Д­мит­рий Фо­ми­ря­ков: «Cётокан кĕрешÿ кăна мар»

Хă­шĕ-­пĕ­рин пур­нăç­не кĕт­мен тĕл пу­лу улăш­та­рать, теп­ри­сен­не – ăн­сăрт­ран ву­ла­нă кĕ­не­ке… Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи Иш­лей­ре çу­рал­нă Д­мит­рий Фо­ми­ря­ков ва­ра кун-­çул сук­мак­не ас­лă пич­чĕ­шĕ­сем хыç­çăн кай­са суй­ла­нă. 11 çул­та вăл спорт­па çы­вăх тус­лаш­нă. Юл­та­шĕ­сем мал­тан­лă­ха хал­ран кай­ни­пе та­та­ми çин­чех çы­вăр­са юл­ни­не те ка­ла­са па­раç­çĕ. Ан­чах та йы­вăр­лăх­се­не па­рă­нать-и Фо­ми­ря­ков­сен йă­хĕ? Паян Д­мит­рий – Сё­то­кан енĕ­пе Раç­çе­йĕн тĕн­че клас­лă спорт мас­те­рĕ, Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин хĕвел ту­хăç кĕ­ре­шĕ­вĕн фе­де­ра­ци­йĕн пред­се­да­те­лĕ… – ту­хăç кĕ­ре­шĕ­вĕ­сем­пе чи ну­май ти­тул­лă спортс­мен. Ун­па пи­рĕн кор­рес­пон­дент шăп хĕ­рÿ тре­ни­ров­кă­сен вă­хă­тĕн­че тĕл пул­нă. 

– Ки­рек ăç­та та са­на пур­те пал­лаç­çĕ, алă ты­таç­çĕ… Çак çи­тĕ­нÿ, ят-­сум пат­не мĕн­ле пы­тăн – вăрт­тăн­лă­ха уç­са пар-­ха?

– Сё­то­кан ка­ра­тэ­пе 12 çул­тан тус­лă эпĕ. Ас­лă пич­че Сер­гей (Сё­то­кан JKA 2 да­нĕ) та­та Илья Гульев (JKA 5-­мĕш, WKC 5-­мĕш да­нĕ­сем) ерт­се, кĕ­ре­шÿ тех­ни­ки­не ал­ла ил­ме пу­лăш­са пы­чĕç. Ата­лан­ма пи­тĕ ну­май тă­рăш­ма тив­рĕ. 1990 çул­та Сё­то­ка­нăн JKA енĕ­пе Ев­ро­пăн тĕп инст­рук­то­рĕн Эноэд Кэй­но­су­кэ се­ми­на­рĕ­се­не çÿ­ре­ме ты­тăн­тăм. Икĕ çул­тан JKA Сё­то­ка­нăн 2-­мĕш дан­не ил­ме эк­за­мен тыт­рăм. Кэй­но­су­кэ гос­по­дин 2003 çул­та вил­нĕ хыç­çăн ăс­та­лă­ха туп­та­ма Очи Хи­дэо мас­тер пат­не çÿ­ре­ме ты­тăн­тăм. Раç­çей USKO тех­ни­ка кон­суль­тан­чĕ – Ев­ро­пăн тĕп инст­рук­то­рĕ ма­на ну­май пу­лăш­рĕ. Эпир пур­те – ви­çĕ пĕр тă­ван – спорт ур­лă пи­çĕх­нĕ. Сер­гей­па Анд­рей ма­на пи­тĕ пы­сăк ви­тĕм кÿ­чĕç. Вĕ­сем сам­бо­па тус­лăч­чĕ – эпĕ те хыç­ран юл­ман, рес­пуб­ли­ка ăмăр­тă­вĕн при­зе­рĕ те пул­нăч­чĕ. Кая­рах ка­ра­тэ­пе кă­сăк­лан­ма ты­тăн­чĕç. Ун чух­не эпĕ 12-­ре кă­на пул­нă та – çи­тĕн­ни­сен сă­ма­хĕн­чен ирт­ме хăяй­ман. Пал­лах, вĕ­сем­пе тре­ни­ров­кă­се­не çÿ­ре­ме ты­тăн­тăм.

– Эсĕ хă­вăн чы­лай тан­тă­шу пек пур­нă­çа ус­лам­па та çы­хăн­тар­ма пул­тар­нă, по­ли­ти­кă­па та… Ха­лĕ çа­кăн­шăн ÿкĕн­мес­тĕн-и?

– Тре­ни­ров­кă­се­не пă­ра­хăç­лас шу­хăш­сем пул­ман мар – йы­вăрч­чĕ, ан­чах та ха­лĕ çа­кăн­шăн ÿкĕн­мес­тĕп. Пи­çĕ­лĕх, çи­не тă­ма пĕл­ни çин­че ни­кĕс­ле­не­кен ка­ра­тэ прин­ци­пĕ­сем пур­нăç­ра та, биз­нес­ра та кир­лĕ.

– Хар­пăр ку­ми­тэ­пе эсĕ çĕр­шы­вăн офи­циал­лă 1-­мĕш чем­пио­нĕ. Ко­ман­дă­ри ку­ми­тэн пă­хăр при­зе­рĕ. Хĕвел ту­хăç кĕ­ре­шĕ­вĕ­сен ăс­та­лă­хĕ­пе вăрт­тăн­лăх­не ал­ла ил­ме эсĕ пи­тĕ ну­май вă­хăт ирт­тер­нĕ, ха­лĕ те ăна шел­ле­мес­тĕн. Сё­то­кан… – мĕн вăл сан­шăн?

– Тре­ни­ров­кă­се­не чу­на пар­са çÿ­ре­ме ты­тăн­сан, пĕр «­чир­ле­сен» ка­ра­тэ вăл – пур­нă­çăн чи пĕл­те­рĕш­лĕ пĕр тĕл­ле­вĕ, унăн ме­лĕ пул­са тă­рать. Унăн хă­йĕн прин­ци­пĕ­сем пур. Вĕ­сем ва­ра та­та­ми çин­че кă­на мар, кул­лен­хи пур­нăç­ра, ки­рек мĕн­ле ĕç­ре те пи­тĕ кир­лĕ. Пи­тĕ тĕ­рĕс. Ка­ра­тэ ман­шăн спорт тĕ­сĕ кă­на мар.

– Са­нăн тĕн­че ша­йĕн­чи ме­даль­сем кă­на 40 ыт­ла. Паян эсĕ мĕн­пе чăн­ни­пех те мă­наç­ла­на­тăн?

– Эпĕ çи­тĕн­тер­нĕ «­пă­хаттир­сем» хуш­шин­че ул­тă спорт мас­те­рĕ, 10 ыт­ла спорт мас­те­рĕн кан­ди­да­чĕ, тĕн­че клас­лă пĕр спорт мас­те­рĕ пур – вĕ­сем­пе мухтанатăп та.

– Хăв та вĕ­ре­не­тĕн, ыт­ти­се­не те вĕ­рен­те­тĕн. Çапах та эсĕ ыт­ла­рах пе­да­гог е спортс­мен? 

– «Бу­до­кан» спорт клу­бĕн тре­нер-п­ре­по­да­ва­те­лĕ. Çак ĕçе Сё­то­кан енĕ­пе хĕвел ту­хăç кĕ­ре­шĕ­вĕ­сен Рес­пуб­ли­кă­ри ас­со­циа­ци­йĕн­че 1998 çул­та, шкул­тан вĕ­рен­се тух­нă-­тух­ман, кÿ­лен­нĕ. Ун­тан­па пи­лĕк те­çет­ке ыт­ла спортс­ме­на ха­тĕр­ле­нĕ. Çав шут­рах Сё­то­кан енĕ­пе ирт­нĕ çĕр­шыв чем­пио­на­тĕн­че пă­хăр ме­даль­сем çĕн­се ил­нĕ Раç­çей ко­ман­ди­не те. Ача­сем­пе – чи кĕ­çĕн­ни ва­ра ма­нăн пил­лĕк­ре – тре­ни­ров­кă­се­не ту­хăç прин­ци­пĕ­сем­пе йĕр­ке­ле­тĕп. Е урăх­ла ка­ла­сан аш­шĕ-а­мă­шĕ ывăл-­хĕр­не ахаль тре­ни­ров­кă­се­не кă­на ил­се çÿ­ре­мен­ни­не тÿ­рех асăр­хать: ту­хăç кĕ­ре­шĕ­вĕ ур­лă пĕ­чĕкс­кер­сем чи мал­тан чун­па пи­çĕ­хеç­çĕ, вĕ­сем сиен­лĕ йă­ла­се­не çи­рĕп­пĕ­нех хи­рĕç тă­ма хă­нă­хаç­çĕ.

– Са­на пур­нăç­ра кĕ­ре­шÿ ме­лĕ­сем­пе час-­ча­сах усă кур­ма тивет-и?

– Тре­ни­ров­кă­сен­че çапма ĕмĕр тăрш­шĕ­пех хă­нăх­ма пу­лать, ан­чах та йы­вăр­лăх­се­не пур­нăç­ра çа­кăн­сă­рах тат­са па­ма вĕ­рен­мел­ле – ку та ка­ра­тэ прин­ци­пĕ­сен­чен пĕ­ри.

– Кун­сăр пуç­не та­та мĕн­ле­рех прин­цип­сем çы­вăх спортс­мен­шăн?

– Тĕ­рĕс, эко­ло­ги тĕ­лĕ­шĕн­чен та­са апат­ла­ну, кун йĕр­ки, вă­хăт­лă ка­ну – сыв­лăх­шăн пĕл­те­рĕш­ли пĕ­тĕм­пех.

– Аш­шĕ-а­мă­шĕ те­нĕ­рен, ача­на тре­ни­ров­кă­се­не вăй­па çа­вăт­са кил­нин ус­си пур-и?

– Çак­на кă­на ка­ла­тăп: ача çемье­ре ас­ли­сен­чен тĕс­лĕх ил­се çи­тĕ­нет. Амă­шĕ е аш­шĕ пирус тур­тать е ĕçет пул­сан ăна сиен­лĕ йă­ла­се­не хи­рĕç­ле­ме пи­тĕ йы­вăр пу­лĕ. Тре­ни­ров­кă­сем ва­ра пи­рĕн чи мал­та­нах хис­тев­сĕр­лĕх йĕр­ки­пе ир­теç­çĕ. Кун­та кил­сен пĕ­чĕк­ки­сем те хăй­се­не хÿт­лĕ­хе лек­нĕ пек туяç­çĕ. Ка­ла­рăм-ç­ке — ка­ра­тэ тур­тать, илĕр­тет.

– Пе­да­го­ги­ка нау­ки­сен кан­ди­да­чĕ пу­лас шу­хăш мĕн­пе çы­хăн­нă?

– Хам ăн­ла­на­кан чы­лай япа­ла­на вĕ­ре­нÿ ни­кĕ­сĕ­пе çи­рĕп­лет­мел­ли­не пи­тĕ ла­йăх ăн­лан­нă эпĕ, ха­мăн шу­хăш­се­не ăс­лă­лăх ер­тÿ­çи­не те пĕр­ре мар пĕл­тер­нĕ. Ку ĕçе, ка­ра­тэ тех­ни­ки­не ал­ла илес вăрт­тăн­лăх­сем­пе çы­хăн­нăс­ке­ре, док­тор дис­сер­та­ци­йĕн ша­йĕ та­ран та ата­лан­тар­ма май пур­ри­не пĕл­тер­сен çи­не тă­тăм. Ку вăл хăй­не евĕр­лĕ экс­пе­ри­мет пул­чĕ.

– Çĕр­шы­вăн пĕр­леш­тер­нĕ ко­ман­ди кă­çал­хи­пе виç­çĕ­мĕш çул хă­йĕн тре­ни­ров­ки­се­не ху­ла çы­вă­хĕн­чи ба­зă­сен­чен пĕ­рин­че, Ча­ка­нар ялĕ çы­вă­хĕн­че, йĕр­ке­ле­рĕ… 

– Июль пуç­ла­мă­шĕн­че тăх­хăр­ти та­та ун­ран ас­лă­рах спортс­мен­сем – пу­рĕ 90 çын – Сё­то­кан енĕ­пе тĕн­че чем­пио­нат­не ха­тĕр­лен­чĕç. Тĕн­чен се­зон­ри чи пĕл­те­рĕш­лĕ старт­не хут­шă­на­кан­сен йыш­не тă­ва­тă чă­ваш ачи­не кĕрт­нĕ. Вĕ­сен­чен виç­çĕш­не – тăх­хăр­ти Алек­сандр Мак­си­мо­ва, 14-­ри Ни­ки­та Бе­ло­во­ще­ва та­та Алек­сандр Ав­ва­ку­мо­ва (ас­ли­сем хуш­шин­че) шă­пах эпĕ ха­тĕр­ле­тĕп. Кă­çал ок­тябрь уйă­хĕн­че Япо­ни­ре ир­те­кен тĕн­че ăмăр­тăв­не ман­па пĕр­ле вĕ­сем те пы­рĕç. Шу­паш­кар ра­йо­нĕ хыç­çăн ко­ман­да тре­ни­ров­кă­се­не Крас­но­дар кра­йĕн­чи ба­зă­ра тă­сать. Эпир çи­тĕн­те­ре­кен спортс­мен­сем универ­сал­лă: вĕ­сем ка­та та­та ку­ми­тэ енĕ­се­не пĕр пек ал­ла ил­се пы­раç­çĕ, çу­ра­çул­лă, гар­мо­нил­лĕ ата­ла­наç­çĕ.

– Ме­даль­сем­пе тав­рă­нас ша­нăç пы­сăк-и?

– Ко­ман­да йы­шĕн­че тĕн­че ăмăр­тă­вĕ­сен при­зе­рĕ­сем. Са­ша – тĕн­че клас­лă спорт мас­те­рĕ, Раç­çе­йĕн, Ев­ро­пăн кă­çал­хи чем­пио­нĕ, Ни­ки­та ача­сен тĕн­че ша­йĕн­чи ăмăр­тă­вĕ­сен те­ми­çе хут çĕн­те­рÿ­çи…

– Тре­ни­ров­кă­се­не Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че ирт­тер­ме йы­шăн­нинче сан çемйÿн тÿпи те пур. Вĕсемпе те кăштах паллаштар-ха.

– Фо­ми­ря­ков­сен ку вă­хăт­ри йăх-­ты­ма­рĕн пĕр тă­ван та­та икĕ сы­пăк­ри пич­чĕ­шĕ-­шăл­лĕ — пу­рĕ çи­чĕ пă­хат­тир – спортс­мен­сем, ка­ра­тэ тре­не­рĕ­сем. Тă­ват­тă­шĕ Сё­то­кан енĕ­пе JKA да­нĕ­се­не ил­нĕ. 44 çул ĕн­тĕ эпир Ча­ка­нар­та спор­тăн 10 тĕр­лĕ енĕ­пе – çă­мăл ат­ле­ти­кăн 8 тĕ­сĕ­пе, шыв­ра ишес­си­пе, ки­ре пу­ка­нĕ тĕр­тес­си­пе – ха­мă­рăн çемье спар­та­киа­ди­не йĕр­ке­лет­пĕр. Ун­та Фо­ми­ря­ков­сен 200 ыт­ла тă­ва­нĕ хут­шă­нать.

– Ба­зă­ра кра­тист­сен кĕ­ре­шÿ тех­ни­ки­не ал­ла ил­ме ятар­лă корт та пур теç­çĕ. Çак­на вал­ли ка­ра­тист­сем мĕн­ле май­па ук­çа-­тен­кĕ çи­те­реç­çĕ? Кал­лех Фо­ми­ря­ков­сен ви­тĕ­мĕ­пе-и?

– Ча­ка­нар­ти спорт пло­щад­ки­не акă ком­мер­цил­ле мар ор­га­ни­за­ци­сен проек­чĕ­се­не пу­лă­шу кÿ­ре­кен пат­ша­лăх прог­рам­мин 200 пин тен­кĕ­лĕх гран­чĕ­пе ту­са ларт­рă­мăр. Çак гран­та пĕр­ре­мĕш хут вы­ля­са ил­сен ху­ла­ри «Бу­до­кан» клуб­па юна­шар спорт ла­па­мĕ ху­та ятă­мăр. Спор­та юра­та­кан­сем тĕп ху­ла­ра та, ун çы­вă­хĕн­чи Чаканар­та та пло­щад­кă­сем­пе ирĕк­лĕн усă кур­ма пул­та­раç­çĕ.

– Д­мит­рий, са­на йых­рав­шăн пы­сăк тав. Япо­ни­рен çĕн­те­рÿ­пе тав­рăн­ма ăнă­çу су­нат­пăр! 

 Вик­то­рия Вы­шинс­кая

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости