«Зеб​ра» – ви​лĕм вы​рă​нĕ мар!

Кÿ​кеç­ри «Би​чу​рин та​та халь​хи са​ма​на» му​зей​пе çу​мăн ир​те​кен трас​са ур​лă каç­мал​ли вы​рăн кун​та пу​рă​на​кан​се​не те, ĕç­ле​ме çÿ​ре​кен​се​не тах​çан​тан​пах ка​лаç­та​рать. Ый​тă​ва тат​са па​ман​ни​пе вăл паян​хи кун та уçă, çи​вĕч​лĕх​не çу​хат​масть.

С​та​тис​ти​ка хы​пар​лать

Ун​тан кул​лен вун-​вун çын те​пĕр ен​не каç­са му​зея кĕ​рет, шку​ла, боль​ни​цă​на е ыт​ти çĕ​ре вас​кать. Фе​де​ра​ци пĕл​те​рĕш​лĕ трас​сă​па та​лăк​ра пин-​пин ав​то​ма​ши​на ир​тет, чы​ла​йă​шĕ – пы​сăк тиев​лĕ. «Зеб​ра» тĕ​лĕн​че све​то​фор выр​наç­тар​ман​ни çу​ран çÿ​ре​кен​се​не чăн​ни​пех те пы​сăк чăр​мав кÿ​рет. Çул ур​лă каç­мал​ли вы​рăн çын​сем​шĕн, уй​рă​мах ача​сем​пе ин​ва​лид​сем​шĕн, чă​ни​пех хă​руш​лăх кă​лар​са тă​ра​тать. Çак​на ста​тис​ти​ка та çи​рĕп​ле​тет. Юлаш​ки 5 çул​ти кă​тар​ту​се​не тиш​ке​рер-​ха. 2010 çул​та «​зеб​ра» па​тĕн​че пу​рĕ 2 ава​ри ре​гист​ра​ци​ле​нĕ, ун​та 2 çын су​ран​лан​нă; 2011 çул​та 5 ава​ри пул​нă, 6-ăн су​ран​лан​нă; 2012 çул​та ва​ра çав вы​рăн​ти 2 ава​ри​ре 2-ĕн аман​нă, вил​нĕ тĕс​лĕх те пур – 1; 2013 çул​та кал​лех хур​лăх​лă ста​тис​ти​ка: 3 ава​ри​ре 3-ĕн пур​нăç­ран уй​рăл​са кай​нă, су​ран​лан​нă тĕс​лĕх – 1; кă​çал​хи кă​тар​ту пир​ки: ГИБДДн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи уй​рă​мĕн​че паян​хи кун тĕл​не ун​та 1 ава​рие ре​гист​ра​ци​ле​ни​не пĕл​те​рчĕç, 1 çын аман​нă.

Ин​кек тÿ​се​кен​сен йы​шĕн​че çи​тĕн​ни​сем кă​на мар, ача​сем те. Сă​мах​ран, 2011 çул​та 2 ача аман​нă. Кун​та те​пĕр çит​мен​лĕх те пур. «Зеб​рă​па» «Ка​тю​ша» ка​фе ен​не каç­сан çу​ран çÿ​ре​кен​сем пы​сăк тиев​лĕ ма​ши​нă​сен ав​тос​тоян​ки​не ле​кеç­çĕ, вĕ​сен вал​ли тро​туар çук, çула «​фу​рă​сем» пÿ​леç­çĕ – çа​кă та пур​нăç­шăн хă​ру​шă.

Çи​вĕч ый​ту

А​сăн​нă вы​рăн​ти «​зеб​ра» вы​рă​нĕн​че хă​руш​сăр​лăх тĕл​ле​вĕ​пе мĕн​ле ĕç­сем ту​са ирттер​мелле? Çак​на ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​йĕн​че хă​руш​сăр​лăх ый​тă​вĕ​сем​пе ĕçлекен ко​мис​си ла​рă​вĕн​че те​ми​çе хут​чен те сÿт​се яв​нă. Çул çи​йĕн ка​çă ту​мал​ла, е çул айĕн-и?.. Тĕр​лĕ шу​хă​ша па​лăрт​нă, ан​чах ра​йон​ти влаç ор​га​нĕ​сем çак ый​тă​ва тат​са па​рай​ман, мĕн​шĕн те​сен асăн​нă çул фе​де​ра​ци хар​пăр​лă​хĕн​че тă​рать.

Çи​вĕч ый​ту ра​йо​нăн Де​пу​тат​сен Пу​хă​вĕн де​пу​та​чĕ​се​не те ка​нăç па​масть. Алек​сандр Анд​реев де​пу​тат пĕл​тер​нĕ тă​рăх, вĕ​сен уш​кă​нĕ «а​сăн​нă «​зеб​ра» хă​руш​сăр​лăх вы​рă​нĕ пул​тăр те​се те​ми​çе хут​чен те ме​рă​сем йы​шăн​ма ыйт​нă». Кă​çал ав​густ уйă​хĕн​че ва​ра де​пу​тат​сем ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​йĕн пуç­лă​хĕ пат​не çы​ру​па тух​нă. Ра​йон ад​ми​нист​ра​ци​йĕ Упр​дор «Вол​га» ФКУ-​ран ху​рав ил​сен çап​ла хы​пар​ла​нă: «2014 çул​хи 4-​мĕш квар​тал​та М-7 «Вол​га» ав​то​çу​лăн палăртнă вы​рă​нĕн​че кноп​кă​па «​чĕ​не​кен» све​то​фор выр​наç­тар​мал​ла».

Кÿ​кеç­ри Биз​нес-​центр​тан ин​çех мар çĕр айĕн​чен каç­мал​ли вы​рăн пур, чы​ла​йă​шĕ çа​вăн​тан çÿ​рет, ан​чах вăл пу​рин​шĕн те, уй​рă​мах су​сăр​сем​шĕн, мел​лĕ мар. Ко​ляс​кă​па ан​са хă​пар​ма йы​вăр​ри​не ун​та пул​нă каш​ни çын ăн​ла​нать. Ма​ла​рах асăн​нă çы​ру​ра çав вы​рă​на ре​конст​рук​ци​ле​меш​кĕн проект​па сме​та до​ку​мен​чĕ​се​не ту​ма заяв​ка па​ни​не те пĕл​тер​нĕ. А​сăн​нă «​зеб​рă​па» каç­са çÿ​ре​кен​сен шу​хăш-​кă​мă​лĕ​пе эпир те кă​сăк​лан​тă​мăр. Пĕ​ри​сем ун​та ним хă​руш​ши​не те кур​маç­çĕ пул​сан, теп​ри​сем, шăпа çын​нăн хă​йĕн ал​лин​че пул​ни​не пĕл​тер​чĕç.

Ю​рий ПОЛЯКОВ, Çул-​йĕр хă​руш​сăр​лă​хĕн пат​ша​лăх инс​пек​ци​йĕн Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​чи уй​рă​мĕн пуç­лă​хĕ:

– Упр​дор «Вол​га» ФКУ ди​рек​то​рĕ пат​не те​ми​çе хут​чен те çы​ру​па тух​са «Би​чу​рин та​та халь​хи са​ма​на» му​зей​ран ин​çех мар выр​наç­нă «​зеб​ра» (о​фи​циал​лă вăл – М-7 «Вол​га» çу​лăн 656 км+ 180 м) па​тĕн​че çул çи​йĕн каç­са çÿ​ре​мел​ли вы​рăн ту​ма ыйт​нă. Вĕ​сен ху​ра​ва çи​тес çул​сен​че по​се​лок​ран ин​çех мар çав​рăн​са кай​мал​ли трас​са тă​вас план​па çы​хăн​та​раç­çĕ, урăх​ла ка​ла​сан çав​ра çу​ла сар​сан Кÿ​кеç ур​лă та​лăк​ра халь​хи пек пин-​пин ав​то​ма​ши​на ирт​мел​ле мар, трас​са ур​лă каç­са çÿ​рес хă​руш​лăх та ча​кать.

Ха​льхи вăхăтра «​зеб​ра» па​тĕн​че çул ур​лă каç­маш​кăн ним​ле май​па та йĕр​ке​ле​се тă​ман вы​рăн пур​ри​не па​лăр​та​кан све​то​фор пур.

Э​дуард МИТРОФАНОВ, Чă​рăш​кас​си:

– Кун​тан час-​ча​сах каç­са çÿ​ре​мес​тĕп эпĕ, уйăх​ра 1-2 хут​чен кă​на. Боль​ни​цă​на кил​ке​ле​тĕп, паян та ак ун​та çул тыт​нăч​чĕ. Çа​кăн​ти «​зеб​рă​па» каç­ма хă​ра​мас​тăп, ма​ши​нă​сем ча​рăн​ни​не кур​са ĕне​не​тĕп те хăюл​лă​нах çула тăса​тăп.

А​ли​на ПАВЛОВА, Кÿ​кеç:

– Уйăх​не 2 хут​чен боль​ни​цă​на ки​ле​тĕп. Кун​тан çул ур​лă час-​ча​сах каç­мас​тăп пу​лин те ман​шăн вăл хă​ру​шă вы​рăн, çу​ран çын​сем вал​ли çул çи​йĕн каç­мал​ли ту​сан ла​йăх​рах.

ЛЮ​БОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости