Кам хă​вăрт​рах?

Ирт​нĕ кан​мал​ли кун​сем спорт ме​роп​рия​ти​йĕсем​пе пуян пул​чĕç. Сен​тяб​рĕн 20-​мĕ​шĕн​че спорт​па сыв​лăх ку​нĕ ирт​рĕ, «У​лăп» спорт​па сыв​лăх цент​рĕн​че 5 пи​не яхăн çын хăй​сен сыв​лăх​не çи​рĕп​лет​ме пул​тар​чĕ. Те​пĕр кун ва​ра ра​йон​та пу​рă​на​кан​сем «На​ци​сен кро​сĕ – 2014» ăмăр​тă​ва хут​шăн​чĕç.

Ю​рă-​кĕ​вĕ​пе

«На​ци​сен кро​сĕ-2014» ăмăр​ту пĕ​тĕм Раç­çе​йĕ​пех ир​тет, сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не пă​хă​на​кан каш​ни çы​нах çак ăмăр​тă​ва хут​шăн​ма тă​рă​шать. Çак кун Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че пу​рă​на​кан​сем те «У​лăп» спорт​па сыв​лăх цент​рĕ ум​не пуç­та​рăн​чĕç. Спорт уяв​не ЧР ача​сен пра​ви​сем​пе ĕç­ле​кен упол​но​мо​чен​нă​йĕ Вя​чес​лав Ра​фи​нов, Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ Геор​гий Его​ров та​та Шу​паш​кар ра​йо​нĕн хи​сеп​лĕ çын​ни, спорт ве​те​ра​нĕ Алек​сандр Ми​хай​лов уçрĕç, ăмăр​тă​ва хут​шăн​ма кă​мăл тă​ва​кан​се​не ăнă​çу сун​чĕç. Ун​тан сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не тыт​са пы​ра​кан​сем та​шă уш​кă​нĕ кă​тарт​са пы​ни​пе му​зы​кă​па тĕр​лĕ хус​ка​ну – за​ряд​ка – ту​рĕç.

С​тарт​ра – VIP-уш​кăн, ача​сем…

Чи мал​тан стар​та VIP-уш​кăн тух​рĕ, ра​йад​ми​нист​ра​ци ĕç­че​нĕ​сем, ял тă​рăх пуç­лă​хĕ​сем, шкул ди​рек​то​рĕ​сем, де​пу​тат​сем, ра​йон​ти предп​рия​ти​сем​пе ор​га​ни​за​ци​сен ер​тÿ​çи​сем 400 метр​лă дис​тан​цие кам ма​ла​рах чуп​са ту​хас​си​не па​лăрт​рĕç. Ту​пă​шу хĕ​рÿ пул​чĕ, ар​çын​сен​чен фи​ни​ша Кÿ​кеç ял тă​рăх пуç­лăх​не Анд​рей Ми​хай​ло​ва кăшт кă​на кая​рах хă​вар​са ра​йон​ти Де​пу​тат​сен пу​хă​вĕн де​пу​та​чĕ Алек​сандр Анд​реев чи мал​тан çит​рĕ. Ра​йад​ми​нист​ра​ци спе​циа​лис​чĕ Алек​сей Ми​хай​лов виç­çĕ​мĕш пул​чĕ. Де​пу​тат ка​ла​нă тă​рăх, ăна ăмăр​ту​ра çĕн​тер​ме яла​нах тре​ни​ров​ка пу​лă​шать ик​кен. VIP-уш​кăн​ри хĕ​ра​рăм​сен​чен чи мат​тур​ри​сем ва​ра – ра​йад​ми​нист​ра​цин​че вăй ху​ра​кан Ма​рия Ефи​мо​ва, Алек​санд​ра Пав​ло​ва, Ири​на Зо​ло​ва.

Вĕ​сем хыç­çăн 7 çул​ти та​та кĕ​çĕн​рех ача​сем старт ил​чĕç. Хĕ​ра​ча​сем​пе ар​çын ача​сем фи​ни​ша пĕр​ре​мĕш çи​тес те​се пур вăя хур​са вир​хĕн​чĕç. Ас​ли​сем вĕ​се​не хав​ха​лан​тар​сах тă​чĕç. Ар​çын ача​сен​чен чи мал​тан Сер​гей Цвет​ков чуп​са тух​рĕ, Ар​се​ний Уда​лов​па Илья Рыб​кин 2-​мĕш​пе 3-​мĕш вы​рăн​се​не пĕр-​пĕ​рин хуш​шин​че пай​ла​рĕç. Хĕ​ра​ча​сен​чен Вик​то​рия Матья​но​ва, Да​ша Кош​ки​на, Ка​ри​на Пор​фирье​ва чи мат​тур​ри​сем пул​ни ку​рăн​чĕ. Кĕ​çĕн клас​сен​че вĕ​ре​не​кен, ăмăр​ту​сен​че па​лă​ра​кан Лев Цвет​ков ва​ра кă​çал Шу​паш​кар ху​лин​че ирт​нĕ ăмăр​тă​ва хут​шăн​нă, хăй​сен ÿсĕ​мĕн​чи ача​сен хуш​шин​че 6-​мĕш вы​рăн йы​шăн​нă.

Хă​йĕн хыççăн йĕр хă​ва​рас​шăн

80 çул​ти спорт ве​те​ран​не Алек​сандр Ми​хай​ло​ва спорт​па тус​лă пу​рăн​ниех çи​рĕп пул​ма пу​лă​шать ик​кен. Алек​сандр Ми​хай​ло​вич спорт​па яш чух​не, сал​так​ра, тус​лаш​нă. «Çар​та ма​нăн пур дис​цип​ли​нă​па «​пи​тĕ ла​йăх» пал​лă пул​нă, физ​куль​ту​рă​па кă​на кăшт на​чар​та​рах. Пĕр ăмăр​ту​ра 3 км дис​тан​цие чуп​тар​чĕç, эпĕ чи мал​тан тух​рăм. Ыт​ти ро​тă​сен​чи сал​так​сен хуш​шин​чи ăмăр​ту​ра та чи мал​тан ту​ха​кан​ни эпĕ пул​нă. Çар​тан тав​рăн​сан ва​ра тĕр​лĕ ăмăр​ту​се​не хут​шăн​ма ты​тăн​тăм, хам ĕмĕр​те 3, 5, 10, 20 км та​та ма​ра​фон дис​тан​ци​йĕ​се​не ну​май па​рăн​тар​нă», – ка​ла​са па​чĕ хă​йĕн пур​нă​çĕ çин​чен Алек​сандр Ми​хай​лов «Тă​ван Ен» ха​çат кор​рес​пон​дент​не. 80 çул тул​та​рать пул​сан та алă ус​са лар​масть спорт ве​те​ра​нĕ, çам​рăк​се​не вĕ​рент​се пы​рать. Унăн вĕ​ре​не​ке​нĕ​сен​чен пĕ​ри – «Советс​кая Чу​ва​шия» ха​çат ирт​те​ре​кен эс​та​фе​тă​ра ра​йон чыс​не хÿ​тĕ​ле​нĕ Геор​гий Со​ро​кин ку ăмăр​ту​ра 3-​мĕш вы​рă​на тух​рĕ. «А​лек​сандр Ми​хай​ло​вич ман​па тре​ни​ров​кă​сем ирт​те​рет, вăл пу​лăш​са пы​ни​пех эпĕ вă​рăм дис​тан​ци​се​не тĕ​рĕс па​рăн​тар​ма хă​нăх​са пы​ра​тăп. 3 кун тре​ни​ров​ка ирт​тер​нĕ хыç­çăн пĕр кун кан​мал​ла те​се вĕ​рен​тет вăл. Тре​нер пу​лăш​са пы​ни​пе кă​тар​ту​сем те ла​йăх​лан​ни​не па​лăрт​мал​ла, ну​май пул​масть Йĕп​реç­ре ирт​нĕ ăмăр​тă​ва хут​шăн​тăм…» – пĕл​тер​чĕ çам​рăк.

Ă​мăр​ту​ра па​лăр​чĕç

Ш​кул ачи​сен хуш​шин​че 1500 метр​лă дис​тан​цие па​рăн​та​рас енĕ​пе ту​пă​шу уй​рă​мах хĕ​рÿ ирт​рĕ. Тул​ли мар вă​там шкул​та ăс пу​ха​кан хĕ​ра​ча​сен​чен Ма​рия Ва​силье​ва (Тă​рăн), Еле​на Бе​ло​ва (Я​нăш), По​ли​на Се​ме​но​ва (Ка​ра​чу​ра), ар​çын ача​сен​чен Алек​сей Пет​ров, Сер​гей Афа​насьев (ик​кĕ​шĕ те Янăш шку​лĕн​чен), Д​мит​рий Ма​ди​ков (Са​ла​пай​кас​си) пĕр-​пĕ​рин хуш​шин​че мал​ти вы​рăн​се​не пай​ла​рĕç. Вă​там шкул вĕ​ре​не​ке​нĕ​сен​чен – ар​çын ача​сен​чен – Ни​ки​та Уда​лов (Кÿ​кеç­ри 1-​мĕш шкул), Ро​ман Со​ловьев (А​тай​кас​си), Ев​ге​ний Ни​ко​лаев (Кÿ​кеç ли​це​йĕ), хĕ​ра​ча​сен​чен – Та​тьяна Бо​ри​со​ва (Т​ренк​кас​си), Анас​та​сия Се​ра​пио​но​ва (Çат​ра-Хо​чех​мат), Ири​на Ива​но​ва (И​шек) па​лăр​чĕç. Çĕн​те​рÿ​çĕ​се​не ме​даль​сем​пе, Хи​сеп ху​чĕ​сем​пе та​та пар​не​сем​пе чыс​ла​рĕç.

ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости