СĂНСЕМ
Иртнĕ çул вĕçĕнче республикăри пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсемшĕн паха парне – «Илĕртÿллĕ манми Чăваш Ен» çĕнĕ юрăсен пуххи – пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ – вĕрентекен, илемлĕх ертÿçи, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш наци ăслăлăхĕпе ÿнерĕн академикĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн пайташĕ, ĕç ветеранĕ Анатолий Печников. Кĕнекене композитор Шупашкар хули 555 çул тата Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕ 60 çул тултарнине халалланă. Анатолий Александрович иртнĕ çул 70 çулхи юбилейне паллă турĕ, çавăн пекех вăл пултарулăх ĕçне тытăннăранпа 55 çул тата юрăсем кĕвĕлеме пуçланăранпа 25 çул çитрĕ.
– Анатолий Александрович, эсир ăçта, мĕнле çемьере çуралса ÿснĕ?
– Эпĕ 1954 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Туктамăш ялĕнче çуралнă. Манăн атте Александр Степанович ĕмĕр тăршшĕпех колхозра платниксен бригадинче ĕçленĕ. Анне Роза Федоровна ялти шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă. Унсăр пуçне, шкулти ташă ушкăнĕпе ĕçлетчĕ. Эпĕ мĕн астăвасса пирĕн килте музыка янăратчĕ. Анне гитара, балалайка тата мандолина калама пĕлетчĕ, чăваш, вырăс халăх юррисем тата романссем юрлатчĕ. Атте те юрлама юрататчĕ. Манăн кукаçи Федор Мидаков питĕ пултаруллă çын пулнă. Вăл 1914-16 çулсенче Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕнче тăватă сасăпа юрлакан хорпа ĕçленĕ. Ун чухне вăл 16-17 çулта пулнă. Кайран Хĕрлĕ Чутай тата Туктамăш шкулĕсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах ачасен хорне тата халăх инструменчĕсен оркестрне ертсе пынă. Питех те шел, эпĕ ăна кураймарăм. 1938 çулта кукаçине айăпсăр репрессиленĕ те унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Каярахпа унăн таса ятне тавăрнă.
– Музыкăн илĕртÿллĕ тĕнчипе паллашасси епле пуçланчĕ?
– Пирĕн ачалăхра телевизорсем пулман, çавăнпа килте ир пуçласа çывăрма выртичченех радио сасси илтĕнетчĕ. Эфирта вара тĕрлĕ музыка кăларăмĕсем те пыратчĕç. Эпĕ, паллах, вĕсене итлеттĕм. Нумай паллă музыка произведенийĕ манăн чун-чĕрене кĕрсе юлнă. Çав шутра Моцартăн 40-мĕш симфонийĕ, Чайковскин «Лебединое озеро» тата «Щелкунчик» балечĕсем, Верстовскин «Аскольдова могила» тата Федор Васильевăн «Шывармань» оперăсенчи хĕрсен юррисем. Тамара Чумаковăпа Мефодий Денисов сассисем тыткăнлатчĕç. Хамăн пурнăçа музыка тĕнчипе çыхăнтарасси çак самантсенчен пуçланнă тесе шухăшлатăп.
Ялти купăçăсем вылянине пикенсех итлеттĕм. Хамăн та çак хатĕре алла тытас килетчĕ. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне инçех мар пурăнакан тăвансем ачисем валли купăс туянчĕç. Вара эпĕ пушă вăхăтра вĕсем патĕнчен тухма пĕлмерĕм. Хамах малтан пĕр алăпа, кайран иккĕшне пĕрлештерсе чăваш тата вырăс кĕввисене выляма пуçларăм. Шкулта купăс пурччĕ, ăна та алла илеттĕм. Çакна курсан мана концертсене хутшăнтарма пуçларĕç. Анне хут купăс илсе пачĕ. Кайран баян та калама вĕрентĕм.
– Эсир мĕн пĕчĕкрен хăвăр тĕллĕн вĕренсе пынă. Музыка енĕпе пĕлĕве ÿстерес туртăм пулнă-тăр?
– 1967 çулта Хĕрлĕ Чутайра музыка шкулĕ уçăлчĕ. 13 ачана баян уйрăмне, 12-шне – фортепиано енĕпе илмелле терĕç. Пĕтĕмпе 300 ытла ача вĕренме кĕресшĕн пулчĕ. Çулпа аслăраххисене, музыка шкулне вĕренсе пĕтереймест тесе, илесшĕн пулмарĕç. Эпĕ баян каласа хам тĕллĕн вĕреннĕ «На сопках Маньчжурии» вальса выляса кăтартрăм та мана вĕренме илчĕç. Музыка шкулĕн директорĕ тата баян калама вĕрентекенĕ Геннадий Языков пулчĕ. Вăл 1966 çулта Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи вĕрсе каламалли инструментсен уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.
Питĕ тăрăшса вĕрентĕм. Виççĕмĕш çул пире, тăватă вĕренекене, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкул хорĕ умне баянсемпе лартрĕç. 1970 çулта В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалласа республикăри шкул ачисем хушшинче пысăк фестиваль ирттерчĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи ачасен хорĕ лауреат ятне тивĕçрĕ, Чăваш академи драма тетрĕн сцени çинче ирттернĕ фестивале пĕтĕмлетекен концерта хутшăнчĕ. Пире Чăваш телекуравĕн эфирĕнче кăтартрĕç. Мана республикăн культура министрĕ Иван Маркелов Хисеп хучĕпе чысларĕ. Çакă, паллах, питĕ хавхалантарчĕ. Эпĕ шкулта 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хамăн шкул хыççăнхи пурнăçа музыкăпа çыхăнтаратăп тесе шухăшларăм.
– Тĕллеве пурнăçлама йывăр пулчĕ-и?
– 1971 çулхи кăрлач уйăхĕ вĕçленсе пыратчĕ. Эпĕ шкулта 10-мĕш класра вĕренетĕп. Çав кунсенчен пĕринче Хĕрлĕ Чутая Шупашкартан пысăк мар пултарулăх ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вăл ушкăнра Николай Виноградов юрăç, Юрий Кудаков баянист тата Петĕр Тихонов-Ялкир поэт пулчĕç. Питĕ кăмăллă тĕлпулу иртрĕ вĕсемпе. Эпĕ вара Юрий Кудаков Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи музыкăпа педагогика факультетĕнче баян калама вĕрентнине тата композитор пулнине пĕлтĕм. Вăл кĕвĕленĕ «Хурлăхан» юрра Николай Виноградовпа пĕрле чуна пырса тивмелле юрларĕç. Манăн Юрий Дмитриевичпа калаçас килчĕ. Анчах тĕлпулу вĕçленсен ун тавра çын нумай пулнăран пыма хăяймарăм. Шупашкартан килнĕ хăнасем тумланчĕç, сывпуллашрĕç те автостанци еннелле утрĕç. Вара эпĕ хăюлăх çитертĕм те хыççăн чупрăм. Çанталăк ун чухне питĕ сивĕ тăратчĕ. Хăваласа çитрĕм те Юрий Дмитриевича: «Сирĕнпе кăштах калаçса илме юрать-и?» – терĕм. Вăл чарăнчĕ. Эпĕ вара хамăн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕрес килни çинчен каларăм. Юрий Дмитриевич унта мĕнле экзаменсем тытмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ те ним хăрамасăр пыма чĕнчĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан документсене Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи музыкăпа педагогика факультетне кайса патăм. Конкурс пĕр вырăна пилĕк çын пулчĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕтĕм. Студент çулĕсем питĕ телейлĕ пулчĕç. Манăн кунта ачаранах çуралнă ĕмĕт пурнăçланса пычĕ. Пире чăваш музыкинчи питĕ паллă çынсем вĕрентрĕç. Вĕсен шутĕнче: Федор Васильев, Тимофей Фандеев, Петр Федоров композиторсем. Баян калама вĕренме мана хăйĕн класне Аркадий Чернов профессор илчĕ. Ку маншăн пысăк телей пулчĕ. Ун патĕнче вĕреннĕ вăхăтсем, вăл каланă сăмахсем халĕ те асрах. Тăваттăмĕш курс вĕçĕнче пире çакăн пек ыйту пачĕç: «Институтра вĕренсе пĕтериччен мĕн каласа хăварнă пулăттăр?» Эпĕ çакăн пек хурав патăм: «Манăн факультетран халех каяс килмест, тата тепĕр çул Аркадий Васильевич патĕнче вĕренесчĕ», – терĕм. Пĕр вăхăт тепĕр студентпа пĕрле биологипе хими факультетĕнчи студентсен пултарулăх ушкăнне ертсе пытăмăр. Вĕсемпе те, хамăр факультетри студентсемпе те нумай концерт лартрăмăр. 1975 çулта институтран ăнăçлă вĕренсе тухрăм.
– Ĕçлеме ăçтарах ячĕç вара сире?
– Чита облаçĕнчи Сретенск хулинче вырнаçнă педагогика училищине ячĕç. Унта вĕренекенсене баян калама вĕрентрĕм. Унтанах мана хĕсмете кайма повестка пачĕç. Баян калама пĕлни маншăн çарта питĕ лайăх пулчĕ. Музыка пур çĕрте те кирлĕ. Пĕр вăхăт гарнизон çумĕнчи шкулта музыка учителĕ пулмарĕ, вара мана штаба чĕнсе илсе унта ĕçлеме хушрĕç. Çак шкулти ачасен ушкăнĕпе Чита хулинче ирттернĕ фестиваль-конкурс лауреачĕ пулма тивĕçрĕмĕр. Çитĕнÿшĕн дивизи командирĕ Жданов генерал-майор мана Хисеп хучĕпе чысларĕ.
– Чита облаçĕ пирĕнтен çав тери аякра. Тăван кĕтесех таврăнас килчĕ пуль?
– Паллах, çуралнă тăрăхах чун туртрĕ. Çартан таврăнсан 1977-83 çулсенче Хĕрлĕ Чутайра музыка шкулĕнче ачасене баян калама вĕрентрĕм, тăватă çул патнелле директорта тăрăшрăм. Унта ĕçлекен Виктор Красноперовпа, кайран Василий Романовпа концертсенче икĕ баян валли çырнă произведенисене сахал мар вылярăмăр. Туктамăшри 8 çул вĕренмелли шкулта музыка урокĕсене ертсе пытăм. Унсăр пуçне «Ял хуçалăх техникинчи» тата çынсен йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатри пултарулăх ушкăнĕсемпе те ĕçлерĕм. 1982-87 çулсенче куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕрентĕм. Ăнăçлă вĕренсе тухса алла истори вĕрентекенĕн дипломне илтĕм.
– Сире Шупашкар тăрăхĕнче пурăнакансем пирĕн районти паллă композитор тесе хисеплеççĕ.
– Чăнах та, 1983 çулта пурнăç çулĕ мана Шупашкар районĕнче вырнаçнă Иккасси ялне илсе çитерчĕ. 30 çул ялти вăтам шкулта музыка, истори тата обществознани вĕрентрĕм. 1994-98 çулсенче шкул директорĕн тилхепине те тытса пытăм. Шкул ачисен хорĕпе ĕçлерĕм. Эпĕ ертсе пынипе хор тĕрлĕ фестиваль-конкурсра тăтăшах малти вырăна тухатчĕ. Иккасси ачисемпе Чăваш радио эфирĕн кăларăмĕсенче те пултăмăр. 1988 çулта ачасенчен купăсçăсемпе баянистсен ансамбльне йĕркелерĕм. 1992 çулта Чăваш телекуравĕ ирттерекен «Янра, хуткупăс» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр та пире икĕ хутчен телекăларăмсене кĕртрĕç. 1997 çулта купăсçăсен ансамблĕ республика шайĕнче ирттернĕ «Чăваш чечекĕсем» фестиваль лауреачĕн ятне тивĕçрĕ. Темиçе хутчен те «Район ахахĕсем» фестивальте пĕрремĕш вырăнсене тивĕçрĕмĕр. Ансамбльте вылякан тăватă ача Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи музыкăпа педагогика факультетĕнчен вĕренсе тухса алла диплом илчĕç. 2012-21 çулсенче Шупашкар районне кĕрекен Мăнал тата Çатракасси ялĕсенчи вăтам шкулсенче ĕçлерĕм, музыка, истори тата обществознани урокĕсене ертсе пытăм. Пĕр вăхăт çав çулсенчех Кÿкеçри 23 -мĕш вăтам пĕлÿ паракан професси училищинче истори, обществознани вĕрентрĕм. Унсăр пуçне вĕренекенсемпе вĕрентекенсен хорĕсене ертсе пытăм. Республика шайĕнче ирттернĕ фестиваль-конкурссенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнтăмăр.
Хĕрĕх çул патнелле Иккассинчи культура çурчĕ çумĕнче хĕрарăмсен «Çăлкуç» ансамбльне йĕркелесе ертсе пытăм. Кăшкăрмасăр, пĕр-пĕрне итлесе, темиçе сасăпа юрлама вĕрентме тăрăшрăм. «Çăлкуç» Шупашкар округĕнче те, республика шайĕнче те палăрчĕ, халăх ятне илме тивĕçрĕ. Ансамбль репертуарĕнче чăваш тата вырăс халăх юррисем, чăваш, вырăс композиторĕсем кĕвĕленĕ юрăсем янăрарĕç. Оперăсенчи хор сценисене те юрлама вăй çитертĕмĕр. Вăл шутра: А.Верстовскин «Аскольдова могила» тата Ф.Васильевăн «Шывармань» оперăсенчи хĕрсен юррисем. Хам кĕвĕленĕ юрăсене те нумай юрларăмăр. Республика тата район шайĕнче ирттерекен халăх пултарулăхĕн фестиваль-конкурсĕсенче малти вырăнсене тивĕçрĕмĕр. Концертсемпе республикăри нумай районта тата Тутарстанпа Мускава та çитрĕмĕр. Чăваш телекуравĕпе радио эфирĕсенче те пĕрре кăна мар пултăмăр.
– Анатолий Александрович, хăçантанпа юрăсем кĕвĕлетĕр? Мĕнле пуçланчĕ çак çĕнĕ пусăм?
– Юрăсем эпĕ 1999 çултанпа кĕвĕлетĕп. Пĕррехинче Иккассинче Петĕр Ялкир поэт хăнара пулчĕ. Вăл шкул ачисемпе, учительсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Тĕлпулу вĕçнелле хăйĕн сăвă кĕнекисене парнелерĕ. Мана та манса хăвармарĕ. Вăл кĕнекесенче ытларах ачасем валли çырнă сăвăсемччĕ. «Çутă ĕмĕтсем» мана уйрăмах килĕшрĕ. Вара тепре тĕл пулсан Петр Алексеевичран: «Кам та пулин ку сăвăпа юрă кĕвĕленĕ-и?» – тесе ыйтрăм. «Никам та кĕвĕлемен, хăв тытăнса пăх», – хуравларĕ поэт. Çапла манăн пĕрремĕш юрă çуралчĕ. Чи малтан çĕнĕ юрра Чăваш композиторĕсен ассоциацине кайса кăтартрăм. Ассоциаци ертÿçи Николай Зимин юрра пианинопа выляса пăхрĕ те ырларĕ. Канашсемпе сĕнÿсем пачĕ. «Ыйтусем сиксе тухсассăн кил, пăхса тухăпăр», – терĕ. Каярах та мана нумай пулăшрĕ. Часах çак юрра ялти культура çуртĕнче ирттернĕ концертра Иккасси шкулĕнчи ачасен хорĕ юрларĕ. Куракан питĕ лайăх йышăнчĕ. Малалла вара çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем кĕвĕленчĕç. Пĕрремĕш хут вĕсене Иккассинчи шкул ачисемпе «Çăлкуç» ансамбль шăрантарчĕç. Паллах, юррăмсене паллă юрăçсене те сĕнсе пăхас килчĕ. Хăюлăх çитерсе Чăваш патшалăх филармонине кайрăм. Унта Тамара Гурьева, Зоя Лисицына, Виталий Гордеев Чăваш халăх артисчĕсемпе тĕл пултăм. Часах вĕсем «Чи юратнă çыннăм, анне», «Парнелетĕп сана юрату юррине», «Ĕмĕр пулăпăр пĕрле» юрăсемпе концертсене хутшăнма пуçларĕç, Чăваш радио эфирне те кăларчĕç. Çакă мана питех те хавхалантарчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Маргарита Туринге юрланине мăшăрпа иксĕмĕр те килĕштереттĕмĕр. Ун чухне вăл «Çеçпĕл» ансамбльте юрлатчĕ. Ăна та юррăмсене кăтартрăм. Часах вăл «Пурнăç çĕр çинче пĕрре» тата «Ырă сун» юрăсене Чăваш телекуравне кăларчĕ.
2001 çулта мана Чăваш композиторĕсен ассоциацине илчĕç. Юрăсемпе тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнма пуçларăм. 2004, 2006 çулсенче «Эсĕ чĕрере» тата «Тăван ял» юрăсем Красноармейски салинче ирттерекен «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль-конкурсра ансамбльсем валли çырнă юрăсен номинацийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. 2021 çулта çав номинацирех «Телей, аннеçĕм, эс пурри» юрă (сăвви Зоя Сывлăмпин) иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Ачасем валли кĕвĕленисем те республика шайĕнче палăрчĕç. 2009 çулта Кÿкеçри искусство шкулĕнче вĕренекен Настя Егоркина «Ах, тутлă-çке çĕрулми» юрăпа (сăвви Надежда Силпин) Чăваш телекуравĕ ирттерекен «Мехел» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 2015 çулта Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Наталья Романова «Мехел» конкурсра «Анне ытамĕнче» юрăпа (сăвви Надежда Силпин) иккĕмĕш вырăна тухрĕ. 2023 çулта чăваш композиторĕсем хушшинче Педагогпа наставник тата телейлĕ ачалăх çулĕсене халаласа «Музыка ачасем валли» республикăра ирттернĕ конкурсра манăн тăватă юрă тĕрлĕ номинацире малти вырăнсене йышăнчĕç: «Аппăшĕпе йăмăкĕ» (сăвви Зоя Сывлăмпин) 1-мĕш вырăн, «Пĕлÿ тĕнчи» (сăвви Зоя Сывлăмпин) 2-мĕш вырăн, «Ах, тутлă-çке çĕр улми» тата «Анне ытамĕнче» (сăввисем Надежда Силпин) 3-мĕш вырăнсем.
Унсăр пуçне тĕрлĕ коллективра, шкулсенче шăрантараççĕ. Çакă мана хавхалантарса пырать, çĕнĕ юрăсем кĕвĕлеме вăй-хăват парать.
Роза ДЕМЕНЦОВА калаçнă