Ген​на​дий Ге​ра​си​мов: çур ĕмĕр ыт​ла бокс​р

Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин​че тĕр​лĕ спорт тĕ​сĕ ата​лан​нă: çă​мăл та​та йы​вăр ат​ле​ти​ка, кĕ​ре​шÿ… Чă​ваш Ен​ри спорт ата​ла​нă​вĕн ис​то​ри​йĕн​че бокс та хăй вă​хă​тĕн​че пал​лă вы​рăн йы​шăн​нă, çак енĕ​пе чă​ваш пат​тă​рĕ​сем выш​кай​сăр пы​сăк çи​тĕ​нÿ​сем ту​ни пур​не те пал​лă. Çак спорт тĕ​сĕн ата​ла​нăв​не РСФСР та​та СССР та​ва ти​вĕç­лĕ тре​не​рĕн Ген​на​дий Ни​ко​лае​вич Ге​ра​си​мо​вăн ячĕ​пе çы​хăн​та​раç­çĕ. Рес​пуб​ли​кă​ри тре​нер​сен​чен çак ята вăл пĕр​ре​мĕш ти​вĕç­нĕ. Хă​йĕн пур​нă​çĕн​чи 58 çул​не вăл бок​са ха​лал​ла​нă. Унăн ка​ла​са па​мал​ли те са​хал мар.

– Кĕ​çех Шу​паш​кар​та Пĕ​тĕм тĕн​че​ри «Раç­çей – спорт çĕр​шы​вĕ» фо​рум ир​тĕ. Ген​на​дий Ни​ко​лае​вич, çак хы​па​ра мĕн​ле йы​шăн​тăр?

– Пал​лах, пи​рĕн ре​гио​на ахаль​тен суй​ла​са ил​мен, çа​кăн пек пы​сăк ме​роп​рия​тие ирт​тер​ме рес​пуб​ли​ка чăн​ни​пех те ти​вĕç­лĕ. Чы​лай спортс​мен пы​сăк пĕл​те​рĕш​лĕ ăмăр​ту​сен​че Чă​ваш Ен ят​не çÿ​ле çĕк​ле​нĕ.

– Те​ми​çе çул каял​ла тав​рă​нар-​ха, мĕн​шĕн спор​та, уй​рă​мах бок​са, суй​ла​са ил​нĕ эсир?

– Тĕ​рĕс​си​пе, пур​нă​çă​ма спорт​па çы​хăн​та​рас​са шу​хăш​ла​ман та. Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин ту​ла​шĕн​че çу​рал​нăс​кер 17 çул​та Шу​паш​ка​ра ап​па пат​не кил​тĕм те кун​та юл​ма тĕл​лев ларт​рăм. Пĕр​ре​хин​че об​ще​жи​тие хĕр​сем пат​не кай​сан вă​рă-​ху​рах​сем та​пăн​чĕç, вĕ​сем​пе ты​тăç­сах кай​рă​мăр. Хи​рĕç ​тă​ру вĕç­лен​нĕ хыç­çăн пĕ​ри ма​на: «Э​сĕ ла​йăх кĕ​ре​ше​тĕн, атя бокс сек​ци​не», – те​рĕ. Эпĕ ки​лĕш​рĕм. Çа​вăн​тан пĕ​тĕм​пех пуç­лан​чĕ те.

– Спортс​мен​сем йăх​ра пул​ман-им?

– Пул​ман, ан​чах та чыш​кă​па кĕ​ре​ше​кен​сен хуш​шин​че ат​те​не çи​те​кен​ни çук​чĕ, вăл ра​йон чем​пио​нĕ те пул​нă.

– Эсир – Чă​ваш Ен​ре бокс ата​ла​нăв​не пу​çар​са яра​ка​нĕ​сен​чен пĕ​ри. Ыт​ти​сем пул​та​рай​ман​ни​не пур​нăç­ла​рăр…

– Пĕр​ре​мĕш утăм​сем манч​чен те пул​нă-​ха. Ху​ра ти​нĕс фло​тĕн​че службă​ра чух​не бокс​па çи​не тăр​сах тре​ни​ров​кă​сем ирт​тер​тĕм. Çи​тĕ​нÿ​сем те вă​рах кĕт​тер​ме​рĕç: флот чем​пио​нĕ, СССР Ти​нĕс-​çар вă​йĕ​сен та​та Ук​раи​нăн кĕ​мĕл при​зе​рĕ пул​тăм. Чă​ваш Ене тав​рăн​сан ва​ра бок​са чĕрт​се ятăм, ача​се​не пух​са сек​ци йĕр​ке​ле​рĕм…

– Хăй вă​хă​тĕн​че си​рĕн вĕ​ре​не​кен​сен – Олимп чем​пио​нĕн Ва​лериан Со​ко​ло​вăн, Ев​ро​па чем​пио​нĕ​сен В​ла​ди​мир Мель​ник​па Ва​ле​рий Лап​те​вăн та​та вун-​вун спортс​ме​нăн – ячĕ рес​пуб​ли​ки​пе кă​на мар, тĕн​чи​пех кĕр​ле​се тă​нă. Пы​тар​ма​сăр ка​ла​сан, ха​лĕ рес​пуб​ли​кă​ра бок​сер​сем çук​па пĕ​рех…

– Ку​сем​сĕр пуç­не та​та вун-​вун спорт мас​те​рĕ ха​тĕр​ле​нĕ эпĕ. Ла​йăх кă​тар​ту пул​тăр те​се пĕ​тĕм вăй-​ха​ла пар​са ĕç­ле​нĕ, ир​хи​не 8 се​хет вал​ли ĕçе каят​тăм, каç­хи​не 11 се​хет хыç­çăн тин ки​ле тав​рă​нат​тăм. Шел, рес​пуб​ли​кă​ра халь​хи вă​хăт​ра бокс «​кă​мăл​ла​кан​сен» шай​не ан​са лар​чĕ… Çа​кă пă​шăр​хан​та​рать.

– Сăл​та​вĕ?

– Тре​нер​сем са​хал, ук​çа-​тен​кĕ ен​чен те çит​мен​лĕх​сем пур-​тăр.

– Ма​лаш​не вăл çÿ​ле çĕк​ле​нĕ-​ши?

– Эпĕ ăна кĕт​се илей​мĕп ĕн​тĕ…

– Çи​тĕ​нÿ тă​вас​си вĕ​рен​те​кен​рен ну​май ки​лет-çке… Про​цент​па – мĕн​ле шай​ла​шу​па-​ши?

– Спортс​мен çĕн​те​рес​си 99% тре​нер​тан ки​лет.

– Çа​вăн чух​лех-и?!

– Çап​ла, тре​не​рăн вĕ​ре​не​ке​не уçса па​ма пĕл​мел​ле, ен​чен те вăл çак​на тă​вай​ма​рĕ тĕк… Урăх​ла ка​ла​сан тре​нер вăл – ху​дож​ник, çын​на «ăс​та​ла​кан», çав вă​хăт​рах вăл пси​хо​лог та, ме​дик та. Ыт​ти ва​ра çут çан​та​лăк па​ни та​та тар кă​лар​ни.

– Спорт​ра çă​мăл са​мант​сем çук. Бокс​ра ва​ра чи йы​вăр​ри мĕн-​ши?

– Пси​хо​ло​ги тĕ​лĕ​шĕн​чен «​пиçсе çи​тес​си».

– Пы​сăк спор​тăн çак тĕ​сĕн сыв​лăх​шăн хă​руш​сăр мар енĕ те пур вĕт…

– Çам​рăк чух​не ун пир​ки шу​хăш​ла​мас​тăн, пĕ​тĕм вăй-​ха​ла пар​са ĕç­ле​тĕн. Çул​сем ирт​нĕ​çе​мĕн тин вăй-хал хав​ша​ни си​сĕ​нет. Сă​мах​ран, бок​сер хă​йĕн​шĕн кă​на хум​ха​нать, тре​не​рăн ва​ра каш​ни вĕ​ре​не​кен​шĕн пă​шăр​хан​мал​ла.

– Ха​лĕ пур​нă​çă​ра тиш​кер​се ăна спорт​па çы​хăн​тар​нă​шăн ÿкĕн​мес​тĕр-и? Ка​лă​пăр, спорт сыв​лă​ха сиен кÿ​ни​не шу​та ил​се.

– Япăх ен​се​не пăх​ма​сăр пур​нă​çă​ма бокс​па çы​хăн​тар​нă​шăн ни​хă​çан та ÿкĕн​мен, мĕн​шĕн те​сен эпĕ тă​рăш​ни сая кай​ман.

– Бок​сер​сем – пи​çĕ кĕ​лет​кел​лĕ, вăй-​хал​лă ар​çын​сем. Кул​лен​хи пур​нăç­ра ка​ма та пу​лин хÿ​тĕ​ле​нĕ са​мант пул​нă-​тăр?

– Пĕр​ре​хин​че хĕ​ре ăсат​ма кай​рăм, ĕçке​ле​нĕ пĕр кач​чă çы​пăç­рĕ пи​рĕн çу​ма, сă​мах​па ка​ла​ни​не ăн​лан​ма​рĕ вăл, ирĕк​сĕ​рех урăх мес​лет​пе усă кур​ма тив​рĕ – ура​ри ка​лу​ша хыв​рăм та пи​тĕн​чен çăт-​çат ту​тар​тăм, эх, вĕç­тер​чĕ ва​ра! Ал​ла ирĕ​ке яма хă​ра​рăм, тă​рук янах шăм​ми​не пăр​са ярăп… Ку​наш​кал тĕс​лĕх та​тах та пул​нăч​чĕ.

– Пы​сăк спорт​ран вă​хăт​ра кай​мал​ла те​ни​не пал​лă спортс​мен​сен​чен пĕр​ре кă​на мар илт​нĕ, бокс​ран та çап​лах-и?

– Пы​сăк спорт​па шăп та лăп ми​çе çул​та сыв пул​ла​шмалли​не ка​ла​ма йы​вăр. Чы​лайч​чен кă​тар​ту​сем са​вăн​тар​маç­çĕ тăк – ап​ла бокс​ран кай​ма вă​хăт.

– Ку​мир пул​нă-и?

– Çук, пы​сăк çи​тĕ​нÿ ту​нă ха​мăн вĕ​ре​не​кен​се​нех ки​лĕш​тер​нĕ эпĕ.

– В. Соколовпа, В. Лап​тевпа тата ытти вĕренекен-пе халĕ хутшăнатăр-и?

– Паллах. Тĕл пулатпăр, телефонпа калаçатпăр. Вĕсем мана хисеплеççĕ, ман çуралнă кун кĕрекине пĕрре мар хатĕрленĕ. Мана йывăр вăхăтра пулăшма хатĕр.

– Та​та мĕн​ле спорт тĕс​не ки​лĕш​те​ре​тĕр?

– Бас​кет​бол, во​лей​бол вăййи​се​не.

– Спортс​мен​сем сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не çи​рĕп пă​хă​наç­çĕ. Эсир те-и?

– 80 çул​тан ирт​рĕм пу​лин те кун​се​рен 40 ми​нут за​ряд​ка тă​ва​тăп, 2-3 километр ута​тăп.

– Çа​кăн пек йĕр​ке​не пă​хăн​ма, ахăрт​нех, çам​рăк​се​не те сĕн​нĕ пу​лăт​тăр?

– Пал​лах, ху​ла​ра уçăл​са çÿ​ре​нĕ май çам​рăк​сем сă​ра кĕ​лен​чи​пе лар​ни​не, си​га​рет мă​кăр​лан​тар​ни​не час-​ча​сах ку​ра​тăп. Çа​кăн пек йĕр​ке​пе пу​рăн​мал​ла-и вĕ​сен? Хĕр​пе кач​чă​сен физ​куль​ту​рă​па, спорт​па тус​лаш​мал​ла. Эпир яш чух​не сă​ра мĕн​не те пĕл​мен. Пĕр​ре​мĕш хут эре​хе 33 çул​та ту​тан​са пăх​нă эпĕ, ĕç­се мар – ас​тив​се çеç.

– Те​ми​çе çул​тан ГТО нор​ма​ти​вĕ​се​не каял​ла та​вăр​чĕç. Ĕлĕк​хи йă​ла​на çĕ​нĕ​рен пу​çар​ни​не ыр​ла​тăр-и?

– Та​вăр​ни пи​тĕ ла​йăх. Мал​тан ГТО нор​ма​ти​вĕ​се​не па​ма​сăр ăмăр​ту​се​не те хут​шăн​тар​ман-ç­ке.

– Тă​ван ача​сем те бокс​па тус​лă-и?

– Мă​шă​рăм​па 2 ывăл çи​тĕн​тер​нĕ. Ик​кĕ​шĕ те спорт​па тус​лă, ан​чах вĕ​сен пур​нăç­не пы​сăк бокс​па çы​хăн​та​рас кил​ме​рĕ.

– Мă​шăр пу​лă​шăв​не туй​ма​сăр пы​сăк çи​тĕ​нÿ​сем ту​ма çук-​тăр?

– Арăм​па 46-​мĕш çул пĕр​ле эпир. Пур​нăç­ра тĕр​лĕ çĕр​те пу​рăн​ма тÿр кил​чĕ, вăл ман​ран пĕр утăм та юл​ман, ма​на ăн​лан​нă, яла​нах пу​лăш​нă. Вĕ​ре​не​кен​се​не пĕр​ре мар ха​мăр хват​тер​те çы​вăрт​тар​нă, çа​кăн​шăн та вăл си​вĕ сă​мах ка​ла​ман.

– Мĕн​ле пал​лаш​нă-​ха ун​па?

– Во​лей​бол вы​ля​нă чух​не куç хыв​нă ăна, ун​тан юрат​са пă​рах​нă, ав​лан​нă…

– Спорт​сăр пуç­не та​та мĕн​пе ин​те​рес​лен​нĕ?

– Ма​нăн пĕ​тĕм пур​нăç – спорт.

– Ген​на​дий Ни​ко​лае​вич, та​вах уçă ка​ла​çу​шăн.

АН​ФИ​СА МА​НЯ​КО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости