Икĕ хут уяв

Июнĕн 12-мĕшĕ Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Малти Ункăпуç ялĕнче пурăнакансемшĕн икĕ хут уяв пулса тăчĕ. Кунта çĕнĕ клуб уçăлчĕ.

Раççей кунне паллă тунă кун, район «Акатуйĕ» умĕн, Раççейри Литература çулталăкĕнче культура çуртне уçни – чăннипех пĕлтерĕшлĕ пулăм. Малтиункăпуçсен ял уявĕ иртекен вырăнта 80 çын вырнаçмалăх клуб кĕске хушăрах çĕкленчĕ. Халĕ кунта ачасен площадки те ĕçлет, тикĕс çул сарнă. Хăнасене çăкăр-тăварпа ырă сунса кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă мероприятие Шупашкаркасси ял клубĕн ертÿçи Любовь Иванова ертсе пычĕ. Çĕршыв, республика гимнĕсем янăранă хыççăн райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров тата ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев, çавăн пекех ял тăрăх депутачĕ Вячеслав Спиридонов ачасемпе пĕрле хĕрлĕ хăйăва касрĕç, культурăн çĕнĕ çуртне уçрĕç. Чи малтанах клуб алăкне уçса 5-мĕш класа куçнă Артем Бусов кĕчĕ. Авалхи йăлана тĕпе хурса Котеркассинчи фольклор çурчĕ çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Михайлова ертсе пыракан «Шуртан» фольклор ушкăнĕ «Çĕнĕ пÿрт ĕçки» юрăпа ташăллă сценăна лартса пачĕç.

Çакăн хыççăн Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕ сăмах илчĕ: «Ку районти 4-мĕш çĕнĕ пÿрт. Сергей Сорокин предприниматель тата Атăлъял çыннисен пуçарăвĕпе çĕнĕ ырă юхăм йăл илчĕ. Çакăнта çамрăксем шашкă-шахматла выляма, юбилейсемпе ваттисене саламлама, уявсем ирттерме пухăнччĕр», – терĕ. Унтан культура учрежденийĕн ертÿçине Вячеслав Спиридонова клуб ĕçĕ-хĕлне йĕркелеме райадминистрацинчен 30 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. «Хамăр тăрăшнипе, администраци пулăшнипе çакăн пек илемлĕ çурт çĕкленчĕ», – терĕ Вячеслав Спиридонов чĕререн тав тунă май. Георгий Иванович ялти тăрăшуллă çынсене – Вячеслав Спиридонова, Елена Барабаша тата Людмила Ермаковăна – хисеп грамотисемпе чысларĕ. Тав хучĕсене вара Валентина Мочаловăпа Зинаида Мадикова тата çак йĕркесен авторĕ тивĕçрĕç. Вăрман- Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев ял пурнăçне хастар хутшăннă 13 çынна хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕ.

Йăлăна кĕнĕ тăрăх, çĕнĕ пÿрт уçнă чухне парнесем параççĕ. Любовь Иванова клуба утюг парнелерĕ. Райадминистрацин культура, туризм тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Ольга Матина гитара, Инна Свинцова культура ĕçченĕ музыка инструменчĕсем илсе килнĕ. Чантăрти культура çурчĕн ертÿçи Вера Иванова та пушă алăпа килмен, клуба лашасене сăнлакан пысăк картина парнелерĕ. Куракансене районти тĕп культура çурчĕ çумĕнчи Инна Свинцова ертсе пыракан юрăпа ташă, Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор, Чантăрти культура çурчĕ çумĕнчи Вячеслав Вахтеркин ертсе пыракан «Пилеш» юрăпа ташă тата Малти Ункăпуçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Чи кĕçĕннисем те хĕпĕртерĕç çĕнĕ клубшăн, сцена умĕнчен хăпма пĕлмесĕр ташларĕç. Виктория Никитина, чечек евĕр тумланнăскер, «Почему на голове не растут цветочки» юрра шăрантарчĕ. Артем Бусов аккордеон каласа кашнин кăмăлне тупрĕ. «Хальлĕхе пирĕн ушкăнра гармонист çук-ха. Артем çитĕнессе кĕтĕпĕр», – терĕ Елена Барабаш шÿтлесе. Чăн та ĕнтĕ, пултаруллă çынсене хăйĕн таланчĕпе савăнтарма, клуб çуртне аталантарма май пултăр тесе çĕкленĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости