Ялсенче те, поселок-саласенче те тасалăх ыйтăвĕ çивĕч тăрать.
12 пин ытла çын пурăнакан Кÿкеç поселокĕшĕн те çакă ют мар. Урамсенчи йывăç-тĕмĕ айĕнче кĕленчесем, тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çÿп-çап выртать. Хăшĕ-пĕри килте пухăнакан каяшсене контейнер патне те илсе çитереймест. Пĕр-пĕр тĕмĕ айне вăшт! кăна персе хăвараççĕ. Килсĕр йытă-кушак хутаçсенчи çÿп-çапа таврара сапалать…
Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕпе вырăнти депутатсем ертсе пынипе поселокра пурăнакансем иртнĕ канмалли кунсенче «Советская» урамри 84-мĕш çурт тĕлĕнчи ача-пăча вăйă вырăнĕнче субботник ирттерчĕç. Ача-пăча вăйă вырăнне çÿп-çапран тасатма, ÿссе кайнă тĕмсене касса танлаштарма çывăхри çуртсенче пурăнакан 20 яхăн çын пуçтарăнчĕ, ачисемпе уçăлса çÿрекен амăшĕсем те хутшăнчĕç çак пархатарлă ĕçе. Çав вăхăтрах ачасемпе килнисенчен хăшĕ-пĕри тирпей-илем кÿрекенсем ĕçленине сак çинче пăхса ларни шухăшлаттарчĕ. Пепкисем хăйăр купи çинче чакаланнă вăхăтра субботнике хутшăннă пулсан аванччĕ те… Теприсем вара ачисемпе пĕрлех тăрăшрĕç. «Нумай пулмасть «Советская» урамри 84-мĕш çуртра пурăнакансемпе иртнĕ пухура тавралăха тирпей-илем кÿресси çинчен калаçрăмăр. Камăн май килнĕ, çавсем тухрĕç», – пĕлтерчĕ çав çуртра пурăнакан. Шупашкар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Андреев вара кăçал кăна 5-мĕш субботнике хутшăнать.
«Кÿкеç поселокĕнче субботниксем час-часах ирттеретпĕр, вăрманта, урамсенче, тĕрлĕ лапамра тирпей-илем кĕртессипе ĕçлетпĕр. «Сельхозтехника» чарăну çывăхĕнчи санкцилемен свалкăна пĕтертĕмĕр. Поселока тасалăхра тытасси нумай чухне кунта пурăнакансенчен хăйсенчен килет. Пĕри çÿп-çап пăрахса хăварать, тепри – çапла вара çÿп-çап купи пулса юлать те. Тирпейленĕ çĕрте мар, çÿпĕлемен çĕрте таса», – çапла калаçнă субботника хутшăннă «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн корреспонденчĕпе Вера Шумиловăпа Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Андрей Михайлов.
ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ