Ку​на за​ряд​кă​ран пуçла!

Каш​ни ку​на за​ряд​кă​ран пуç­ла​мал​ла. Çак йĕр​ке​не йă​ла​на кĕрт​се яр​са ăна пă​хăн​сан пур​те хăй​се​не ла​йăх туй​ма ты​тă​нĕç. Кÿ​кеç­ри 1-​мĕш шкул​та 7 «б» клас​ра вĕ​ре​не​кен​сем çак шу​хă​ша ви​çĕм кун ла​йăх ăн​лан​чĕç.

Мĕн​ле май​па те​тĕр-и? Вĕ​сем пал​лă спорт ве​те​ра​нĕ​пе, çă​мăл ат​ле​ти​ка енĕ​пе çĕр​шыв, рес​пуб​ли​ка ăмăр​тă​вĕ​сен при​зе​рĕ​пе, Шу​паш​кар ра​йо​нĕн Хи​сеп​лĕ граж​да​ни​нĕ​пе Ана​то​лий Ми​хай​ло​вич Ми​хай​лов​па ра​йон​ти тĕп биб​лио​те​кă​ра тĕл пул​сан çак​на ăша хыв​рĕç. Физ​куль​ту​ра çын​шăн усăл​лă пул​ни​не ви​тĕм​лĕн ка​ла​са па​чĕ вăл. Спортс​мен компью​тер эк​ра​нĕ çин​че пур​нăç çу​лĕ​пе те​пĕр хут «ут​са тух​рĕ». Сăн ÿкер​чĕк​сем çав вă​хăт​се​не ман​ма па​маç­çĕ: акă çам​рăк чух​не финиша ыт​кăн​ни, хĕл​ле​хи çан​та​лăк​ра вун-​вун çух​рă​ма хы​çа хă​вар​ни… Ку​наш​кал са​мант чăн​ни​пех те ну​май, пур​не те асăн​са пĕ​те​рей​мĕн. Ача​се​не спорт мас​те​рĕ çă​мăл ат​ле​ти​кă​па мĕн​ле тус​лаш​ни, хă​йĕн çи​тĕ​нĕ​вĕ​сем, вĕ​ре​не​ке​нĕ​сем пир​ки кĕс​кен ка​ла​са па​чĕ. Вăл вă​рăм дис​тан​ци​се​не хы​çа хă​вар​ма кă​мăл​лать ик​кен: чи юрат​ни – 30 км. Çур​ма ма​ра​фон, ма​ра​фон та ун​шăн ни​мĕн те мар. «Ма​нăн, ача чух​не ĕç­пе пи​çĕх​нĕс​ке​рĕн, чă​тăм​лăх ту​йă​мĕ ла​йăх ата​лан​нă, çа​вăн​пах ĕн​тĕ вă​рă​мăш​не чуп​ма юра​та​тăп», – ăн​лан​тар​чĕ вăл зал​ра пу​хăн​ни​се​не. Хăй ни​хă​çан та си​га​рет турт​ман​ни пир​ки те асăн​чĕ, ача​се​не те çав​нах сун​чĕ.

Т​ре​нер пул​нăс​ке​рĕн ача​сен пĕ​лĕв​не тĕ​рĕс​ле​сех ки​лет-​тĕр, вăл вĕ​ре​не​кен​сен​чен ма​ра​фон мĕн иккен​не, унăн вă​рă​мăшĕ мĕн​шĕн 42 км та 195 м пул​ни​не пĕ​лес​шĕн пул​чĕ. Ху​рав кĕт​се илей​мен​ни​пе хăех ка​ла​са па​чĕ. «Мĕн​ле пред​мет юра​та​тăр?» – тăс​рĕ ка​ла​çă​ва ма​лал​ла. Вĕ​ре​не​кен​сем ха​рăс​сăн: «Физ​куль​ту​ра», – те​се ху​рав​ла​рĕç.

– Физ​куль​ту​ра кир​лĕ пред​мет, ан​чах эсир ыт​ти​сем​пе те тă​рăш​са вĕ​ре​нĕр, – сĕ​нÿ па​чĕ спорт ве​те​ра​нĕ.

Çак тĕл пу​лу мĕн​пе ас​ра юлĕ-​ха? Асăн​нă клас​ра вĕ​ре​не​кен Мак​сим Ива​нов çап​ла пĕл​тер​чĕ: «А​на​то​лий Ми​хай​ло​вич 80 çу​ла çи​тет те​се ка​лай​мăн та, ун пек пу​лас те​сен спорт​па тус​лаш​мал​ла. Эпĕ фут​бол​ла вы​ля​ма юра​та​тăп, во​лей​бол та кă​мă​ла каять».

Ка​ла​çу вĕç­лен​нĕ хыç­çăн пур​те ура​ма тух​са «С​портс​мен​па пĕр​ле за​ряд​ка» флеш​моб ирт​тер​чĕç. Му​зы​кă​па пур​те пĕр​ле тĕр​лĕ хус​ка​ну ту​рĕç. Хă​нăх​та​рă​вĕ​се​не ва​ра спорт мас​те​рĕ хă​ех кă​тарт​рĕ.

Историрен

Ле​ген​да тă​рăх ма​ра​фон дис​тан​ци​йĕ çап​ла йĕр​ке​лен​нĕ: пи​рĕн эрăч​чен 490 çул​та Фи​дип​пид ят​лă грек сал​та​кĕ çа​пă​çу хыç­çăн Ма​ра​фон​ран Афи​нă​на çи​ти пĕр ча​рăн​ми чуп​са кай​нă, вăр​çă​ра грек​сем перс​се​не çĕн​тер​ни​не пĕл​те​рес​шĕн пул​нă вăл. Чуп​нă тăршшĕ мал​та​нах мĕн чух​лĕ пул​ни​не пĕл​мен, ăна кăшт кая​рах па​лăрт​нă – 42 км та 195 м.

ЛЮ​БОВЬ ГО​РО​ДИ​ЩЕНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости