Олег Николаев: Чăваш Республикин пуçлăхĕ: патшалăх канашне янă çыруран

«Пуçаруллă бюджет тĕслĕхĕ ялсенче пурăнакансен хастарлăхне тата, чи кирли, вĕсен вырăнти пурнăçа йĕркелес кăмăлĕ пысăккине кăтартать. Иртнĕ 5 çулта Чăваш Енре граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленнĕ 5218 проекта тÿрре кăларнă – 5,8 миллиард тенкĕлĕх. Темиçе çул каялла проект нумай марччĕ, çак юхăм лидерĕсем те сахалччĕ. Халĕ округсенчен ытларахăшĕ проектсене пурнăçламалли мĕн пур лимитпа туллин усă курать. Хуласем ку енĕпе юлхаврах-ха. Вĕсен çак майпа татса памалли ыйтусем те, ку ĕçе йĕркелемелли мелсем те çителĕклĕ пулин те».

Александр Кузнецов, Чăваш Республикин Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ассоциацийĕн председателĕ:

– Эпĕ республика тăрăх нумай çÿретĕп, куратăп: пур çĕрте те строительство ĕçĕ пырать. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче каланинчен, шухăшласа пăхсан, тĕлĕнмелле те пек: 5 çуллăха 1 триллион та 300 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. 2024 çулта халăх пуçарнипе тунă ĕçсем валли 2,2 миллиард тенкĕ ытла янă. Нумаях пул-масть телевизорпа пĕр регион пуçлăхĕ каласа панине куртăм – хăйсем питĕ нумай укçа уйăрнă пек кăтартать, асăннă тĕллевсемпе пӗлтӗр 1 млрд тенкĕ тăкакланă-мĕн. Çав регион вара пирĕн республикăран 4 хут пысăкрах, халăхĕ те 5 хут йышлăрах. Пирĕн пуласлăх пур! Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Халăхпа пĕрле ĕçлер!

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости