Мур хуçалăха кĕмест-и?

Çулла валли какай пултăр тесе сысна çури туянса çитĕнтересшĕн. Анчах та халĕ çĕршывра унта та кунта темле мура пула сыснасем вилни пирки калаçаççĕ. Пирĕн район сыснасен африка чуминчен хÿтĕленнĕ-и?

Раиса Павлова, Чăрăшкасси ялĕ

Сергей ЕФРЕМОВ, Шупашкар районĕн патшалăх ветеринари службин пуçлăхĕ:

– Район территорийĕнчи килти сыснасемпе хир сыснисене сыснасен африка чуминчен (АЧС) хÿтĕлеме кÿрсе килекен выльăх, выльăх апачĕ, продукцийĕ урлă çак чир хуçалăхсене кĕресрен Шупашкар районĕн патшалăх ветеринари служби халăха, хуçалăх ертÿçисене май килнĕ чухлĕ тĕплĕ мерăсем йышăнма сĕнет. Раç​çей Федерацийĕн субъекчĕсенче вĕсене килсе кÿрес туртăм шăпах Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн вăйланни сисĕнет.

Иртнĕ çулхи сăнавсем тăрăх, ку мур алхасас тапхăр çулран-çул декабрь-январь уйăхĕсенче пулса иртет. Çавна май ветслужба кирек мĕнле харпăрлăхри кашни хуçалăхри сысна пуçне шута илессипе тивĕç​терме, сысна ĕрчетекен предприятисене ветеринарипе санитари йĕркисене хупă режимпа пурнăçлама, биологи каяшĕсене пухнă, утилизациленĕ чухне ветеринарипе санитари правилисене пăхăнма ыйтать. Сыснасене апат-çимĕç каяшне çитерме, АЧС ернине шута илмесĕр сиплеме юрамасть. Кирек хăш харпăрлăхри, çав шутра граждансен килĕсенчи сысна самăртакан тата ĕрчетекен I (чир хăрушлăхĕнчен сыхланман), II (чир хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли шай пĕчĕк) компартментлă хуçалăхсене пурне те ветслужба урăх йышши выльăх-чĕрлĕх тытма сĕнет.

Чĕр чунсен эпидемийĕн хăрушсăрлăхĕн тĕллевĕпе тата асăннă мерăсене вăхăтлă йышăнма Шупашкар район ветслужбинче «хĕрÿ лини» уçнă: (83540)2-14-63, 2-23-37. Выльăх-чĕрлĕх пысăк йышпа чирлени, вилни, вăрмансенче хир сысни е свалкăсенче, ытти вырăнта килти сысна виллисене асăрханă тĕслĕхсем пирки çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости