​нĕ эр​не​ кун рес​пуб​ли​ка та​та ра​йон​ жур​на​лисчĕсем​пе Вăр​нар​та ирт​тер​нĕ тĕл пу​лу​ра.

Чĕ​рĕ​ле​кен йă​ла

ЧР ял ху​çа​лăх ми​нист​рĕ Сер​гей Пав​лов пи​чет из​да​ни​йĕ​сен​че, те​ле​ви​де​ни​пе ра​дио​ра вăй ху​ра​кан, ял ху​çа​лăх те​ми​се​не çу​та​та​кан жур​на​лист​сем​пе мал​тан час-​ча​сах тĕл пул​нă, вĕ​сен ый​тă​вĕ​се​не ху​рав​ла​нă. Çак ырă йă​ла​на çĕ​нĕ​рен чĕрт​се тă​ра​тас тĕл​лев​пех Сер​гей Павлов​па ЧР ин​фор​ма​ци по​ли​ти​ки та​та мас​сăл​лă ком​му​ни​ка​ци ха​тĕ​рĕ​сен ми​нист​рĕ Ва​лен​ти​на Анд​рее​ва ка​лем ăс​ти​сем​пе ка​наш​лу ирт​тер​чĕç. Çав​ра сĕ​тел хуш​ши​не ла​рич​чен мал​тан жур​на​лист​се​не «Сом» ​Вăр​нар за​во​чĕ» предп​рия​ти ер​тÿ​çи Фе​дор Вол​ков за​вод ĕçĕ​пе пал​лаш​тар​чĕ, экс​кур​сие ерт​се çÿ​ре​рĕ. Ка​наш​лă​ва Сер​гей В​ла​ди​ми​ро​вич пу​хăн​ни​се​не ЧР ял ху​çа​лăх ата​ла​нă​вĕ​пе пал​лаш​тар​ни​пе уç­рĕ. «2014 çул​хи ян​варь-ав​густ уйă​хĕ​сен​че рес​пуб​ли​кă​ра ял ху​çа​лăх про​дук​ци​не 19,7 млрд тен​кĕ​лĕх ту​са ил​нĕ. Ял ху​çа​лăх предп​рия​ти​йĕ​сем​пе ХФХ​сен ĕç­не ку​ра аш-​ка​кай та​та сĕт ту​са илес​си ÿсет. Сен​тяб​рĕн 1-​мĕ​шĕ тĕл​не мăй​ра​кал​лă шулт​ра выльăх​сен шу​чĕ (​вăл шут​ра ĕне​сен те) 93,4 пин пуç­па тан​ла​шать, сыс​на шу​чĕ – 182,9 пин, ка​йăк-​кĕ​шĕк – 4168,4 пин пуç. Кă​çал​тан РФ Пре​зи​ден​чĕн В.В. Пу​ти​нăн «РФ хă​руш​сăр​лăх​не ти​вĕç­те​рес тĕл​лев​пе эко​но​ми​кăн ятар​лă ме​ри​сем​пе усă ку​рас​си çин​чен» ху​шă​вĕ​пе ки​лĕ​шÿл​лĕн РФ Пра​ви​тельст​ви Раççей тер​ри​то​ри​не ил​се кĕ​ме юра​ман ял ху​çа​лăх про​дук​ци​йĕ​пе чĕр та​вар спи​сок​не па​лăрт​нă, вĕ​сен шут​не мăй​ра​кал​лă шулт​ра выльăх, чăх та​та сыс​на ка​ка​йĕ, пу​лă та​та рак йыш​ши​сем, сĕт​пе унăн юр-​ва​рĕ, пах​ча-​çи​мĕç та​та ыт​ти про​дукт​ кĕ​реç­çĕ», – пĕл​тер​чĕ ЧР ял ху​çа​лăх ми​нист​рĕ.

ЧР ин​фор​ма​ци по​ли​ти​ки та​та мас​сăл​лă ком​му​ни​ка​ци ха​тĕ​рĕ​сен ми​нист​рĕ Ва​лен​ти​на Анд​рее​ва ял ху​çа​лăх ый​тă​вĕ​се​не çу​та​та​кан жур​на​лист​сен ĕçĕ-​хĕ​лĕн пĕл​те​рĕ​шĕ çин​че ча​рăн​са тă​чĕ. Вăл ял​та ĕç­ле​се пу​рă​на​кан​сем пат​не ял ху​çа​лă​хĕн ата​ла​нă​вĕ​пе çы​хăн​нă çи​вĕч ый​ту​сем, çĕ​нĕ​лĕх​сем шă​пах пи​чет из​да​ни​йĕ​сем, те​ле​ви​де​ни​пе ра​дио ур​лă çит​ни​не па​лăрт​рĕ.

Вир куль​ту​ри юл​нă

Ра​йон​сен​чи ад​ми​нист​ра​ци​сен кă​тар​тă​вĕ​сем тă​рăх, 2014 çул​хи сен​тяб​рĕн 22-​мĕ​шĕ тĕл​не рес​пуб​ли​кă​ра выр​ма ĕçĕ​се​не пĕ​тер​нĕ​пе пĕ​рех. Ула​тăр ра​йо​нĕн​че кă​на ĕç­се​не 88,2% пур​нăç­ла​нă, Шу​паш​кар ра​йон кă​тар​тă​вĕ 97,3% тан​ла​шать. Выр​ма ĕçĕ​се​не С.Д. Чер​ну​ха ХФХ​че та​та «Юр​ма» аг​ро​хол​динг​ра пĕ​те​рей​мен. Ку ху​çа​лăх​сен​че вир ак​са çи​тĕн​те​реç­çĕ, ку ва​ра кая юл​са пу​ла​кан куль​ту​ра.
Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​йĕн ял ху​çа​лăх та​та эко​ло​ги па​йĕн пуç­лă​хĕ Сер​гей Ва​нюш​кин кĕр​хи куль​ту​рă​се​не сен​тяб​рĕн 20-​мĕ​шĕч​чен ак​мал​ли​не па​лăр​тать. Ра​йон​ти ял ху​çа​лă​хĕ​сем​пе ХФХ​сем кĕр​хи куль​ту​рă​се​не 4005 га çин​че ак​са хă​вар​ма па​лăрт​нă, 3890 га çин​че ак​нă («А​га​ри​кус» ОАО 750 га, «Ат​ла​шевс​кий» СХК 495 га, Ле​нин ячĕл​лĕ СХПК-​кол​хоз 416 га), «Юр​ма» аг​ро​хол​динг та​та «С​ред​няя Вол​га» аг​ро​фир​мă​ра кĕр​хи куль​ту​рă​се​м акас ĕç­сем пы​раç­çĕ.
Ра​йон тер​ри​то​ри​йĕн​че çĕр ул​ми лар​тас​си​пе ĕç­ле​кен пы​сăк ху​çа​лăх​сен​чен пĕ​ри – «Ал​рост» ОАО, ыт​ти​сем – пы​сă​ках мар ХФХ​сем. Ра​йон тер​ри​то​ри​йĕн​че 102 га çĕр ул​ми​рен сен​тяб​рĕн 23-​мĕ​шĕ тĕл​не 84 га пуç­тар​са кĕрт​нĕ. Ху​çа​лăх​сем çĕрт​ме су​хи тă​ваç­çĕ.
Ра​йон​ти ху​çа​лăх​сен ер​тÿ​çи​сем​пе вĕ​сен çу​мĕ​сем ху​çа​лă​хсен​чи ĕç-​хĕ​лпе кĕс​кен çапла пал​лаш​тар​чĕç:
Сер​гей ВА​НЮШ​КИН, ​ра​йад​ми​нист​ра​цин ял ху​çа​лăхĕпе эко​ло​ги па​йĕн пуçлă​хĕ:

– Кĕр​хи​се​не ак​мал​ли чи ăнăç­лă тап​хăр – ав​гус​тăн 25-​мĕ​шĕн​чен пуç­ла​са сен​тяб​рĕн 10-​мĕ​шĕч​чен. Ыт​ти чух​не ăнăç­лă хĕл ка​çас​си пир​ки ка​ла​ма хĕн. Çан​та​лăк аван тăр​сан сен​тяб​рĕн 10-​мĕ​шĕ хыç­çăн ак​ни те ăнăç­лă хĕл ка​çать. Кал​чан кĕр​кун​не вăй ил​се юл​мал​ла, ну​май чух​не кĕр​хи​сем çур​кун​не пĕ​теç­çĕ.
Сер​гей ЧЕР​НУ​ХА, ХФХ ер​тÿ​çи:

– Вир – ăш​ша та​та нÿ​рĕ​ке юра​та​кан куль​ту​ра, ăна пул​са çит​ме 120 кун кир​лĕ. Кă​çал çак куль​ту​рă​на май уйă​хĕн​че ак​са хă​вар​тă​мăр. Вăл вă​хăт​ра ăшă пул​ни​не, çу​мăр çу​ман​ни​не пур​те ас тă​ваç­çĕ-​тĕр. Июнь уйă​хĕн​че кă​на çу​мăр çу​нă​ран вир хă​вăрт шăт​са ту​хай​ма​рĕ, ăна ма​лал​ла вăй ил​ме ăш​ши те са​хал пул​чĕ. Çак куль​ту​рă​на ир ак​ни те ус​си çук, тăп​ран са​хал​тан та 15 гра​дус та​ран ăшăн​са çит​мел​ле. Ăнăç­лă çул​та вир гек​тар​тан 30 ц кая мар ту​хăç па​рать, ку куль​ту​рă​па ĕç­ле​ме ту​пăш​лă те​се шу​хăш​ла​тăп. Вир пул​са çит​се​нех ăна пух​ма ту​хат​пăр, ок​тябрь пуç­лă​мă​шĕн​че е çур​рин​че – кă​на ка​ла​ма ир​те​рех.

Фаи​на БО​РИ​СО​ВА, «Оль​деевс​кая» аг​ро​фир​мăн «Ге​рой» уй​рă​мĕн уп​рав​ляю​щи​йĕ:

– Ху​çа​лăх​ра пур ĕçе те пĕ​тер​нĕ те​мел​ле, кĕç­нер​ни​ кун кук​ку​рус​ран си​лос хыв​ма пу​çă​нат​пăр. 139 га çин​че кук​ку​рус пуç­тар​са ил​мел​ле. Кă​çал выр​ма ĕçĕ​се​не вă​хăт​ра вĕç­ле​рĕ​мĕр, пи​рĕн ка​лă​пăш​сем пы​сă​ках мар пу​лин те Ком​со​мольс​ки ра​йо​нĕн​чен пĕр ком​байн явăç­тар​ни ĕçе вă​хăт​ра пĕ​тер​ме май па​чĕ. Кĕр​хи​се​не 75 га çин​че ак​са хă​вар​нă, ман шут​па вĕ​се​не сен​тяб​рĕн 5-​мĕ​шĕч​че​нех ак​са хă​вар​ма тă​рăш​мал​ла. Çĕрт​ме су​хи пы​рать.

Ро​ман КИ​РИЛ​ЛОВ, «Чу​вашс​кий брой​лер» ОАО ер​тÿ​çин çу​мĕ:

– Кă​çал ху​çа​лă​ха кир​лин​чен 50% тĕш ты​рă ха​мă​рах ак​са ту​нă, ыт​ти​не су​тăн ил​мел​ле пу​лать. Ху​çа​лăх пу​рĕ 2140 га çĕр çин​че ты​рă акать, Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че 870 га
(ыт​ти Çĕр​пÿ та​та Крас​ноар​мейс​ки ра​йо​нĕ​сен​че). Выр​ма ĕçĕ​се​не сен​тяб​рĕн 14-​мĕ​шĕн​че вĕç­ле​рĕ​мĕр, çĕ​ре те​пĕр çул вал​ли ха​тĕр​лес ĕç­сем пы​раç­çĕ. Ху​çа​лăх усă кур​ман çĕр​се​не çав​рă​нă​ша кĕр​тес​си​пе те ăнăç­лă ĕç­лет, çи​тес çул​сен​че Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи çĕр лап​тă​кĕ​сен ка​лă​пăш​не та​та ÿс​те​рес​шĕн.

ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости