Клуб – ял чунĕ

КУЛЬТУРА

 

Ялта пурăнакансемшĕн клуб канмалли вырăн çеç мар, вăл – пĕлÿ паракан, çынсен пултарулăхне аталантаракан тата ялти халăха пĕр çĕре пухакан вырăн.

Иртнĕ çул вĕçĕнче Шупашкар муниципалитет округĕнче тÿрех 4 культура учрежденийĕ  уçăлчĕ. Салапайкасси, Çĕнĕ Тренкасси, Анатри Макаç тата Паçпак çыннисемшĕн çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çĕнĕ клубсем уçни халăха йышлă пуçтарчĕ, ку чылайранпа кĕтнĕ чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.  «Клуб вăл – ялăн чунĕ, – терĕ хăйĕн салам сăмахĕнче округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов. – Кирек епле уява е савăнăçлă ĕç-пуçа кунта ирттерме пулать. Клуба килекенсене канма хăтлă, пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхĕпе киленме, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма кăмăллă пултăр».

Шупашкар тăрăхĕнче культурăна аталантарас, халăхăн пуян йăли-йĕркине упрса хăварас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕрет. Çакăн çинчен эпир округăн культура, туризм тата социаллă аталану пайĕн ертÿçипе Маргарита Павловăпа калаçрăмăр.

– Маргарита Яковлевна, округра пĕр харăсах 4 клуб уçни савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те.

– Халăхшăн ку чăннипех те Çĕнĕ çул умĕнхи чаплă парне пулчĕ. Паллах, çак ĕçе пурнăçа кĕртме чылай вăй хумалла пулчĕ. Салапайкассинчи социаллă культура центрне Чăваш Республикин «Культура аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2022 çулта тума пуçларĕç, 2024-мĕшĕнче вĕçлерĕç. 

Пĕр хутлă культура çуртне кĕрсенех пире анлă вестибюль кĕтсе илет. Кунта 100 çын вырнаçмалăх зал, кружоксем ирттермелли, артистсем валли пÿлĕмсем, вулавăш, ĕç пÿлĕмĕ, туалетсем, душ кĕмелли кабинăсем пур. Куракансен залне креслăсем вырнаçтарнă, мероприятисем ирттерме кирлĕ хатĕрсемпе  тивĕçтернĕ.   

Паçпак ялĕнче вара патшалăхăн ял тăрăхĕсене комплекслă аталантармалли программăпа усă курса модульлĕ клуб туса лартрĕç. Унăн лаптăкĕ 50 тăваткал метр, 49 çын вырнаçать. 

Анат Макаç ялĕнче те çавăн пек клубах.

Клуб евĕрлĕ культура учрежденийĕсене çĕнетсе улăштармалли программăпа усă курса Тренкассинчи пултарулăх çуртне тĕпрен юсарĕç. Çак ĕçе иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче пуçларĕç те раштав уйăхĕнче вĕçлерĕç. Культура çурчĕ пĕр хутлă. Кĕрсенех çутă та хăтлă вестибюль, зал 100 çынна вырнаçтарма пултарать. Çавăн пекех артистсем валли, кружоксем ирттермелли пÿлĕмсем, туалет тата душ кабинисем, ĕç пÿлĕмĕ пур.

– Шупашкар округĕ лаптăкĕпе те пысăк, кунта халăх ятне илнĕ пултарулăх ушкăнĕ нумай.

– Çапла. Акă, сăмахран, Котеркассинчи фольклор çурчĕ çумĕнчи «Шортан» фольклор ансамблĕ нумаях пулмасть «халăх» ятне илнĕренпе 25 çул çитнине паллă турĕ. Тĕп культура çуртĕнчи «Эйфория» халăх театрĕ 15 çул тултарчĕ, «Телей» халăх фольклор ансамбльне йĕркеленĕренпе 20 çул çитрĕ. «Çĕньял» халăх фольклор ансамблĕ вара 35 çул тултарнине паллă турĕ.

– Паллах, культура анинче вăй хуракансен ĕçĕ çăмăлах мар. Вĕсен хăйсен ăсталăхне кулленех аталантарса туптаса тăмалла. Уйрăмах ертÿçĕсен умĕнче пысăк яваплăх тăрать.

–  Ку сăмахсемпе килĕшетĕп. Ĕç ÿсĕмĕ вĕсен професси шайĕнчен нумай килет. Чăваш Енре кашни çулах республикăри муниципалитет культура учрежденийĕсен ĕçченĕсенчен чи лайăххисене палăртакан конкурс йĕркелеççĕ. 2024 çул вĕçĕнче те çав ăмăрту иртрĕ. Унта регионти тĕрлĕ культура учрежденийĕсенче ĕçлкенсем пурĕ 17-ĕн хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене вĕсем пухнă балсене шута илсе палăртрĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Ялти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» ята 8-ăн тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче – Тренкассинчи культура çурчĕн ертÿçи Оксана Ефремова. Эпир Оксана Вячеславовна çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр, ăна çĕнтерÿпе салмлатпăр. Çакăн пек конкурссем культура ĕçченĕсене хавхалантараççĕ, маллла талпăнма хистеççĕ.

– Халăх театрĕсен пултарулăхĕпе те мăнаçланма пултарать Шупашкар округĕ.

– 2024 çул вĕçнелле эпир Шупашкар муниципалитет округĕнче «Колхоз театрĕсене йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ май…» ятпа «çавра сĕтел» ирттертĕмĕр. Унта пухăннисем колхозсенчи театрсен ушкăнĕсен кун-çулне, хăйне евĕр пултарулăхне сÿтсе яврĕç. «Çавра сĕтеле» Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерĕ, Чăваш халăх артистки Наталия Сергеева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, театр тĕпчевçи Геннадий Кириллов, Чваш халăх артисчĕ Иван Иванов, Шупашарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче театр дисциплинисене вĕрентекен Михаил Степанов, ача-пăча пултарулăх центрĕн ертÿçи Татьяна Семенова, округри тĕп библиотекăн сектор ертÿçи Анна Васильева, Шемшер территори уйрăмĕн ертÿçи Сергей Константинов, Çĕньялти пултарулăх çурчĕн ертÿçи Ирина Андреева, Апашри клуб-музей çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Ольга Ерилеева, Котеркассинчи фольклор çурчĕн ертÿçи Надежда Михайлова хутшăнчĕç.

Халăх тата шкул театрĕсен пурнăçĕнчи йывăрлăхсемпе тата вĕсен ĕçне малалла аталантарассипе çыхăннă ыйтусемпе калаçнă çĕрте çавăн пекех Апашри шкул директорĕн çумĕ, халăх театрĕн актерĕ, драматург Владислав Кириллов, Апашри халăх театрĕн художникĕ Владимир Борисов,  Чăваш наци конгресĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталья Васильева, «Бичурин тата хальхи самана» музей ертÿçи Ирина Удалова, тĕп библиотека директорĕ Галина Тимофеева, ялсенчи библиотекăсемпе клубсен ĕçченĕсем пулчĕç. Кÿкеçри тĕп культура çурчĕ çумĕнчи «Телей» халăх фольклор ансамблĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

«Çавра сĕтелте» Шупашкар муниципалитет округĕнче театр ушкăнĕсен фестивальне ирттерме йышăнчĕç. Çав фестивале клуб тытăмĕнчи 4 халăх театрĕ тата ачасен ÿнер шкулĕсенчи театр ушкăнĕсем, Шупашкар муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсен йышĕнчи чи лайăх – Ишлей шкулĕнчи – театр, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн  артисчĕсем хутшăнчĕç.   

– Пултарулăх ушкăнĕсем республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ-и?

– Паллах, хутшăнаççĕ, малти вырăнсем те çĕнсе илеççĕ. Çÿлтикассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Палан» халăх вокал ансамблĕ (ертÿçи Владимир Мартьянов) республикăри пултарулăх ушкăнĕсен фестиваль-конкурсне хутшăнчĕ. Ку вăл Пĕтĕм Раççейри пултарулăх ушкăнĕсен «Культура» ятпа иртекен наци проекчĕн республикăри тапхăрĕ пулчĕ. Çак ушкăн тÿресен чи пысăк паллине – Гран-прие – тивĕçрĕ, сцена валли тумсем çĕлеме 100 пин тенкĕ выляса илчĕ. 

Республикăн «Пурте туслă çемьерен» 8-мĕш фестивалĕ пирки те каласа хăварас килет. Унта 10 муниципалитет округĕнчи 20 çемье хутшăнчĕ, çав шутра – пирĕн тăрăхран та. Çĕньялти пултарулăх çуртĕнчи «Кăмăл» çемье фольклор ансамблĕ (ертÿçи Алина Николаева) утă уйхĕнче Мари Республикинче иртнĕ Регионсем хушшинчи 12-мĕш фестивале хутшăнчĕ, II степень лауреат ятне тивĕçрĕ. Котеркассинчи «Шортан» халăх фольклор ансамлĕ Киров хулинче иртнĕ «Ырă кÿршĕсен хули» Регионсем хушшинчи фестивальте пулса килчĕ. Чăрăшкассинчи пултарулăх çуртĕнчи «Токташ» фольклор ансамблĕпе «Топотушки» ташă ушкăнĕ (ертÿçи Галина Королькова) халăх пултарулăхĕн «Вырăс купăсĕ Азов тинĕсĕ хĕрринче-2024» Пĕтĕм Раççейри фестивале хутшăнчĕç. Александр Ивановпа Владимир Парфенов I степень дипломсене тивĕçрĕç, Владимир Парфенова çавăн пекех «Раççей купăсçи» медаль парса чысларĕç. Фестивальте Шăнкас клубĕнчи «Шурă акăш» халăх вокал ансамблĕ те (ертÿçи Владимир Парфенов) хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.

– Маргарита Яковлевна, кăçалхи тĕллевсем еплерех?

– Палăртнă ĕç çав тери нумай. Пурне те каласа та пĕтерес çук. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем, паллах, чи малтанах Аслă Çĕнтенрÿ 80 çул тултарнипе çыхăннă. Çавăн пекех пирĕн тăрăхри чăваш халăх юррисене пухнă паллă фольклорист Гавриил Федорова халалланă фольклор фестивалĕ, ял уявĕсем, тĕрлĕ конкурссем ирттерĕпĕр.

– Тавах сире, Маргарита Яковлевна, кăмăллă калаçушăн. Ăнăçусем сунатăп.

 

Роза ДЕМЕНЦОВА калаçнă

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости