Йĕлтĕр йĕрĕпе

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2025» чупу иртрĕ. Вăл çĕршыври тĕп массăллă тата курăмлă хĕллехи спорт мероприятийĕ шутланать. Чăваш Енре ăна 2005 çултанпа савăнăçлă лару-тăрура ирттереççĕ.
Кăçалхи ăмăртăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Тĕп старт Шупашкарта, хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕн базинче тунă биатлонпа йĕлтĕр комплексĕн лаптăкĕнче пулчĕ. Унта республика Правительствин ĕçченĕсем, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та йĕлтĕр сырчĕ. «Пĕтĕм çĕршывпа пĕрле паян эпир «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнатпăр. Ку вăл пур ÿсĕмри çынсене те сывă пурнăç йĕркине хăнăхтаракан хăватлă мероприяти. Паян питĕ лайăх трасса, йĕлтĕр чаплă шăвать, çанталăк та аван. Спорт уявне биатлон çĕнĕ центрĕнче пĕрремĕш хут ирттеретпĕр. Çакă уйрăмах пурсăмăра та хавхалантарать, кăмăла çĕклет. Çĕнетнĕ комплекс спорт объекчĕсен Пĕтĕм Раççейри реестрне кĕнĕ, шанатăп, вăл йĕлтĕрпе чупассипе тата биатлонпа тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусем ирттермелли вырăн пулса тăрĕ. Пурне те паян хаваслă кăмăл-туйăм сунатăп. Малалла та малалла, пĕрлĕхре вăй!» – терĕ вăл.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости