Информаци уçлăхĕнче вăй хуракансене чысларĕç

УЯВ

                                            

Иртнĕ эрнере массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç.

Савăнăçлă ларăва уçнă май вице-премьер-экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллă кунсен ячĕпе саламларĕ.

– Пĕр самантлăха та чарăнса тăман информаци юхăмĕ улшăннине, пурнăçа çĕнĕ технологисемпе хатĕрсем кĕрсе пынине пĕлетĕп, халĕ пурне те сăнаса тăма питĕ кăткăс. Чи кирли – сăмах вăйне, çав шутра хамăр тăвакан ĕç çине çаврăнса пăхма хистекеннине, çав-çавах парăнса ĕçлетĕр, – терĕ вăл.

Вице-премьер патшалăх наградисем пачĕ. Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята Элĕк районĕн «Пурнăç çулĕпе» хаçачĕн тĕп редакторне Марина Леонтьевăна пама йышăннă. Тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хутне Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçатăн редакторĕсем Александр Клейман тата Дмитрий Новак, менеджерĕ Татьяна Петрова, Çĕмĕрлери «Вперед» хаçатăн кăларăм редакторĕ Алексей Мурашкин, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ информаци тытăмне математикăпа тата аппаратпа тивĕçтерессин кафедрин заведующийĕ Татьяна Копышева тивĕçрĕç.

– Ĕç кунне çĕнĕ хыпарсенчен пуçлатăп, вĕсене çынсем патне епле çитересси журналистсен ăсталăхĕнчен нумай килет. Эсир вăл е ку шухăша обществăра саратăр, тĕрĕс информаци пĕлтерсе нумай фейкпа кĕрешетĕр, – терĕ Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров МИХ ĕçченĕсен пĕр ушкăнне Тав хучĕ панă май. – Çак ĕç питĕ яваплă. Эпĕ республикăри МИХсен чылай телеграм-каналне çырăннипе пĕрлех прессăпа та паллашса тăратăп, РФ Федераци Канашĕнчи хамăн ĕç çинчен пĕлтеретĕп. Паллах, информаци уçлăхĕнче Чăваш Ен МИХĕсем те курăмлă вырăн йышăнаççĕ, пирĕн журналистсем Раççей шайĕнче çитĕнÿ час-часах тăваççĕ. Аталанса пыракан искусствăлла интеллект экономикăн тĕрлĕ сферине, çав шутра медиана та, кĕрсе пырать, мĕншĕн тесен конкуренцие ăнăçлă чăтса ирттерессишĕн, отрасльте ăнăçлă ĕçлессишĕн компанисен тăкак сахалрах курма тивет. Сотрудниксем ÿлĕм вăя нумай илекен чылай «хура» ĕçрен пушанĕç те пултарулăхăн кăткăс тĕллевĕсене пурнăçлама ярĕç. 

Пуçтарăннисене уяв ячĕпе РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков та саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ, журналистсем пурнăçлакан кăткăс ĕçшĕн тав турĕ.

– Эсир çынсене, çав шутра Патшалăх Думин депутачĕсене те, тивĕçлĕ воспитани паратăр, тухăçлăрах, суймасăр ĕçлеме хистетĕр, суйсан – тĕрĕссине, вĕсем мĕнле сăмахсем каланине, мĕнле ĕç тунине пĕлтеретĕр, – терĕ вăл Шупашкар округĕнчи «Тăван Ен» хаçат редакцине вулакансене информаци вăхăтра пĕлтерсе тăнăшăн Тав хучĕ панă май. – Çак уйăх вĕçĕнче республикăна Раççей Тĕп банкĕн специалисчĕсем килĕç, Финанс тата Экономика аталанăвĕн министерствисенче пулса цифра тенкине – çĕршывăн наци валютин çĕнĕ формине – пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мероприятисен планне уçăмлатĕç. Цифра тенкипе малашне Раççейĕпех усă курĕç, эсир вара çак ĕç епле вăй илни çинчен те пĕлерсе тăрăр. Шупашкарти Калинин урамĕнче Сергий Радонежский храмне тунине пĕлетĕр ĕнтĕ, анчах укçа пулманран строительство чарăнса тăчĕ. Ыр кăмăллăх тĕллевĕпе ку ыйтăва татса парассишĕн цифра финанс активĕн инструменчĕпе усă курма тытăнтăмăр, çапла майпа çеç ĕç вырăнтан тапранчĕ. Кăсăклансах хайхи актива республикăри предприятисем те туянма тытăнчĕç. Храма уçма Шупашкара çитес çул Мускав тата пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл килессе кĕтетпĕр.

Чăваш Енри МИХсен ĕçне Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – Экономика политики, бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Виктор Горбунов пысăка хурса хакларĕ, ĕçе лайăхлатсах пыма ырă сунчĕ, республикăн цифра, информаци политики тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрне Михаил Степанова «Чăваш Республикин Патшалăх Канашне – 30 çул» асăнмалăх медальпе чысларĕ, «Хыпар» хаçат фотокорреспондентне Василий Кузьмина (сăмах май, вăл республика прокурорĕн Тав хутне те тивĕçрĕ) Хисеп хучĕ парса хавхалантарчĕ.

– Информаци технологийĕ аталансах пыни пысăк витĕм кÿрет тата çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Çапах та пирĕн умра курăмлă пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри – пичет кăларăмĕсене сыхласа хăварасси çеç мар, аталантарасси те, – терĕ Михаил Степанов министр. – 2024 çула пĕтĕмлетсе типографисенче республикăри хаçатсен миçе оттискне хатĕрлесе вырнаçтарнине шутларăмăр: 6 миллион ытла. Çавăн чухлĕ çын çулталăкра, тĕрлĕ вăхăтра, пирĕн хаçатсене алла илнĕ. Вĕсене пичете хатĕрлени, типографире çапса кăларни – эсир пурнăçланă ĕçĕн калăпăшĕ. Министерствăна пăхăнакан ведомство учрежденийĕсенче çеç 400 ытла çын вăй хурать. Производствăн лайăх кăтартăвĕсемшĕн пурне те, çав шутра канмалли кунсенче те ĕçлекен журналистсене, тав тăватăп. Тĕллевĕрсем пурнăçланса пырасса шанса тăратăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу, юрату сунатăп.

Михаил Владимирович «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн корреспонденте Татьяна Ишмуратовăна министерствăн Хисеп хутне парса хавхалантарчĕ. 

МИХ ĕçченĕсене прокуратура наградисене республика прокурорĕн пулăшуçи Алексей Якушевич пачĕ, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн президиумĕн членĕ Евгения Краснова союз председателĕ Наталья Николаева ячĕпе саламларĕ.

ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров союзăн Çемен Элкер ячĕллĕ премине – «Чăваш Ен» ПТРК продюсерне Светлана Поздняковăна тата «Чăваш Ен» НТК аслă редакторне Татьяна Молоковăна, Николай Никольский ячĕллĕ премие Виктор Чугаров режиссер-документалиста пачĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости