Конкурс

Раççей паттăрĕ Дмитрий Семенов ячĕллĕ Тренккасси шкулĕнче «Класăн чи лайăх ертÿçи-2025» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи тапхăрĕ пуçланчĕ. Кăçалхи ăмăртăва Шупашкар тăрăхĕнчи шкулсенчи пултаруллă вунă класс ертÿçи хутшăнать.
Конкурса хутшăнакансем ăсталăх тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕ тупăшрĕç. «Кирлĕ калаçу» тĕрĕслевре ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнине кăтартрĕç, хăйсен пултарулăхĕпе «Эпĕ – класс ертÿçи» презентацире паллаштарчĕç. Комисси пайташĕсем класс ертÿçисен ачасемпе ĕçлемелли программисене те тишкерчĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости