Мăнаçлă палăк умĕнче

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейĕн, çавăн пекех Никама пăхăнман çĕршывсен (СНГ) ялĕ-хулисенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул çитнине халалланă уявсем иртрĕç. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче вырнаçнă 16 ялтан 10-че палăксем пур.                                                                                                                         

Кипечкасси ялĕнче – Çĕнтерÿ  уявĕнче

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă уява Кипечкасси ялĕнче те паллă туса ирттерчĕç. Палăк патĕнче Çÿлтикасси шкулĕнче вĕренекен шкул ачисем караул тăчĕç. Хĕрарăмсем уяв сĕтелĕ хатĕрлерĕç. Уяв программине ачасем ертсе пычĕç. Чăваш Енри Офицерсен пĕрлĕхĕн Шупашкар хула уйрăмĕн ертÿçи Венимин Павлов, çак йĕркесен авторĕ, пушар хуралĕнче тимлекен Владимир Прокопьев тухса калаçрĕç. «Пирĕн хушăра, Чечняри хирĕçтăрура пуç хунă Анатолий Лебедевăн амăшĕ Надежда Лебедева пур. Вăл вилни çинчен мана эпĕ Грознăйра пулнă чухне пĕлтерчĕç»,- терĕ Вениамин Павлов ăна яланах асра тытмалли çинчен каласа. Апрелĕн 28-мĕшĕнче манăн Германири совет çарĕсен ушкăнĕнче çар тивĕçне пурнăçланă 283-мĕш гвардий, Богдан Хмельницкий орденлĕ, Берлинский ячĕллĕ полк 80 çул тултарнине халалласа «Однополчанин» сăвва вуласа патăм. Атăлъял, Хорнсор, Кипечкассипе Шупашкаркасси ялĕсенче пурăннă, вăрçăран таврăнайманнисемпе таврăннисене аса илсе пĕр вăхăт шăп тăнă хыççăн палăк умне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Уяв концерчĕпе Шупашкаркассинчи клуб ертÿçи Любовь Иванова ертсе пыракан “Шурăмпуç” пултарулăх ушкăнĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Хăнасене сĕтел хушшине лартса кукăльсемпе хăналарĕç. 

Шарпаш ялĕнче – Çĕнтерÿ уявĕнче     

Вăрман-Çĕктер территорий уйрăмĕнче Çĕнтерÿ кунне халалланă тĕп уява Шарпаш ялĕнче анлă паллă туса ирттерчĕç. Кунта хăнасем Шупашкаркасси, Станъял, Çÿлтикасси, Вăрманкасси, Малти Ункăпуç тата ытти ялсенчен пулчĕç. Уяв митингне Людмила Молтушкинăпа Надежда Матвеева ертсе пычĕç. Малтанах вăрçăра пуç хунă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн клуб çумĕнче палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе Вăрман-Çĕктер территорий уйрăмĕн ертÿçи Кирилл Курносов, Шупашкар округĕн депутачĕ Вячеслав Спиридонов, çак йĕркесен авторĕ, Ĕç ветеранĕ Георгий Вавилов, çар летчикĕ Виталий Пагеев подполковник саламларĕç. «Эпĕ вăрçă пуçланнине лайăх астăватăп. Манăн атте бригадир пулнă. Атте пура пуралать. Эпир турпас пуçтаратпăр. Мана кукамай аттене чĕнсе килме ячĕ. Эпĕ чупса кайрăм. Малти Ункăпуçĕнчи правлени умĕнче çавăн чухлĕ арçын курман, ярмăрккăри пек, мĕн чухлĕ куççуль. Крыша çинчи «тарелка» питĕ хытă калать. Пурте: «Вăрçă! Вăрçă»,- теççĕ. Эпĕ 6 çулхи ача, аттене киле кайма каларăм. Атте мана çĕклерĕ те киле илсе килчĕ. Вырсарникун вăрçă тухрĕ, ытларикун ялтан 1-мĕш 3 çын тухса каяççĕ. Атте, Константин Вавилов 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ парада хутшăнать. Унтан тÿрех Мускава хÿтĕлеме каять, аманать. Венгрине ирĕке кăларать. Çуран Берлина çитиччен çитеть. 1945 çулхи майăн 1-мĕшĕнче рейхстага штурмланă вăхăтра пуçне хурать. Ăна майăн 5-мĕшĕнче Ландсберг ялĕнче пытараççĕ. Эпĕ çара хам ирĕкпе кайса 4 çул хушшинче Китайра çулталăк, Польшăра пулса, Болгарирен киле таврăнтăм. Манăн ывăл Константин моряк, Çĕнтерÿ – 55 çул тултарнипе Мускаври Хĕрлĕ лапамри парада хутшăнать»,- терĕ 86-ри Георгий Вавилов вĕсемпе мухтаннине палăртса. Вăл, 78 çул хушши окопра, вăрманта çырнă ашшĕн çырăвĕсене упрать. Концерт программине Шупашкаркасси ял клубĕн ертÿçи Любовь Иванова ерсте пычĕ. Юрă-кĕвĕпе Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Лукина ертсе пыракан ачасен «Тивлет» тата Шупашкаркассинчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ирина Яковлева ертсе пыракан «Шурăмпуç» (баянисчĕ Никита Ильин) пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç. Юлия Иванова, Нина Ванеева тата çак йĕркесен авторĕ сăвăсем каларĕç. Хăнасене вăрăм сĕтел хушшине пĕр харăсах 30 çын таран ларта салтак пăттипе тата сиплĕ чейпе хăналарĕç.                                                                                                                                    Николай Смирнов, Атăльял

День Победы в Вурман-Сюктерском теротделе


Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости