ХŸТЛĔХ
Ача сусăр çуралсан хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ унпа çыхăннă йывăрлăхсене тÿсеймесĕр тĕпренчĕкне интерната парать. Кÿкеçри ăс-тăн енчен аталанса çитеймен ачасен интернатĕнче çавăн пек шăпаллисем пурăнаççĕ. Çак çурт вĕсемшĕн – тăван кил вырăнĕнче.
Интернатра сусăр ачасене аталанса ÿсмешкĕн пĕтĕм услови пур: воспитанниксем уйрăмшар ушкăнра пурăнаççĕ, вылямалли, çывăрмалли, вĕренмелли пÿлĕмсем пур. Кашнине реабилитацин уйрăм программипе аталантарма, ÿссе çитнĕ çĕре хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхтарма тăрăшаççĕ.
Яшсемпе хĕрсем тирпейлеме, çи-пуçа çума, якатма, апат пĕçерме вĕренеççĕ. Хваттере куçсан Саша пĕтĕм ĕçе пурнăçлама хăнăхнă. Хăй тĕллĕн пурăнма пултарнăран тăлăха патшалăх хваттерпе тивĕçтернĕ – Улатăр округĕнче çуралнăскере çав тăрăхра панă. Хальлĕхе унта вăл канмалли кунсенче кайса çÿрет. Коммуналлă тата ытти тăкакшăн тÿлеме, счетчиксен кăтартăвĕсене пама та пĕлет Саша.
Интернатра – тăван килти пекех
