Куль​ту​ра ву​ча​хĕ-80 çул​та

Сен​тяб​рĕн 20-​мĕ​шĕн​че Вăр​ман-Çĕк​тер ял тă​рă​хĕн​чи Атăлъял çын​ни​сем ял​ти куль​ту​ра ву​ча​хĕ – клуб – ĕç­ле​ме пуç­ла​нă​ран​па 80 çул çит​ни​не пал​лă ту​рĕç.

Ял​ти 1-​мĕш клу​ба 1934 çул​та хă​парт​са ларт​нă. Ăна 1931 çул​та йĕр​ке​лен​нĕ «Бо​га​тырь» кол​хо​зăн 2-​мĕш пред​се​да​те​лĕ Ни​ко​лай Ива​нов ерт​се пы​ни​пе ту​нă. Хыр​лăх​ран ла​ша​сем​пе хыр​сем турт​тар​нă, пĕ​ре​не​сем ха​тĕр​ле​нĕ. Вăл вă​хăт​ра 80 кил-​çурт​ра 148 ар​çын​па 207 хĕ​ра​рăм пу​рăн​нă. Клуб тă​ва​кан​сен​чен нум​а​йă​шĕ Тă​ван çĕр шы​вăн Ас​лă вăр​çин​чен яла тав​рă​най​ман, 54 çын пат​тăр​рăн çа​пăç­са пу​çĕ​се​не ху​нă ун​та. Вĕ​сен шу​тĕн​че клубăн 1-​мĕш ер​тÿ​çи те. Ра​йон​ти Асă​ну кĕ​не​ки çин​че: «Ни​ка​нор Га​раш​кин, 1910 çул​хи, ря​до​вой. 1944 çул​та çа​пă​çу​ра вил​нĕ, ăç­та пы​тар​ни пал​лă мар», – те​се çыр​нă. 1934 çул​тан пуç­ла​са Атăлъял​ти клуб ер​тÿ​çин​че Ни​ка​нор Га​раш​кин (1934-44 ç.ç.), Еле​на Емелья​но​ва (1944-69 ç.ç., вăр​çă участ​ни​кĕ, са​нинст​рук​тор), В​ла​ди​мир Ка​ле​гин, Анас​та​сия Смир​но​ва, В​ла​ди​мир Иль​мен​де​ров, Ана​то​лий Ан​то​нов, Ни​на Ма​тюш​ки​на, Лео​нид Ма​тюш​кин, В​ла​ди​мир Бу​даев тă​рăш​нă.

Ял клу​бĕ 50 çул ыт​ла ĕç­ле​нĕ. Ун​та пу​ху​сем, кон​церт​сем​пе уяв​сем ирт​тер​нĕ, ки​но кă​тарт​нă, биб​лио​те​ка та ĕç­ле​нĕ. Кивел​се ху​çа​сăр юл​сан ва​ра 1994 çул​та ăна Станъял ялĕн​чи клу​ба юса​ма те​се сÿт​се кай​нă.

Уяв прог​рам​ми​не çĕ​нĕ клуб ер​тÿ​çи Лео​нид Фа​деев поэт ерт​се пы​чĕ. Чи мал​та​нах пу​хăн​ни​сем унччен​хи клу​ба сăн​ла​са па​ра​кан стенд​па кă​сăк​лан​сах пал​лаш​рĕç. Лео​нид Фа​деев, клуб ис​то​ри​йĕ​пе пал​лаш​тар​нă май: «Çам​рăк​сем клуб 80 çул тул​тар​нă ят​па спут​ник ан​тен​ни​не ил​се ларт​рĕç», – те​се пĕл​тер​чĕ. Уяв​ра Шу​паш​кар ра​йо​нĕн де​пу​та​чĕ​сен Пухăвĕн де​пу​та​чĕ Ни​ко​лай Ма​тюш​кин, Вăр​ман-Çĕк​тер ял тă​рă​хĕн пуç­лă​хĕн çу​мĕ Алек​сандр Куд​ря​шов, Шу​паш​кар​кас​син​чи ИКЦ ди​рек​то​рĕ Лю​бовь Ива​но​ва т.ыт. пул​чĕç. Алек​сандр Куд​ря​шов ял пур​нăç­не хас​тар​ хут​шăн​нă 10 çын​на тав ху​чĕ​сем пар​са чыс​ла​рĕ. Пи​рĕн ял​та çу​рал​са ÿс​нĕ, ха​лĕ Çĕньял-Пок​ровс​ки ял тă​рă​хĕн​чи Пар​хи​кас​син​чи ИКЦ ди​рек​то​рĕн​че тă​рă​ша​кан Ма​рия Ива​но​ва уя​ва кон​церт прог​рам​ми​пе кил​чĕ. Ун​та Олег Ни​ки​тин ерт​се пы​ра​кан «Мер​чен» фольк​лор та​та ача​сен Свет​ла​на Юр​ко​ва ерт​се пы​ра​кан «Ве​се​лые кру​же​ва» та​шă уш​кă​нĕ​сем пул​чĕç. Вĕ​сен ку​пăс​çи​сем те ик​кĕн ​тан: ЧР куль​ту​рăн та​ва ти​вĕç­лĕ ĕç­че​нĕ Пи​мен Бы​ков​па Олег Ни​ки​тин. ЧР ял ху​çа​лă​хĕн та​ва ти​вĕç­лĕ ĕç­че​нĕ Ви​та​лий Ярут​кин ва​ра юр​ла​ма та, па​рап​пан çап​ма та пи​тĕ ăс​та (сăн ÿкерчĕкре). Ар​тист​сен чă​ваш ту​мĕ те, таш​ши те ку​ра​кан​сен кă​мăл​не кай​рĕ. Хĕ​ра​рăм​сен хуш​пу​се​не та​та ача​сен ту​мĕ​се​не авал​хи йă​ла​па Ев​ге​ния Ананье​вă​па Луи​за Сте​па​но​ва ăс​та​ла​нă.

НИ​КО​ЛАЙ СМИР​НОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости