Мирлĕ тÿпешĕн пысăк тав!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă салтаксене, çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра ырми-канми тăрăшнă салтак арăмĕсене асăнса Шорчекасси ялĕнче пысăк уяв иртрĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинга ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Аверкиев уçрĕ. Уяв ячĕпе вăрçă тата тыл ветеранĕсене райадминистраци представителĕ Юрий Лебедев, Шемшерти Успени чиркĕвĕн настоятелĕ Илия атте тата ыттисем саламларĕç.

Хаяр çапăçусенчен таврăнманнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн Шемшер шкулĕн вĕренекенĕсем, Шорчекасси клуб ĕçченĕсем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Тÿпенелле шурă хăмпăсем вĕçтерни уявăн хăйнеевĕрлĕ палли пулса тăчĕ. Пирĕн телейшĕн, мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă паттăрсене яланах асра тытса пухăннисем обелиск патне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Валерий Никитин, Шорчекасси

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости