Кă​пă​ка алă​па тыт​са пăх​рĕç

Раççей МЧСĕн районти представителĕсем 20 çул ыт​ла Кÿ​кеçри ин​тер​нат-ш​ку​лпа та​чă çы​хă​ну тыт​са ĕç­леç­çĕ, вĕ​сем кун​ти ача​се​не ше​фа ил​нĕ. Тус​лăх 1993 çул​тан​па пуç­лан​нă, унччен пу​шар хă​руш​сăр​лă​хĕ​пе çы​хăн​нă ый​ту​се​не вĕ​рент​ме тă​рăш​нă пул​сан ха​лĕ пу​шарнăйсем ача​се​не му​зей​сем​пе театр​се​не, тĕр​лĕ ме​роп​рия​ти​се​не ил​се çÿ​ре​ме тă​рă​шаç­çĕ. Ку хутĕнчи вара вăл рес​пуб​ли​кă​ри хă​руш​сăр​лăх уйăх​лă​хĕн та​та «А​сăр​ха​нăр ачас​ем!» ак​ци ша​йĕн​че ир​трĕ.

Сен​тяб​рĕн 17-​мĕ​шĕн​че 41-​мĕш пу​шар ча​çĕн пуç­лă​хĕ Сер​гей Крас​нов, пу​шар над​зор ĕç-​хĕ​лĕн ра​йон​ти уй​рă​мĕн инс​пек​то​рĕ​сем Егор Бо​ри​сов​па Алек​сандр Се​ме​нов ин​тер​нат-ш​кул​та вĕ​ре​не​кен​сем пу​шар вă​хă​тĕн​че çу​на​кан çурт​ран мĕн​ле хă​вăрт​лăх​па эва​куа​ци​лен​ни​не тĕ​рĕс​ле​рĕç. Пра​ви​лă​сем тă​рăх, çу​на​кан çурт​ран çын​сен 6 ми​нут​ран кая юл​ма​сăр тух​ма ĕл​кĕр​мел​ле, ин​тер​нат-ш​кул​та вăй ху​ра​кан​сем​пе ача​сем пу​шар сиг​на​ли​за​ци​йĕ ĕç­ле​се кай​нă хыç­çăн 3 ми​нут та 37 çек​кунт​ра уçă сыв​лă​ша чуп​са тух​рĕç. Хă​шĕ-​пĕ​ри чи хак​лă до​ку​мен​та – класс жур​нал​не – ил​се тух​ма ман​са кай​нă ик​кен, ку ва​ра çит​мен​лĕх. «Кă​çал​хи вĕ​ре​нÿ çу​лĕн​че ин​тер​нат-ш​кул​та тĕ​рĕс​лев пĕр​ре​мĕш хут ирт​рĕ, ку ре​зуль​тат чи ла​йăх​хи мар пу​лин те, эва​куа​ци ăнăç­лă те​мел​ле. Вĕ​ре​нÿ çу​лĕ тăрш​шĕ​пе тĕ​рĕс​лев​сем та​тах пу​лĕç», – пĕ​тĕм​лет​рĕ Егор Бо​ри​сов.

Кÿ​кеç­ри ин​тер​нат-ш​кул ди​рек​то​рĕ Сер​гей Са​вин эва​куа​цие 87 ача та​та 14 çи​тĕн​нĕ çын хут​шăн​ни​не па​лăрт​рĕ. Ача​сем​пе вĕ​рен​те​кен​сем эва​куа​ци ирт​нĕ хыç­çăн акт зал​не кĕр​се пу​шар ча​щĕн сот​руд​ни​кĕ​се​не ит​ле​рĕç. «Пу​шар мĕн​шĕн ту​хать?» – ыйт​рĕ Егор Бо​ри​сов ача​сен​чен. «Шăр​пăк​па вы​ля​нă​ран», – ха​рăс​сăн ху​рав​ла​рĕç те​ми​çен. Вĕ​се​не Егор Бо​ри​сов пу​шар​тан сых​лан​мал​ли​не, шăр​пăк​па вы​ля​ма юра​ман​ни​не, пу​шар сик​се тух​сан мĕн ту​мал​ли​не ăн​лан​тар​чĕ. Ун​тан пур​те урам​ри пу​шар ма​ши​ни па​тĕн​че пу​хăн​чĕç. Сер​гей Крас​нов ача​се​не пу​шар сÿн​те​ре​кен​сен ту​мĕ​се​не кă​тарт​рĕ, хÿ​тĕ​лев хатĕ​рĕ​сем пир​ки тĕп​лĕн ăн​лан​тар​чĕ. Ача​сем вут-​çу​лăм​ра пу​çа, пи​те, ура​се​не, алă​се​не сиен кÿ​рес​рен сых​ла​кан ятар​лă тум​тир​пе, хĕс​тер​нĕ сыв​лăш​па тул​нă бал​лон​па, кас​кă​па пал​лаш​рĕç. Хăюл​лă​рах​хи​се​не тă​хăн​са кур​ма та тÿр кил​чĕ. Сер​гей Алек​сее​вич пу​шар сÿн​те​ре​кен​сен вĕ​ри яман ту​мĕ​пе пал​лаш​тар​нă чух​не ача​сем çĕк​ле​нÿл​лĕ кă​мăл​не пы​та​рай​ма​рĕç, каш​ниех тыт​са пăх​ма тă​рăш​рĕ. Ку​наш​кал кос​тюм​сем​пе 200-800º вĕ​рие те тÿс​ме пу​лать ик​кен.

Ю​лаш​кин​чен ача​сем сÿн​тер​мел​ли мес​лет​сем​пе пал​лаш​рĕç, кă​сăк​лан​са кă​пă​ка алă​па та тыт​са пăх​рĕç.

ВЕ​РА ФИ​ЛИП​ПО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости