Дмитрий Маликов: «Ретроартиста тухас килмест»

Майăн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Дмитрий Маликовăн «Перевернуть игру» спектакльне ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă, социаллă хăрушлăхри çемьере çитĕнекен ачасем, ача çурчĕсен тата шкул-интернат воспитанникĕсем, çавăн пекех кадет шкулĕн вĕренекенĕсем тÿлевсĕр курма пултарчĕç. Акци 700 ытла çамрăка нимпе танлаштарма çук çĕнĕлле туйăмсем парнелерĕ. Спектакль хыççăнах артист журналистсемпе тĕл пулчĕ. Пресс-конференци вăхăтĕнче хăйне кăсăклантаракан ыйтусене пирĕн хаçат журналисчĕ те çырса илнĕ.

– Дмитрий Юрьевич, «Перевернуть игру» спектакль спецэффектсемпе пуян. Мĕнле аудитори валли вăл?

– Хальхи саманари савăнăçлă, анлă тавра курăмлă, çамрăк çынсем валли. Спектакль никĕсĕнче – икĕ ăру калаçăвĕ. Кашнин хăйĕн тĕрĕслĕхĕ. Хальхинче – музыкăри кăмăл екки. Тавлашăва тĕлĕнмелле майпа куç умне тухса тăнă Бах, Бетховен, Джексон, Моцарт тата ыттисен фантомĕсем татса пама тивĕç. Вĕсем классика музыки пирки кичем калаçу урлă мар, харпăр хăйĕн историйĕпе илĕртÿллĕ калав евĕр паллаштараççĕ. Сценарире кăсăклă фактсемпе шăпасем, истори тапхăрĕсем тата музыкăн тĕрлĕ юхăмĕ: классика, джаз, блюз, рок-н-рол, поп-музыка пĕр-пĕринпе тачă çыхăнаççĕ.

– Спектакль тĕллевĕ мĕнре-ши?

– Проектăн виçĕ тĕллев: пĕрремĕшĕ – пысăк çитĕнÿсене тăрăшулăхпа кăна çитме май пуррине ăнлантарасси, иккĕмĕшĕ – çамрăксене классика музыкипе кăсăклантарасси, виççĕмĕшĕ – çамрăк ăрăва классикăлла музыка произведенийĕсенчи çинçе вибрацисене туйма вĕрентесси. Спектакле çулталăк хатĕрленĕ. Ачасемпе пĕлтерĕшлĕ япаласем, чи малтанах классика музыкипе çыхăннисем çинчен ăнланмалла чĕлхепе калаçас килчĕ. Пур паллă композитор та тĕрлĕ йывăрлăх витĕр тухса хăйсен ырми-канми ĕçĕсене пула кăна «вилĕмсĕрлĕх» патне çитнĕ. Ачасен пурнăçра ĕçлемесĕр нимĕн те пулманнине ăса хывмалла.

– Сирĕншĕн чи пĕлтерĕшли, ахăртнех, спектакле куракан мĕнле йышăнни. Проект хыççăн вăл хак панă хăш тĕслĕх асра юлчĕ?

– Чи пĕлтерĕшли спектакль хыççăн ачасем классика произведенийĕсемпе кăсăкланни. Сăмахран, çамрăксем Интернетра Моцарт симфонийĕсене итлени, ашшĕ-амăшĕнчен Бетховен мĕншĕн ир пурнăçран уйрăлни пирки ыйтни…

– Спектакле çĕршыври пур ача патне те çитерес туртăм мĕнпе çыхăннă-ши?

– Эпĕ гастроль пурнăçĕпе пурăнма хăнăхнă, мана çынсемпе хутшăнма килĕшет. Спектакле çынсем валли тунă. Манăн тĕллев – ăна май килнĕ таран нумайрах ачана кăтартасси. Мускаври пĕр театрта кăна çакна тума йывăртарах. Ачана пур енлĕн аталантармалла. Эпĕ классика музыкине юратма хистесе каламастăп. Ирĕксĕрлесе мĕне те пулин килĕштерме юрамасть. Ачасене искусствăна майĕпен хăнăхтармалла, сăмахран, пĕр-пĕр ÿнерçĕ куравне, концерта кайса килмелле.

– You Tube каналта сирĕн Ю. Хованский блогерпа «Спроси у своей мамы» клип тухрĕ. Çур сехет хушшинче ăна 500 пин ытла çын пăхса ĕлкĕрчĕ. Çак юрра çырас шухăш мĕнле çуралчĕ?

– Эпĕ çамрăксемпе ĕçлеме юрататăп. Ретроартиста тухас килмест манăн. Саманапа пĕр утăмлă пуласшăн. Паянхи кунсенче рэп блогер культури актуаллă. Интернетра клич ятăм та Юрий Хованский мана кăсăклă шухăш сĕнекенсенчен пĕрремĕш пулчĕ. Малашне çак проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр те.

– Вĕрентÿ функциллĕ спектакль, Шупашкара эсир илсе килнĕскер, классика музыкине юратма хăнăхтарать. Сăмахран, совет саманинчи киносене е Раççей классикĕсене юратма вĕрентекен спектакльсем йĕркелес шухăш пур-и?

– Хальхи вăхăтра спектакль модăра. Пирĕнпе пĕрле Мускаври паллă режиссер Ольга Субботина гастрольсене çÿрет. Эпир унпа вырăссен паллă писателĕсем, ученăйĕсем, ÿнерçисем пирки çакăн евĕр спектакль лартасси çинчен калаçнăччĕ. Çак пысăк ĕç валли патшалăх пулăшăвĕ те кирлĕ. «Перевернуть игру» спектакле чĕркуççисем çинче тунă тесен те йăнăш пулмасть. Малтанлăха пÿлĕм те, труппа та пулман.

– Артистсем пирки каласа параймастăр-ши?

– Артистсене икĕ составпа хатĕрленĕ. Кашни роле, манпа тĕп сăнарсăр пуçне, икĕ артист выляма хатĕрленет. Спектакльте кастинг урлă лекнĕ çамрăк актерсем выляççĕ. Çак проект валли ятарласа 20 яхăн çынна пухнă.

– Гастроль турĕпе миçе хулана çитме планланă?

– Нумайлăха кайма йывăр, Мускавра та ĕç нумай. Шупашкара киличчен Чулхулара пултăмăр, тепĕр кун – Йошкар-Олана. Кĕркунне Атăл тăрăх тура малалла тăсăпăр. Çулталăкра 38 спектакль лартрăмăр. Малтанлăха манăн Мускаври пĕр театрта тĕпленме шухăш пурччĕ. Анчах çакă пысăк аудиторие çавăрса илме май памасть.

– Çак композиторсене, музыка материалне суйлани мĕнпе çыхăннă-ши?

– Кашни композиторăн хăйĕн функцийĕ. Вольфгант Амадей Моцарт ачаллах вундеркинд пулнă, Иоганн Себастьян Бах пысăках мар нимĕç хулинче ĕçленĕ, тĕнчипе паллă пуласса ĕмĕтленмен те, Майкл Джексона миллион çын юратнă, анчах вăл чунĕпе пĕччен пулнă. Эпĕ чи анлă сарăлнисене, чи лайăххисене суйланă. Паллах, ытти композиторăн та халăха мĕн каламалли, выляса памалли пур. Эпĕ ытларах фортепианопа вылясшăнччĕ. Ăçта çакна тума май çук – фонограмма илтĕнет. Çавăн пекех Петр Чайковскин балет темисене те кĕртме шухăшсем пур. Çакна валли çынсем татах та кирлĕ. Спектакль динамикăллă пулмалла, унсăрăн ачасем часах кичемленсе каяççĕ.

– Пĕрремĕш каналпа пыракан «Голос» проектра пултаруллă юрăç нумаййине куратпăр, анчах музыка материалĕ çителĕксĕр. Раççей эстрадине мĕнле хаклама пултаратăр?

– Паянхи кун поп музыка спектакльте сăмах пыракан композиторсен произведенийĕсемпе пĕр шая тăраймасть. Талантлă артист нумай, анчах та Раççей эстради паянхи кунсенче художество пахалăхĕ енчен пĕчĕк шайра.

– Педагогика енне çавăнпах пăрăнмарăр-и?

– Çавăнпа та. Поп музыкăпа кăна аппаланма маншăн кичем те айван пулма пуçларĕ. Консерваторире илнĕ пĕлÿ те вырăнта ларма памасть. Пурнăç тăршшĕпех çакăн патне туртăннă. Шел те, хальхи эстрада музыки композитора хăйне туллин кăтартма май памасть.

– Эсир паян классика музыкине хистесе юратма май çук терĕр. Пĕр интервьюра эсир аçăр гастрольсене кайнă чухне рояль çине пиçиххи хурса хăварни пирки каланăччĕ…

– Çапла, эпĕ ăна айккине илсе хураттăм, атте вара теприне хуратчĕ.

– Дмитрий Юрьевич, тавтапуç ырă калаçушăн.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости