Кĕпере çитес çул юсĕç

Сăмах Лакăр ялĕ çывăхĕнчи карăнакан кĕпер пирки пырать. Ун çинчен эпир хаçатăн 47-мĕш номерĕнче çырнăччĕ. Ку кĕпер, темиçе теçетке çул халăха тивĕçтерекенскер, çирĕплĕхне çухатнă, сулăнать, ун тăрăх каçса çÿресси хăрушлăхсăр мар – çапла пĕлтернĕччĕ Лакăр ялĕн старости Бронислав Федоров.

«Купăс кĕпер, чăнкă çырма – ял старости хăйĕн вăйĕпе кăна татса парайман ĕç сахал мар…» статья кун çути курнă хыççăн редакци чылай шăнкăрав йышăнчĕ. Кĕпер чăнах та сехĕрлентернине пĕлтерекенсем те, юсав валли кирлĕ укçа виçипе кăсăкланакансем те пулчĕç. Журналистсемпе Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕ те çыхăнчĕ:

Сергей АВЕРКИЕВ, Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕ:

– Ял тăрăх депутачĕ Владимир Никифоров çине тăнипе 2012 çулта çак кĕпер çийĕн усăнакан пысăк йывăçа касса антартăмăр. Ку ĕçе туса ирттермен пулсан лакăрсен паян каçса çÿреме кĕпер те пулмĕччĕ – йывăç ăна туртса антарма пултарнă. 2013 çулта вара депутат смета тума тăрăшрĕ – ун тăрăх кĕпере кăçал кĕркунне туртăнтартăмăр. Вăл чалăшнăччĕ. 2015 çул валли вара çак кĕпере юсассипе çыхăннă ĕçсене палăртрăмăр. Вĕсене маларах пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕксĕрлĕхĕ ура хучĕ.

Аса илтерни вырăнлă: кăçалхи август уйăхĕн пуçламăшĕнче çак кĕпере юсама вырăнти администраци дефектсен ведомоçне хатĕрленĕ, ун тăрăх сакăр вырăнта кĕтессене улăштарма палăртнă. Çакна валли пĕтĕмпе 15-20 пин тенкĕ кирлĕ.

Таисия Кротова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости