«Мулкачсем» пулмалла мар

Иртнĕ эрнекун районта «Нелегал» рейд иртрĕ.

РФ çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕпе Павел Портновпа тата полицин ДПС ĕçченĕпе Юрий Каленовпа «Кÿкеç-Тутаркасси-Çĕнĕ Шупашкар» çул çине тухрăмăр. Автобуссене чарса пассажирсене илсе çÿреме ирĕк паракан лицензие, çавăн пекех транспортăн пур докуменчĕ те йĕркере пулнипе пулманнине тĕрĕслерĕмĕр.

171-мĕш номерлĕ маршрута чартăмăр. Докуменсен тĕрĕслевĕ транспорт хатĕрĕ техосмотр витĕр тухнине çирĕплетекен хут çуккине кăтартса пачĕ. 162-мĕш номерлĕ виçĕ маршрутка водителĕсен докуменчĕсем йĕркеллех. Анчах виççĕмĕш транспорт хатĕрĕн салонĕнче халăх лăк тулли пулни инспекторсене çул-йĕр правилисем пирки аса илтерме хистерĕ. Водитель ытларах укçа-тенкĕ ĕçлесе илес шутпа закон урлă ярса пуснă. Салонра 22 пассажиртан ытларах пулмалла мар, кунта вара ытларахчĕ. «Ачасем вăшт-вашт чупса кĕреççĕ, асăрхаймарăм», – тÿрре тухма тăрăшрĕ паянхи куна пĕр штраф та илсе курман водитель. Çапах та йĕркене пăснăшăн унăн РФ КоАПĕн 12.23 статйипе (1-мĕш пай) 500 тенкĕ штраф тÿлемех тивĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости