Куçа тартма ан тивтĕр тесен

Хăех повар, хăех савăт-сапа çăвакан, хăех кассир. Ĕç хутшăнăвĕсене хăйсем пĕлнĕ пек йĕркелекенсемшĕн çакă меллĕ те пулĕ, анчах та ĕç сыхлавĕпе çыхăннă закона мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме хĕрлĕ хуплашкаллă удостоверенисемпе пырса кĕнĕ налог службин ĕçченĕсен умĕнче ун пеккисен куçа тартмах тивет. Ĕçпе тивĕçтерекен суеçтернине ăнланма вĕсемшĕн çакă çителĕклĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекенсен хушшинче «сăрă схемăпа» усă куракансене тупса палăртассипе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин юнкун Кÿкеç поселокĕнче иртнĕ тĕрĕслевĕ те ыттисенчен нимпех те уйрăлса тăмарĕ-тĕр. «София» кафере кăмăллă кассир кĕтсе илчĕ пире. Вăлах унăн хуçи те иккен. Патшалăх инспекторĕ Екатерина Никитина кунта пĕрремĕш хут мар. Çавăнпа та апатлану заведенийĕн хуçинчен пулăшуçисем ĕç вăхăтĕнче ăçта çÿрени пирки ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ. «Документсене хатĕрлесе çитереймерĕмĕр-ха, вĕсене июлĕн 1-мĕшĕччен вăхăт панă», – илтĕнчĕ хурав. Йĕрке тăрăх, санитари кĕнекисĕр поварсене плита çывăхне те яма юрамасть. Анчах та çак кун документа поварсене шăпах медосмотр тухма парса янă-мĕн. Кашни саманта объекта тĕрĕсленин акчĕ çине çырса хучĕç.

Поселокри «Калинка» лавккара та сутуçă документсăрччĕ. Ывăлĕн е хĕрĕн шкулти ăсату каçне кайнă мăшăр кăмăлне пăсмах тиврĕ: хыпăнса ÿкнĕ сутуçă, хăйĕн сăмахĕсем тăрăх кассăна вăхăтлăха çеç йышăнса юлнăскер, хуçасене налукçăсем çитни пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ: «Ÿкереççĕ, акт çыраççĕ!»

«Тепĕр тесен паян тĕрĕсленĕ предпринимательлĕх субъекчĕсенче эпир кирек хăш самантра та çитме пултарассине пĕлсех тăнă. «Сăрă схемăпа» унччен çакланнăскерсене комисси июнь уйăхĕн варринче пăхса тухнăччĕ. Шăп çавăн чухне вĕсене ĕç хутшăнăвĕсене документпа çирĕплетме икĕ эрне вăхăт панă. Анчах та тĕрĕслев çитменлĕхе пурте пĕтерме васкаманнине кăтартса парать», – тет аслă инспектор Алена Григорьева.

Сельхозтехника районĕнчи автомойкăра кăна Максим Паймулков уйрăм предприниматель, мотоциклĕпе налог ĕçченĕсем хыççăнах вĕçтерсе çитнĕскер, икĕ çынпа ĕç килĕшĕвĕ алă пуснине пĕлтерсе йăл! кулсах документсене тăсрĕ.

Райадминистрацин тĕрĕслевсене йĕркелекен экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнче «сăрă схемăпа» ĕçлеттерекенсене 2763 çын чухлĕ тупса палăртма тĕллев лартнине пĕлтерчĕç. Кăçал пурнăçламалли кăтарту – 1920. Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе пурĕ 5 рейд йĕркеленĕ. Мероприятисем 730 çынпа ĕç хутшăнăвĕсене документпа çирĕплетме май панине палăртмалла.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости