Хаклӑ вӗрентекенсем! Сире пӗтӗм чунтан професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!
«Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл», – тенӗ ваттисем. Чӑваш халӑх ӑс-пурлӑхӗн ҫӳпҫинчи ҫак каларӑш ҫын пурнӑҫӗнчи вӗренӳ тата вӗрентекен пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать.
Сирӗнтен кашниех ачасене тӗнчене уҫма тата ӑнланма пулӑшать. Эсир ирттерекен кашни урок – вӗсен ҫутӑ малашлӑхӗ еннелле тунӑ черетлӗ утӑм, регион аталанӑвӗн никӗсӗ. Сирӗн вӗренекенӗрсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗнчене лайӑх еннелле улӑштаракан ҫынсем – ӑсчахсемпе политиксем, строительсемпе врачсем, музыкантсемпе педагогсем – пулса тӑраҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра тӑхӑр пине яхӑн вӗрентекен тӑрӑшса ӗҫлет. Эсир вӑхӑт кӑларса тӑратакан ыйтусене ӑнӑҫлӑн татса паратӑр, ҫӗнӗ меслетсене ӗҫе кӗртетӗр, вӗренӗве кӑсӑклӑ та илӗртӳллӗ тӑватӑр. Хӑвӑрӑн сумлӑ тивӗҫӗре – пӗлӳ парассине, ырра вӗрентессине тата нихҫан улшӑнми хаклӑхсене ӑса хывтарассине – пысӑк чӑтӑмлӑхпа тата яваплӑхпа пурнӑҫлатӑр.
Благодарю каждого педагога за труд и преданность делу. Ваша поддержка и забота о воспитанниках формируют уверенных, самостоятельных, творческих людей.
Желаю вам здоровья, сил и вдохновения! Пусть каждый день приносит радость от работы, а ваши бывшие, нынешние и будущие ученики всегда радуют успехами, ведь в их достижениях — немалая доля вашего труда и любви.
С Днём учителя!
Чун-чӗререн саламлатӑп!