«Кирлĕ калаçу»

ВĔРЕНТŸ
Нарăсăн 25-мĕшĕнче муниципалитет округĕнчи шкулсенче вĕренекенсем «Чи кирли çинчен калаçатпăр» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин историйĕпе тата культурипе паллаштаракан «çулçÿревре» пулчĕç. Çак мероприяти ачасене тăван кĕтес вăл географи картти çинчи пĕчĕк пăнчă çеç мар, çын пурнăçĕнчи чи хаклă вырăн пулнине, тавракурăма аталанма, ăс-хакăла çирĕплетме пулăшнине тарăннăн туйса илме май пачĕ.
Калаç вăхăтĕнче ачасем хамăр регион кун-çулĕнчи паллă пулăмсем, çутçанталăк пуянлăхĕ, вăл çĕршыв аталанăвне мĕнле тÿпе хывни çинчен пĕлчĕç. Халăхăн йăли-йĕркине тишкерни вара вĕсене тăван тавралăхăн, унăн çыннисен хăйнеевĕрлĕхне лайăхрах ăнланма пулăшрĕ. Республикăна тĕнчипе чапа кăларнă паллă ентешсем çинчен йĕркеленĕ калаçу вĕренекенсене уйрăмах кăсăклантарчĕ, вĕсен чĕрисенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости