Ен­теш­сем рес­пуб­ли­ка чыс­не хÿ­тĕ­ле­нĕ

Ав­гус­тăн 28-30-­мĕ­шĕ­сен­че Че­ля­бинск об­ла­çĕн­чи Пласт ху­лин­че ял­та пу­рă­на­кан­сен пĕ­тĕм Раç­çей­ри йă­ла­на кĕ­нĕ на­ци спорт тĕ­сĕ­сен ăмăр­тă­вĕ ирт­нĕ. Ăна Раç­çей ял ху­çа­лăх та­та спорт ми­нис­терст­ви­сем пу­лăш­ни­пе «У­ро­жай» спорт об­щест­ви йĕр­ке­ле­нĕ.

Ă­мăр­ту сам­бо ме­лĕ­пе кĕ­ре­ше­кен­се­не та­та ки­ре пу­ка­нĕ йă­та­кан­се­не пĕр çĕ­ре пух­нă. Республика чысне Шу­паш­кар ра­йонĕн 6 спортс­менĕ хÿ­тĕ­ле­нĕ – Ар­тем Щер­ба­ков, Ека­те­ри­на Оси­по­ва, Иван Кле­ментьев, В­ла­ди­мир Охот­ни­ков, Ан­на Д­мит­рие­ва та­та Ни­ко­лай Лап­шин. «У­лăп» спорт­па сыв­лăх цент­рĕн ди­рек­тор çу­мĕ Павел Цвет­ков пĕл­тер­нĕ тă­рăх, Ни­ко­лай Лап­шин 2-­мĕш вы­рăн (57 кг ви­çе­ре), Ар­тем Щер­ба­ков (48 кг), Ека­те­ри­на Оси­по­ва (68 кг), Иван Кле­ментьев (62 кг) 3-­мĕш вы­рăн­се­не çĕн­се ил­нĕ. Самбо мелĕпе кĕрешсе республика ко­ман­ди 4-­мĕш вы­рă­на тух­нă.

Ял­та пу­рă­на­кан­сен пĕ­тĕм Раç­çей­ри йă­ла­на кĕ­нĕ на­ци спорт тĕ­сĕ­сен ăмăр­тă­вĕн­че спортс­мен­сем спор­тăн 17 тĕ­сĕ­пе ту­пă­шĕç. Кă­çал ав­густ-­де­кабрь уйă­хĕ­сен­че ăмăр­ту­сем çĕр­шы­вăн 10 ре­гио­нĕн­че ирт­мел­ле, çав шут­ра Чă­ваш Ен­ре те. Сен­тяб­рĕн 24-26-­мĕ­шĕ­сен­че Шу­паш­кар­та та­та Çĕ­нĕ Шу­паш­кар­та кĕ­ре­шÿ енĕ­пе, утас­си­пе та­та сăрт­лă-­çыр­мал­лă вы­рăн­сен­че чу­пас­си­пе чи хас­тар­ри­се­не па­лăр­тĕç. Пĕ­тĕм Раç­çей­ри йă­ла­на кĕ­нĕ на­ци спорт тĕ­сĕ­сен ăмăр­тă­вĕ ок­тяб­рĕн 10-­мĕ­шĕн­че Якутск­ра вĕç­ле­нĕ.

 Ве­ра Шу­ми­ло­ва

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости